«Эпир пĕр, пĕрлĕхлĕ халăх …

Раççей те пирĕн пĕрре»

Ĕнер Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывăн Федераллă Пухăвĕ умне 13-мĕш хут уçă Çырупа тухрĕ. Çĕршыв историйĕнче ку вăл – парламентарин РФ Конституцийĕпе пăхнă 23-мĕш докуменчĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепех мероприяти Пысăк Кремльти Георгий залĕнче кăнтăрла 12 сехетре пуçланчĕ. Патшалăх Думипе Федераци Канашĕн парламентарийĕсĕр пуçне Çырăва итлеме правительство членĕсем, Конституци тата Аслă суд представителĕсем, генпрокурор, регионсен ертÿçисем пуçтарăннă, ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев та хутшăннă. Вăл президент мероприятийĕсенчен çулталăкра чи пĕлтерĕшли шутланать, çавăнпах тĕнчери массăллă информаци хатĕрĕсемшĕн те кăсăклă. Кăçал церемоние хутшăнма прессăн 600 представителĕ аккредитациленнĕ. Çав шутра – Чăваш наци телевиденийĕн ушкăнĕ те.

Президентăн пресс-секретарĕ Дмитрий Песков мероприятиччен маларах Владимир Путин Çырура патшалăхăн социаллă тивĕçĕсем çинче пусăм тăвасса систернĕччĕ. «Çынсем хăйсен прависене хисеплессе тата тĕрĕслĕхе ĕненеççĕ. Эпир вĕсене çакна шантарма тивĕç», – терĕ тÿрĕ эфирти трансляци пуçламăшĕнчех Владимир Владимирович. Парламентарипе экспертсем тĕнче политикипе, экономикипе çыхăннă тема тĕпре пуласса шанса та йăнăшмарĕç. «Çак йышăнусене пирĕн историре пĕрре мар пулнă кăткăс условисенче тума тивет. Раççей халăхĕ ансат мар хирĕç тăрусене хурав пама, наци интересĕсене, çĕршыв суверенитечĕпе никама пăхăнманлăхне хÿтĕлеме хатĕррине çине тăрсах ĕнентерме пултарчĕ», – терĕ Владимир Владимирович çĕршыв çыннисене патриотизм хаклăхĕсем тавралла пĕрлешнĕшĕн тав туса.

«Раççейшĕн, уншăн чунтан тăрăшни – акă мĕн çак пĕрлешÿсен никĕсĕнче»

Путин политика, наци тата тĕн тавлашăвĕсем хĕрсе пынăшăн пăшăрханнине пытармарĕ. Вăл тахçанхи кÿренĕве, курайманлăха паянхи пурнăçа илсе килессине хирĕç.

«Истори урокĕсем чи малтанах пире килĕшÿ патне килсе тухма кирлине эпир пурте аван пĕлетпĕр»

Президент çырăва итлекенсене ача çуралассин коэффициентне мĕнле майпа Европа çĕршывĕсенчен те ытларах ÿстерме май килнине каласа пачĕ, социаллă сферăра улшăнусем татах та пуласса шантарчĕ.

«Пирĕн политикăн пĕтĕм тĕллевĕ çынсене упраса хăварасси»

Президент шкулсенче виççĕмĕш сменăсене пĕтермеллине, кашни ачан хăтлă классенче пĕлÿ пухмаллине, юхăнакан шкулсем пулмалла маррине, экспериментсене вĕренекенсемпе асăрханса йĕркелемеллине, вĕсенче тĕпчев, инженери ĕçĕн культури патне интерес çуратмаллине, çитес икĕ çулта ача-пăча технопаркĕсен шучĕ 40 çитессине палăртрĕ.

«Ачасен старт валли кашнин пĕр пек май пуррине лайăх ăнланмалла. Раççейшĕн вĕсен кашни шухăшĕ, пуçарăвĕ пĕлтерĕшлĕ. Шкулăн пĕлÿ парса кăмăл-сипетлĕ çынсене çитĕнтермелле»

Андрей НИКОЛАЕВ, Шупашкар район пуçлăхĕ:

– Çырура РФ Президенчĕ Владимир Путин надзор тата налог органĕсем бизнес ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăрассин саманчĕсем çинче те чарăнчĕ. Экономика лару-тăрăвĕ çăмăл мар вăхăтра пĕчĕк бизнес «чĕрĕ» юлтăр тесе кăна мар, аталантăр тесе май пур таран тăрăшмалли тĕрĕсех. Бизнес-пĕрлешÿсене тĕрев тупма пулăшмалла, ĕçе пуçаракансем ыранхи куна çирĕп шанччăр.

Хальхи вăхăтра пĕрлешÿ представителĕсен онлайн-кассăсемпе усă курассипе нумай ыйту çуралать. Вĕсем çакă мĕн тума кирлине ăнлансах каймаççĕ, çакă вара бизнес аталанăвне те витĕм кÿрет. Президент хушнине пурнăçласа законодательствăри нумай çĕнĕлĕхе бизнес-пĕрлешÿсен представителĕсене тĕплĕ тата курăмлă ăнлантармалла.

Владимир ДИМИТРИЕВ, Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ:

– Раççей Президенчĕ 2017 çула Экологи çулталăкĕ тесе палăртрĕ. «Вараланнă территорисене тасатмалла, свалкăсене пĕтермелле… Ку ыйту пысăк хуласемшĕн кăна мар, ял-поселоксемшĕн те актуаллă», – терĕ Владимир Путин. Санкцилемен çÿп-çап куписене тупса палăртассипе, вĕсене пĕтерессипе Шупашкар районĕнче çулленех ĕçсем пурнăçланаççĕ. Экологи уйăхлăхĕсене пула муниципалитет хитреленнине палăртсах каламалла. 30 çул ытла ĕçленĕ Илпеш свалкине рекультивацилесси паянхи кун çивĕч ыйту кăларса тăратать. Ăна пĕтермешкĕн райадминистраци тĕллевлĕн ĕçлет – ятарлă план хатĕрленĕ, район бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Ыйтăва çитес вăхăтра татса пама палăртатпăр.

Иван АРХИПОВ, Шупашкар районĕн хисеплĕ гражданинĕ:

– Ĕмĕр тăршшĕпех ял хуçалăхĕнче вăй хунăран Владимир Путин Çырăвĕнче маншăн çак отрасльпе çыхăннă самантсем уйрăмах çывăх пулчĕç. Ял хуçалăх продукцийĕн экспорчĕ хĕç-пăшал сутнинчен те ытларах тупăш илсе килнине илтме кăмăллă пулчĕ. Шухăшласа пăхăр-ха, 2015 çулта кăна 16 млрд ытла тенкĕлĕх продукци сутнă, кăçал тупăш тата ытларах ÿсессе кĕтеççĕ. Ял хуçалăх комплексĕн ĕçченĕсен ÿсĕмĕсене пухăннисем ура çине тăрса алă çупсах йышăнчĕç. Ĕçтешсен ĕçне çапла сума суни савăнтарать паллах.

Килес çула Раççейре экологи çулталăкĕ пулассине шута илсе çут çанталăка сăтăр кÿрекенсен тĕлĕшĕпе законсем çирĕпрех пулмалла пек туйăнать. Влаç органĕсен представителĕсене çак ыйтусемпе çынсемпе тĕл пулса калаçма сĕннине те ырлатăп. Халăх культури ÿсессе, вĕсем территорисене тирпей-илем кĕртес ĕçре пуçарулăх кăтартасса, тасалăха хаклама тытăнасса шанас килет.

Ираида ИВАНОВА, Шăнкасри ял клубĕн заведующийĕ:

– Владимир Владимирович ачасене шкул пĕлĕвĕпе пĕрлех кăмăл-сипет воспитанийĕ парассине те тĕпе хума хушрĕ. Тăван шкул паракан пĕлĕве сочиненисен, гуманитари предмечĕсен шучĕпе тавăрни лайăх, анчах та кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сывă обществăна çитĕнтерме çакă кăна çителĕксĕр. Президент çамрăксене историпе, краеведенипе, культурăпа, тăван тата вырăс классика литературисемпе кăсăклантарма театрсенче, музей площадкисенче, кинора проектсем кирлине тĕрĕсех асăрхарĕ. Çырура каланине шкулсен малашне культура учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлесен пурнăçа кĕртме май килĕ тесе шухăшлатăп.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости