Вăрманкассинчи «Приволжская» урамра пурăнакан Шляхинсем пирки тÿрех çапла калама пулать. Пĕрисем шыв, теприсем çул çуккишĕн ÿпкелешнĕ хушăра мăшăр пуçарнипе тата ертсе пынипе ăна та кăна та тунă.
Çемье пуçĕ, Владимир Шляхин, ял старости. «Ку – унăн тивĕçĕ», – тейĕ хăшĕ-пĕри (кÿршĕ урамра кунашкал калакансем те тупăнчĕç). Хăшĕ-пĕри çăла халăхăн шаннă çынни хăйĕн çурчĕ умĕнче вырнаçтарнипе те кăмăлсăр. Апла-и, капла-и – ĕçлени хăйĕн çемйишĕн, кÿрши-аршишĕн пулсан та, тĕслĕхĕ – пĕтĕм ял-йышшăн.
Ку çăлпа паян пĕр урамри 5-7 кил усă курать. Тĕрĕссипе каласан ун пирки вăрманкассем тахçанах ĕмĕтленнĕ. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕ бетон ункăсемпе тивĕçтерме пулăшу сĕнсен хирĕçлемен. Вăрман-Çĕктер ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев шăтăк чавма экскаватор та часах тупса панă, трактор та.
Зинаида Шляхина (сăн ÿкерчĕкре) пĕр урамра кăçал туса ирттернĕ тепĕр ĕç пирки те каласа кăтартрĕ – çул сарнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх çак тĕллевпе кашни килтен пĕрер пин тенкĕ пуçтарнă, ытти ĕçе нимелле пурнăçланă. Халĕ çăл патне пынă çĕрте пылчăк çăрăлмасть, тап-таса. Вăл каланă тăрăх строительство çÿп-çапĕн юлашкийĕсене шăтăк-путăклă вырăнсене кашни урамрах тенĕ пек сарнă. Кĕрлĕ-çурлă, йĕпе-сапара вак чула шыв юхтарса каяс хăрушлăх кăна хăратать. «Пĕтĕм ĕç тарам кайма пултарать», – ассăн сывлать Зинаида Васильевна. Пур ĕçе те тĕплĕ, кашни саманта шута хурса йĕркеленĕ пултарулăх çакăн пек чухне палăрать те – çемье пуçĕ урамсем айккипе канав чавма шухăшласа хунă. Çумăр çулне уçсан, чăн та, çак çул вăрманкасри пĕр урам çыннисене чылайлăха савăнăç кÿрĕ.
ЭЛЬВИРА МОИСЕЕВА