Германирен – Акатуй уявне

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял çывăхĕнчи уçланкăра ĕнер кăна Акатуй кĕрлесе иртрĕ пек… Сисмерĕмĕр те çулталăк хыçа юлчĕ. Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа иртекен Акатуй хальхинче Çĕньял–Покровски ял тăрăхĕнчи Пархикассинче кĕрлерĕ. Аса илтерсе хăварар, ял тăрăхĕсен хушшинче ирттернĕ социаллă пурнăçпа экономика тупăшăвĕнче Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕ мала тухрĕ, 10 млн тенке çĕнсе илсе унпа тавралăха хăтлăлатма усă курчĕ.

Хальхинче – Пархикассинче

Июнĕн 17-мĕшĕнче «Акатуй-2016» уява, Шупашкар район кунне, кăçал та халăх йышлăн пухăнчĕ. Праçник хуçисем аякран-çывăхран килекенсене тараватлăн йышăнчĕç, тÿрех сисĕнчĕ — тĕплĕн хатĕрленнĕ. Уява хăнасем сум кĕртрĕç: ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР тарифсен тата конкурентлă политика службин ертÿçи Альбина Егорова, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов. Вĕсене район пуçлăхĕ Андрей Николаев, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова кĕтсе илчĕç. Хăнасем малтанах ял тăрăхĕсемпе паллашрĕç. Раççейре – кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкне халалласа кашни хăйне евĕрлĕ «картинăпа», ĕçмелли-çимеллипе кĕтсе илчĕ, ĕç династийĕсен стендчĕсене те хатĕрленĕ. Сăмахран, Чăрăшкасси ял тăрăхĕ «Свадьба в Малиновке» фильмăн самантне кăтарса пачĕ, Атайкасси ял тăрăхĕ вара «Морозко» фильмăн пĕр пайне сăнарларĕ. Чăвашсен пăрахăçа тухман йăлипе кăпăклă сăрапа, кулачăпа хăнасене сăйларĕç, хăшĕ-пĕри вара тутлă апатпа, тĕслĕхрен, Ишлей ял тăрăхĕ техĕмлĕ узбек пловĕпе хăналарĕ.

Уяв пултарулăх коллективĕсен «Пĕрлĕхре пирĕн вăй» композиципе пуçланчĕ. Акатуйра яланах çурхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, хальхинче те çаплах. Сăмах илсе Зоя Маслова кăтартусемпе паллаштарчĕ: «Çурхи ĕçсене вăхăтра пуçласа вăхăтрах вĕçлерĕмĕр. Тăрăшса ĕçленĕшĕн уйрăмах «Чурачикское» ОАО-на, «Атлашевский» СХК-на, «Ольдеевская» Агрофирма» ЗАО-на, «Приволжское» ОАО-на, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоза асăнас килет. Пĕтĕмĕшле пĕрчĕллĕ культурăсене 14000 га çинче акса хăварнă, вĕсенчен кĕрхисем 3400 га лаптăк йышăнаççĕ. Пĕтĕм ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелесе ирттерсе выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат-çимĕç хатĕрлессе, тыр-пултан лайăх тухăç илессе шанса тăратпăр». Çавăн пекех вăл районти ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх тата сăвăнакан ĕне пуçĕ ÿссе пынине пĕлтерчĕ. Хресчен хĕвелпе тăрса сĕм çĕрлеччен тар тăкни харама кайман, апла тăк вĕсене чыслама та вăхăт. Тĕрлĕ наградăна илекенсем чăннипех те нумайăнччĕ: пурĕ – 150-ăн. Çĕр ĕçченĕсем кăна мар, ытти сферăра тăрăшакансем те тав хучĕсемпе парнесене тивĕçрĕç. Александр Иванов лайăх тухăç илме сунса Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕн, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа пачĕ, çыхăну, информатизаци сферине аталантарма тÿпе хывнисене чысларĕ. Альбина Егорова районăн ĕçчен çыннисемпе мăнаçланнине пĕлтерчĕ – пурнăç тухăçлăхĕ хресченрен нумай килет-çке.

Акатуйрах çемьесене те чысларĕç. Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă тăватă çемьене тÿлевсĕр çĕр участокне тивĕçнине хыпарлакан документпа тивĕçтерчĕç. Вĕсен йышĕнче Казанцевсем те, кунашкал пулăшăва тивĕçнĕ виçĕ ача амăшĕ питĕ хĕпĕртенине пытармарĕ, «парнепе» вĕсем çурт çĕклеме ĕмĕтленеççĕ.

Киленĕç – пурин валли те

Акатуй тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕпе, куравсемпе, концертпа пуян. Кам спорт тупăшăвне хутшăнса чунне кантарать, кам – пăхса тăрса, кам пултарулăх коллективĕсен юрри-ташшине курса кăмăлне çĕклет, кам курса çÿресе савăнать. Кунта вара чуна кантармалли темĕн чухлех. Акă хĕрарăм тĕрĕ тăвать, çывăхрах паллашар-ха унпа. Ку – «Паха тĕрĕ» фирмăн художникĕ Анастасия Андреева иккен, 1977 çултанпа унта ĕçлекенскер кирек мĕнле тĕрре те куç хупса тĕрлеет. Шулам, шыв юххи, мерешка, хĕресле тĕрĕсем пирки каласа пачĕ, «ухмах» тĕрре те туса кăтартрĕ ăста. Ку тĕрĕре икĕ енчен те пĕр евĕрлĕ эрешсем пулса пыраççĕ — çакăнта унăн кăткăслăхĕ-мĕн. Ăна мĕншĕн «ухмах» тени, ахăртнех, пире кăна мар, вулакана та кăсăклантарать, апла тăк ыйтса пĕлер-ха. Ăна тĕрлеме пуçласан ухмаха тухса кайма пулать имĕш – çавăнпа хăйĕн валли çакнашкал ят тупнă.

Кунтах ачасен ĕçĕсене те курма пулать, Ишек шкулĕнче вĕренекен Валерия Волковăпа Екатерина Лазарева «Мир атласных лент» кружокра тĕслĕ хăюсенчен тунă япаласемпе – чечексемпе, картинăсемпе, теттесемпе – килнĕ. Хĕрачасем пĕлтернĕ тăрăх, кунашкал ал ĕçĕсемпе кăсăкланакан нумай, туянакансем те пур-мĕн.

Пархикассинчи юрă-ташă, савăк кулă сасси, ача-пăча шавĕ тавралăха каç сĕмĕ çапсан тин лăпланчĕ. Лайăх иртрĕ уяв, иккĕленместĕп, кунта килнĕ кашни хăна килне тулли кăмăл-туйăмпа таврăнчĕ.

Аякранах килнĕ

Акатуй умĕн Германи çĕршывĕнчен килнĕ хăнасене, виççĕмĕш сыпăкри тăвансене кĕтсе илсе, уява илсе килсе, чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе паллаштармалла пулчĕ. Любовьпа (малтанхи хушамачĕ Кочергова) Владимир Дизерсем Германири Кобленц округне кĕрекен Майен хулинче тĕпленни 14 çул çитнĕ. Унччен Волгоград облаçĕнчи Камышин хулинче пурăннă. Любăн амăшĕ Ольга Кочергова Муркаш районĕнчи Акуча ялĕнче çуралнă, качча тухса Волгоград облаçне куçса кайнă. Любовь медицина сестрине вĕренсе тухнă, халĕ Майен хулинчи ваттисен çуртĕнче тăрăшать. Мăшăрĕ Владимир Дизер – Атăлçи нимĕçĕсен çемйинчен, тротуар сармалли плитасем тăвакан предприятире ĕçлет. Мăшăр икĕ ывăлĕпе, кинĕсемпе тата икĕ мăнукĕпе савăнса пурăнать. Çуллахи отпуск вăхăтĕнче икĕ çĕршыв (РФ тата ФРГ) гражданĕсем Камышинри тăвансем патне кайса килнĕ хыççăн Мускаври Руфа Кочергова патĕнче чарăннăччĕ. Хальччен çыру çÿретнĕ, шăнкăравласа калаçнă аякри тăвансене Акатуй курма чĕнсе илтĕм. Пирĕн пĕрремĕш тĕл пулу Чăваш çĕрĕ çинче, Шупашкарти вокзалта пулчĕ. Вĕсене Чăваш Ен ялавĕпе кĕтсе илтĕм. Владимирпа Любовь ял тăрăхĕсен этнокультура кил картийĕсемпе кăсăклансах паллашрĕç, сăн ÿкерĕнчĕç. Чи малтанах Тутаркассисен сĕтелĕ çинчи кукăль çине «Ял хуçалăх перепиçĕ-2016» çырнине вуласа çырав пулассине пĕлчĕç. Чаканарти Николай Фомиряков ăста таврапĕлÿçĕ авалхи музыка инструменчĕсемпе каласа тĕлĕнтерчĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Олег Ерманов хăнасене тараватлăн сăра куркипе кĕтсе илчĕ. Уяв сĕтелне хатĕрлекенĕ вара Вăрманкассинчи «Вега» кану çуртĕнчи Ия Степанова пулчĕ. Пирĕн тăрăхра, кĕркунне çĕнĕ тухăçа халалланă «Кĕр сăри», Германире «Октоберфест» ятлă уявсем иртеççĕ. Майен хулинче тата «Лукас Маркт» уявĕ пулать. Вăрман-Çĕктерсен сĕтелĕ çинче тĕрлĕ вăхăтра усă курнă фотоаппаратсемпе киноаппаратсен анлă куравĕпе кăсăклантăмăр.

«Сире кунта килĕшет-и?» – ыйтрĕ хăнасенчен ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникаци хатĕрĕсен министрĕ. «Эпĕ аннен çĕрĕпе, чăваш халăх культурипе паллашма килтĕм. Чăваш çакăн пек ĕçчен, пуян культурăллă халăх пулнипе савăнатăп», – терĕ Любовь Дизер. Мăшăрĕ Владимир килте тунă чăваш сăри нимĕçсеннинчен уйрăлса тăнине пĕлтерчĕ.

Шемшер ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен тенкисене тытса пăхмасăр чăтаймарĕ Любовь. Ĕлĕкхи хĕрсен хушпу çинче тенки мĕн чухлĕ нумайрах – вăл çавăн чухлĕ пуянрах шутланнă. Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Елена Клементьева йĕркеленĕ авалхи, йывăçран касса хатĕрленĕ япаласемпе паллашрăмăр: кунта пир станокĕн хĕçĕ, пысăк йĕппи, ĕлĕкхи куланай пуçтармалли плашкăсен пуххи, йывăç çăрапа питĕрмелле катка-пичке, кăшкар, хул вăйĕпе тир тасатмалли хатĕр.

Янăш ял тăрăхĕнчи тимĕрçĕ мăлатукпа шаккать. Унтах сунтал, тĕрлĕрен тимĕр хĕскĕчсемпе мăлатуксем пур. Ăна тимĕрçĕсен ратнинчи 61 çулти Валерий Егоров хатĕрленĕ. Владимир хăй те ăста пулнă май кăсăклансах паллашрĕ куравпа. Лапсар ял тăрăхĕнчи Çĕньял Ойкас клубĕн ертÿçи Алена Егорова хăнасене килти сăрапа тата хуран кукăлĕпе хăналарĕ. Вăл уйран çÿпçипе уçласа кăтартрĕ. Нимĕçсен уйран «бутермильх» («сĕтрен çу») ятлă. Тути те çавăн евĕрлех иккен. Инçетри тăвансене «Тăван Ен» хаçат коллективĕпе савăнсах паллаштартăм.

Уяв сцени çинчен куракансене 30 ытла пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Вĕсен шутĕнчи пирĕн тăрăхран 5 ушкăн: Малти Ункăпуçĕнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан «Ункă шевлисем», Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурăмпуç», Çÿлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Паланпа» Нелли Белаш ертсе пыракан «Калинушка» тата Атăлъялĕнчи «Атăл хумĕсем». Чăвашла юрăсен пĕлтерĕшĕсене тăтăшах вырăсла куçарса каласа пытăм. Любовь авалхи «Эй çав, мар-и çав» юрра амăшĕ юрланине аса илчĕ.

Комисси членĕсен йышăнăвĕ тăрăх «Национальный эксклюзив» номинацире Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. 2-мĕшпе 1-мĕш вырăнсене Çĕньялпа Лапсар ял тăрăхĕсем пайларĕç. Сĕтел çинчи апат-çимĕçпе Вăрман-Çĕктерсем 1-мĕш вырăна çĕнсе илсе парнепе диплома тивĕçрĕç. Ирĕклĕ мелпе кĕрешсе Тутаркассинчи Никита Архипов çĕнтерчĕ, така выляса илчĕ.

Тепĕр кунне хăнасене Аля Николаева Шупашкарпа паллаштарчĕ. Çимĕк кунĕнче Владимирпа Любовь Дизерсем Акуча çăви çинче кукашшĕпе кукамăшĕн вил тăприсене пуç тайрĕç. Каç енне Германири хаклă тăвансене ырă сунса Мускав хулине ăсатса ятăмăр.

Любовь Ман, НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости