Çăлавçăсен асăрхаттарăвне пăхмасăрах пулăçсем Шупашкар заливĕнче хĕллехи сезона иртнĕ эрнерех уçрĕç темелле. Çав вăхăтрах вĕсен юратнă вырăнĕ – ГЭСăн аялти плотини – вĕсемшĕн хальлĕхе шăл çемми мар-ха. Вăл хальлĕхе пăрпа та витĕнмен.
«Тăван Ен» журналисчĕсем районти кÿлĕсен çывăхне анса пăр çинех кĕнĕ пулăçсене иртнĕ эрнере Тутаркасси, Иккасси çывăхĕсенче курнă. Çак эрнере вара вĕсем хĕрсех Кÿкеçри Йăршу юхан шывĕ çинче кĕпĕрленеççĕ. Хăрушă мар-и çакă?
Юрий КАРГИН, пĕчĕк кимĕсен Çĕнĕ Шупашкарти инспектор участокĕн пуçлăхĕ:
– Çанталăк сивĕтиччен, хĕл лариччен кĕрхи пăр çирĕп мар. Вăл йывăрăша тÿсет, анчах та кăнтăрла хăйĕн айĕпе сăрхăнакан шывпа ăшăнса тĕл-тĕл витĕр курăнакан та пулать. Кун пек пăр хулăн пулсан та çирĕп мар. Çакăн пирки пулăçсен уйрăмах лайăх пĕлмелле. Вĕсем вара чылай чухне хăйсен тыткаларăшĕпе ачасемшĕн те ырă мар тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Республикăра пăрсем çинче çăлавçăсенчен пулăшу ыйтма тивнĕ пĕрремĕш тĕслĕхе иртнĕ эрнерех шута илнĕ. Шупашкарта Кăкшăм юханшывĕнче иртен-çÿрен çын выртнине асăрхаса çăлав службине шăнкăравланă. Çакăн хыççăн килсе çитнĕскерсен пăр çинче çывăрса кайнă пулăçа вăратма тивнĕ. Вĕсен кÿршĕ республикăри ĕçтешĕсене вара сахалрах ăннă. Хăрушă инкек ноябрĕн 15-мĕшĕнче кăнтăрла иртсен пулнă. «112» пĕрлехи çăлав службине М-7 трасса айккинчи Мензеля юханшывĕ патĕнчи кĕпер çывăхĕнче пулăçсем пăр айне анса кайни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вырăна çитнĕ МЧС ĕçченĕсем пăр тăрăх инкек вырăннелле утма пикеннĕ кăна – вĕсен айĕнчи пăр çурăлса кайнă. Пушарнăйсем пĕр-пĕрин хыççăн ун айне ÿкнĕ. Вĕсене каялла туртса кăларма май килнĕ-ха, анчах та пулăçсене тупайман. Каярах çыранран 300 метрта, 2 метр тарăнăшĕнче пĕр пулăç ÿтне туртса кăларнă, ун хыççăнах инçех те мар – теприне.
Пăр çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене асра тытăр:
Çирĕп пăр 7 сантиметртан çÿхерех мар. Вăл юр айĕнче, çăл тапса тăнă вырăнта уйрăмах çÿхе
Юхан шыв урлă тĕрĕсленĕ, официаллă маршрутсемпе çеç каçма юрать.
Пăр çирĕплĕхне урана тапса тĕрĕслени хăрушă, пăр çийĕн шыв тапса тухсан вара ун çине пачах та кĕмелле мар
Енчен те ура айĕнчи пăр катăлса ансан алăсене сарса шыва пуçпа чăмасран сыхланмалла. Ăна катмасăр, ытлашши хăлаçланмасăр малтан кăкăрпа шуса, унтан кĕлеткене урасемпе ерипен тĕртсе пăр çине тухмалла.