Скандинави уттин пысăк усси

Хăть мĕн калăр та, сывă пурнăç йĕркипе туслашакансем юлашки вăхăтра йышланса кăна пыраççĕ. Çамрăксем кăна мар, аслă ăру çыннисем те спорта çывăх пулни чăннипех те савăнтарать.

Нумаях пулмасть Шемшер ял тăрăхне кайсан йĕлтĕр патакки тытнă хĕрарăм ваш та ваш утса пынине асăрхарăмăр. Çук, çук, ахаль кăна урисене куçаркаламасть, утмашкăн тĕллевлĕн тухнă. Чăтаймарăмăр, пырса калаçрăмăр. Тавăшкассинче пурăнакан Вера Ильинична Федорова пулчĕ иккен. Сăмах çине сăмах…

Спортăн çак тĕсне скандинави утти теççĕ. Вера Федорова шăпах унпа кăсăкланма тытăннă та. Мĕншĕн? Нумай чухне ялти хĕрарăмăн арçынпа юнашар тăрса йывăр ĕçе кÿленме тивет. Вера Ильиничнăн та çаплах – сывлăхĕ пур чухне хăйне хĕрхенмен: михĕ те йăтнă, утă та сĕтĕрнĕ. Сисмен те çурăмĕ вăйлăрах та вăйлăрах ыратма пуçланă. Сиплев илнĕ хыççăн тĕрлĕ хускану туни сывлăхне çирĕплетме пулăшнине лайăх туйса илнĕ хĕрарăм. Çапла вара çулталăк каялла скандинави уттипе туслашнă. Çывăх çыннин йышăнăвне ырласа мăнукĕ ăна ятарлă патаксем парнеленĕ. «Ирхине-каçхине утатăп, усси пысăк», – çакă пурнăçне мĕн тери çăмăллатнине палăртать Вера Федорова. Кунсăр пуçне хусканусем тума та ÿркенмест иккен.

Сывлăха пĕчĕкренех упрамалла, пиçĕхтермелле. Ăна çирĕплетмелли мелсем темĕн чухлех, вĕсенчен пĕри акă – скандинави утти.

Сăмах май

Скандинави утти – методикăна тата техникăна пăхăнса ятарлă патаксемпе утни. Пĕтĕм тĕнчере 1990 çулсен вĕçĕнче вăй илнĕ. Скандинави уттин усси пысăк: кĕлеткери мыщцăсен 90% хускатать, ахаль утнинчен чылай ытларах калори çухатма май парать, чăтăмлăха аталантарать, тĕревпе хускану тытăмне çирĕплетет тата ытти те.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости