Ял старости хăйĕн вăйĕпе кăна татса парайман ĕç чылай
Шемшер тăрăхĕнче фермăсем айккипе иртекен çул пур. Сулахаялла пăрăнсан виç çухрăмран – Лакăр ялĕ. Унта çитме вара пĕве урлă 20 метра яхăн сывлăшри кĕпер урлă каçмалла. Ку вырăнта чăваш артисчĕсем хăйсен юррисене валли клипсем те ÿкереççĕ-ха, анчах та, лакăрсен шухăшĕпе, куллен каçса çÿреме вара шанчăклăраххи кирлĕ.
Лакăрти çак вырăна çак ял çыннисем сенкер экран çинче тÿрех палласа илеççĕ – республикăра унашкалли урăх çук та тейĕн. Тахçанах кивелнĕ, хăйĕн ĕмĕрне ирттерекенскер кунта истори объекчĕ вырăнĕнчех. Çакăнпа пĕрлех – ялти пĕр çемьешĕн хуйхă палли те. Кунта пурăнакансемпе тĕл пулнă чухне журналистсене çак кĕпер çинчи шерте çаврăнса кайнипе тытăнса ĕлкĕреймесĕр 34-ри çамрăк арçын ÿксе вилнине каласа кăтартнă.
«Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проектпа август уйăхĕнче Шемшер ял тăрăхĕнче пулнă май çак кĕпере юсассипе çыхăннă ыйтусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ертÿçине хуравлама ыйтрăмăр. Ун чухне Сергей Аверкиев «Лакăрти кĕпере юсас ĕçсем малалла пынине, август уйăхĕн пуçламăшĕнче дефектсен ведомоçне хатĕрленине, ун тăрăх сакăр вырăнта кĕтессене улăштармаллине» пĕлтерчĕ. Çакна валли пĕтĕмпе 15-20 пин тенкĕ кирлĕ пулнă. Сергей Юрьевич ĕçе йĕпе-сапа пуçланиччен вĕçлесшĕнччĕ.
Кĕпере юсанине ял çыннисем çирĕплетменнипе эпир Лакăрти старостăпа çыхăнтăмăр. Бронислав Федоров каланă тăрăх, ăна юсас тĕлĕшĕпе хыçа юлнă икĕ уйăх хушшинче – журналистсем пулнăранпа шăпах çакăн чухлĕ вăхăт иртнĕ – нимĕнле ĕç те туса ирттермен. Ватăсем каçас умĕн хăйсем çине хĕрес хываççĕ, ун умне çитсе чарăнсан ачасене асăрханулăх пирки аса илтерни ытлашши – чăнкă çырма ала пек кĕпер витĕр яр! уççăн курăнать.
Ку кĕпер – купăс евĕрлĕскер – ăçталла тайăлатăн, çав енне чалăшать. Вăйлă çил вăхăтĕнче сулăнса сехрене хăпартма та пултарать. Апла пулин те Шемшер ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Аверкиев ĕнентернĕ тăрăх – ун урлă каçса çÿреме паян çав териех хăрушă мар. Лару-тăрăва уçăмлатма çак кунсенче унпа тепĕр хут çыхăнтăмăр. Вырăнти депутат Владимир Никифоров тăрăшнипе нумай пулмасть акă троссене çирĕплетсе туртăнтарнă. Сергей Юрьевич шухăшĕпе, лакăрсен ÿксе сусăрланас хăрушлăх çук.
Бронислав ФЕДОРОВ, Лакăр ял старости:
– Ял çыннисемшĕн – автотранспортпа çÿрекенсемшĕн уйрăмах – Лакăр ялне пырса кĕнĕ çĕрти çырма хĕрринчи чăнкă çаврăмлă çул та хăрушлăх кăларса тăратать. Асфальт çул пăрăннине кăтартакан паллăна шăп çаврăм тĕлĕнче вырнаçтарнă – тÿрех курăнмасть. Автомобиль хăвăртлăхне чакарса ĕлкĕреймесессĕн çырмана чăмма та пулать. Чăнкă çыран – икĕ-виçĕ утăмранах. Кĕç-вĕç инкекпе вĕçленнме пултарнă тĕслĕхсем пур. Манăн шухăшпа, çул пăрăннă вырăнта унăн айккипе тимĕр хÿме вырнаçтармалла. Ку вăл водительсене, автомобиль салонĕнчи пассажирсене инкекрен хÿтĕленме пулăшĕ.
Ку ыйтăва уçăмлатма Çул-йĕр хăрушсăрлăх службин патшалăх инспекцийĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕпе Юрий Поляковпа çыхăнтăмăр. Вăл каланă тăрăх, ку çул район харпăрлăхĕнче – ун çинче хÿмесем е юпасем вырнаçтарса улшăнусем кĕртес пулсан çакăн пек çырупа район администрацине тухмалла. Тĕп инспектор çавăн пекех вырăна тухса лару-тăрупа паллашма шантарчĕ: «Декабрь уйăхĕн варринче Шемшер тăрăхне çитсе килĕпĕр. Чăнкă çавра çул автотранспортпа çÿрекенсен пурнăçĕшĕн чăннипех те хăрушлăх кăларса тăратать пулсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр».
Хаçат журналисчĕсем лару-тăрăва сăнасах тăрĕç.
ТАТЬЯНА МАЙОРОВА