Çитес çул «Тăван Ен» хаçат 85 çулхи юбилее паллă тума хатĕрленет. Çавра дата умĕн хăйсен кун-çулне тĕрлĕ вăхăтра хаçат пурнăçĕпе çыхăнтарнă çынсен аса иллĕвĕсене номертен-номере пичетлĕпĕр, редакцие кĕрсе панă ал çырусенчен, асăнмалăх юлнă япаласенчен музей кĕтесне йĕркелетпĕр.
Пĕрремĕш çырăва РФ Журналистсен Союзĕн членĕнчен, 1947 çулта Шупашкар районĕн «Ленин çулĕпе» хаçат редакторĕнче ĕçленĕ Анатолий Семеновран илнĕччĕ.
Хальхинче сăмах Шупашкарта пурăнакан 86 çулти Андрей Михайлов пирки. Вăл хăйĕн вăйпитти ĕмĕрне пичет ĕçĕнче, совет органĕсенче, комсомол партийĕсенче ĕçлесе ирттернĕ.
Андрей Иванович 1930 çулхи февраль уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Хачăк ялĕнче кун çути курнă. Ишлей вăтам шкулне (1948 çул), Чăваш патшалăх педагогика институтне, партин Чулхулари аслă шкулне (1959 çул), Ленинградри аслă шкулăн хаçат уйрăмне (1966) вĕренсе пĕтернĕ.
Ĕçе вăл 12 çултанах кÿленнĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи хăйĕн ытти тантăшĕ пекех «Знамя коммунизма» колхозра çу кунĕсенче тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. 1948 çулта ВЛКСМ Ишлей райкомĕн организациллĕ пай пуçлăхĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Çак ĕçре вăл 1952 çулччен вăй хурать. Çырас туртăм çак çулсенче пуçланать те Андрей Михайловăн. А. Ванин псевдонимпа район хаçатĕнче статья хыççăн статья пичетлесе кăларать. Пултаруллă та тăрăшуллă заворга 1952 çулта ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлаççĕ.
1955 çулта Андрей Ивановичăн пурнăçĕнче пысăк улшăнусем пулса иртеççĕ. Ăна партин Чулхулари аслă шкулне вĕренме яраççĕ. 1959 çулта çак шкултан вĕренсе тухсан 1964 çулччен Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче «Октябрь çулĕпе» тата «Ленин çулĕпе» хаçатсен редакторĕн çумĕнче ĕçлет. Журналистикăна чунĕпе парăннă çыравçăна 1964 çулта партин Ленинградри аслă шкулĕн хаçат уйрăмне вĕренме кайма направлени параççĕ. 1966 çулта ку шкула вĕренсе пĕтерсен вăл КПСС Чăваш обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн инструкторĕнче ĕçлет.
1970 çулта шăпа ентеше ĕçлеме тăван районах илсе çитерет. Çак çул ăна кунта тухса тăракан «Ленинец» хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Ĕçлесе тата вĕренсе опыт пухнă журналист çак ĕçе пысăк çĕкленÿпе кÿленет. Хăй вăй хунă çулсенче район хаçачĕн ĕçне чылай çĕнĕлĕх кĕртет. Пичет ĕçне вăхăт ыйтнă пек йĕркелес тĕллевпе çĕнĕлĕхсем шыраса вăл Лука (Ленинград облаçĕ), Подольск (Мускав облаçĕ) хулисен хаçачĕсен опычĕсемпе паллашать, «Ленинец хаçачĕн» ялкорĕсен посчĕсене туса хурать, малта пыракансен опытне сарма районти специалистсене явăçтарать, пурнăçри çитменлĕхсемпе тата пăтăрмахсемпе çивĕч кĕрешме район хаçатĕнче «Ятман Якур ятранах ятлать» кĕтес йĕркелет.
Ÿркенмен редактор район пурнăçĕпе, район çыннисемпе тата вырăнти ялкорсемпе вулакана татах та çывăхрах паллаштарассишĕн тăрăшать. 1972 çулхи кĕркунне ăна КПСС Чăваш обкомĕн пичет, телевидени, радио секторĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Вун икĕ çул вăл республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрассишĕн ырми-канми вăй хурать. Çакăн хыççăн ăна Чăваш АССР министрсен совечĕ çумĕнчи патшалăх вăрттăнлăхĕсене пичетре сыхлакан управлени пуçлăхне уйăрса лартаççĕ. 1984-1991 çулсенче çак должноçре те вăл пысăк тăрăшулăхпа палăрать. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ахаль лармасть. 1992-2001 çулсенче Чăваш Республикин журналистсен союзĕн правленийĕн консультантĕнче, каярахпа ответлă секретарьте вăй хурать.
«Журналисты Чувашии» (2005 ç.), «Воевали на всех фронтах» (2010 ç.) кĕнекесен авторĕ парти органĕсенче тăрăшса ĕçленĕшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ. Хăйĕн тăван ялĕнчен II Тĕнче вăрçине хутшăннă çынсем çинчен те кĕнеке кăларчĕ. ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн ултă медаль, вăл – «Пичет ĕçĕн отличникĕ» паллă хуçи, Раççейри журналистсен союзĕн тата республикăри союзăн Çемен Элькер ячĕллĕ премисен лауреачĕ. Халăх хушшинчи ĕçре çулĕсене кура мар хастар. 2007 çулта пичете тухнă «Городские и районные газеты Чувашии» кĕнекере вăл Шупашкар районĕн «Тăван Ен» хаçачĕ çинчен те анлă çырса кăтартнă.
ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ, КИПЕККАССИ