Тăван хаçат хăйĕн 82-мĕш çуралнă кунне паллă тăвать
1932 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче «Колхозник çулĕн», район кăларăмĕ ун чухне çакăн пек ятпа тухнă, пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă. Çак хушăра кам кăна вăй хуман-ши редакцире, кам кăна тĕрĕслесе пăхман-ши хăйне калем ăстин вырăнĕнче! Анчах кирек хăш вăхăтра та журналист профессийĕ кăсăклисенчен, кăткăссисенчен пĕри шутланнă. Чи харсăррисемпе хăюллисене, пултаруллисене кăна йышăнаççĕ вĕсем хăйсен ретне. Çитес вырсарни кун вара редакци ĕçченĕсен кĕрекене пуçтарăнса професси пурнăçĕпе çыхăннă, çан-çурăма çÿçентерсе (кун пекки те пулать корреспондентсен) е кулă çуратса чуна ăшăтакан самантсене тепĕр хут аса илме май пулĕ.
Тĕп редактор çумĕ Виктория Вышинская çула тухсан чăрсăрлăхĕпе чĕрене ура тĕпне хăваласа ярать. Пĕрре çапла вĕсем тĕп редакторпа Алина Сусметовăпа ĕçлĕ тĕл пулупа Толиккасси çывăхĕнчи 6-мĕш юсану колонийĕнче пулнă. Çĕвĕ цехĕпе, ытти объектпа паллашнă хыççăн столовăйпе иртсе пынă чух Виктория Анатольевна хура тумлă «кил хуçисен» хушшинче çухалса юлнă. Унччен те пулман – чашăк-тирĕк кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕннĕ, унтан кăра арçынсем тытăçма пикеннĕ… Журналистсен çумне çирĕплетнĕ хурал чăм шыва ÿксе Вышинскаяна шыранă хушăра хайхискер колонире ним пулман пекех диктофонпа интервью илсе çÿренĕ. Шăв-шава илтсе хăех каялла персе çитнĕ. «Эх, тытăçакансене фото ÿкерме ĕлкĕреймерĕм пулас», – тенĕ вара хайхи.
Çак профессие суйланă çынсене чăннипех те ăннă темелле: пĕр вăхăтрах тухтăрсем те вĕсем, политиксем те, экономистсем те… – пĕтĕм отрасльти пĕлĕве алла илмелле. Редакцин пай редакторĕ Елена Дадюкова акă вырма пуçланнă-пуçланман хăйне комбайнерта тĕрĕслесе пăхма тĕв тунă. Ленин ячĕллĕ хуçалăха çĕнĕ йышши комбайнсем пирки репортаж хатĕрленĕ чухне лекци итлесе халтан кайнă хайхи – тинĕс карапĕсем çине хăй хăпарса ларнă. Çĕр хут илтиччен пĕр хут кур тенине асра тытса бригадир сиссе юличчен çÿлех хăпарса кайнă. «Штурвал умне ларса курман пулсан çĕнĕ йышши комбайнсенче электронлă холодильник-кондиционертан пуçласа çул кăтартакан навигаторсем таранах пуррине ĕненмен те пулăттăм», – тет вăл халь хĕпĕртесе.
Тепĕр пай редакторĕ Любовь Семенова вара пĕр хусаха авлантарнă. Çапла, çапла… авлантарнă. Вăл хаçатра ĕçленине пĕлсен пĕлĕш арçынни ăна халтан янă: «Арăм тупса пар та, тупса пар…» Любовь Семенова чăннипех те ăна пулăшма тĕв тунă: хаçатра пĕлтерÿ панă. Нумай та вăхăт иртмен – редакцие «пикесем» шăнкăравлама пуçланă. Эх, савăннă вара çав хусах… Вун-вун кандидатран чи хитрине, сăпайлине суйласа илнĕ. Кăшт вăхăт иртсен «шăпăрт» туй тума шухăшланă. Кĕрекене пирĕн пай редакторне те чĕннĕ.
Вера Шумилова корреспондент вара пĕррехинче пĕр ял тăрăх пуçлăхĕпе кăшт кăна «тытăçса» кайман. Тин кăна журналистра ĕçлеме пуçланăскерĕн редакци заданийĕпе контейнерсенчи çÿп-çапа çунтарни пирки материал хатĕрлеме пĕр ял тăрăх пуçлăхĕнчен комментари илмелле пулнă. Ял тăрăх пуçлăхĕ çак ыйтăва нумай пулмасть хуравланине пĕлтернĕ. Корреспондент вара хистесех çĕнĕлĕхсем пирки ыйтнă. «Манăн статья çырмалла, информаци кирлĕ», – тенĕ хайхи. «Ман пĕтĕм ĕçе пăрахса сирĕн ыйтупа кăна ĕçлемелле-им!» – шарт! сиктерсе телефон трубкине пăрахнă пуçлăх. Тепĕр 1-2 кунран хайхи ятарласа редакцие паллашма килнĕ. «Мана паллатăн-и?» – пулнă пĕрремĕш ыйту. Ăна-кăна ыйтса пĕлнĕ, контейнерсем пирки вара иккĕшĕ те сăмах хускатман (статьяна ун пулăшăвĕсĕрех хатĕрленĕ). Унтанпа çав пуçлăхпа урăх кăнттам калаçни пулман, туслашса та кайнă теççĕ.
(Тăван Ен 28№, июлĕн 25-мĕшĕ, 2014 ç.)