Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сфери яланах халăхра хивре калаçу хускатнă, хускатать те. Ытти сферăпа танлаштарсан вăл – чи кăткăссисенчен пĕри. Çурт-йĕрпе, ăшă парассипе, шывпа тивĕçтерессипе, этем пурнăçĕпе çыхăннă тата ытти ырăлăх аталанăвĕ чăннипех те актуаллăхне çухатмасть. Анчах та хурлани çеç вырăнлă мар, мĕншĕн тесен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ыйтусене татса параççĕ.
Ăшăран пахи çук
Районĕпе илсен, ырă енне улшăну пулни куç кĕретех. Инçех каяр мар, Кÿкеçех илер. Поселокра пурăнакансем çуллахи вăрăм уйăхсенче вĕри шывсăр аптăранине пухусенче, тĕл пулусенче миçе хутчен кăна илтмен?! Тинех кăçал чылайăшĕ хаш! сывласа ячĕ. Кÿкеçри 4-мĕш котельнăя реконструкцилесе, пăрăхсене улăштарса, пурĕ 17 млн тенкĕлĕх, нумай хутлă 25 çурт çыннисене хĕлĕн-çăвĕн вĕри шывпа усă курмалла турĕç. Илтсемĕрччĕ, вулаканăмăрсем, çынсен савăнăçне?! Кашни пухура тенĕ пекех: «Питĕ лайăх, крана уçатăн кăна вĕри шыв юхать», – савăннине пытармарĕç вĕсем.
Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ – котельнăйсемпе çыхăннă кăлтăксем Ишлейре те пур. Ишлей ял тăрăх администрацийĕн балансĕ çинче тăракан, «ИЗВА» ООО территорийĕнче вырнаçнă, салари нумай хваттерлĕ 8 çурта ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерекен котельнăй шăпине татса парассипе иртнĕ çулхи кĕркунне йышăну туннăччĕ. «Котельнăй паянхи пурнăç ыйтакан сооружени мар: вăл тăкаклă, пысăк лаптăк йышăнать, пăспа ĕçлекен котелсенчен усси сахал», – райадминистраци пуçлăхĕ, завод директорĕ, ял тăрăх пуçлăхĕ калаçса пĕр шухăш патне килсе тухрĕç ун чухне. Çулталăк та иртмерĕ – лав вырăнтан тапранчĕ: нумаях пулмасть Ишлей ял тăрăх администрацийĕ подряд организацийĕпе котракта алă пуснă, ĕçсем пуçланнă. «Çитес çулхи июнĕн 1-мĕшĕччен котельнăйсене хута ямалла, 2016 çула – 10 млн, 2017 çула 16 млн тенкĕ уйăрма палăртнă», – ыйтупа тухсан хурав пачĕ пире ял тăрăх пуçлăхĕ Евгений Субботин. Çапла майпа çитес вăхăтрах салара блокпа модульлĕ икĕ котельнăй вырнаçĕ: пĕри «Советская» урамри 72-мĕш çурт, тепри «Садовая» урамри 1-мĕш çурт картишĕсенче.
«Кăмакасен» пирки сăмах хускатнă май пĕлтĕр Çĕнĕ Тутаркассинче хута янă котельнăя та асăнса хăвармалла. 47 млн тенкĕ тăракан сооружени питĕ меллĕ: автоматизациленĕ тытăмпа ĕçлет, ăшă урамри сывлăш температурине шута илсе пырать, енчен те шартлама сивĕсем пуçлансан саппасра тепĕр котел «сыхă тăрать». Нумай хваттерлĕ 51 çурта ăшăпа тивĕçтерет. Вăл хута кайнăранпа хваттерсенчи сывлăш температури чылай ÿснĕ, кунсăр пуçне çĕнĕ «кăмака» çынсен укçи-тенкине те перекетлеме май парать.
Райадминистрацин çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кивĕ котельнăйсен ыйтăвĕсене малашне те татса пама планлаççĕ, çулталăкне сахалтан та 2-3-не çĕнетмелле.
Пирĕн тăрăхра сивĕ çанталăк вăрăма тăсăлать, çулталăкăн 6 уйăхне хваттер-пÿлĕме ăшăтма тивет. Çавăнпа та район хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле пуçлани актуаллă. Тĕрĕссипе, кĕркуннехи-хĕллехи сезона коммунальщиксем «кăмакасене» хутма пăрахсанах хатĕрленме тытăнаççĕ. Сăмахран, 2016-2017 çулсенче хутса ăшăтмалли сезона хатĕрленсе, 10 уйăх пĕтĕмлетĕвĕпе, çуртсенчи сивĕ шыв пăрăхĕсене 724 погонлă метр чухлĕ юсанă, иртнĕ çулхи çак вăхăтра кăтарту 448 погонлă метрпа танлашнă; 713 погонлă метр канализаци тытăмне çĕнетнĕ, 2015 çулта 483 погонлă метр кăна пулнă.
Çуртсене – çĕнĕ сăн
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх темине хускатнă май çуртсенче капиталлă юсав ирттерессине те асăнмалла. 2015 çулта Шупашкар районĕнче нумай хваттерлĕ 12 çурта тĕпрен юсарĕç пулсан кăçал 27 çуртра капиталлă юсав ирттерчĕç. Кивелнĕ инженери, электричество, канализаци тата ытти тытăма çĕнетрĕç, вун-вун çул этем алли перĕнмен тăрăсене улăштарчĕç. Капиталлă юсавăн ырлăхне пин-пин çын хăй çинче туйса илчĕ. Ырăпа асăннине час-часах илтме тÿр килет. Çынсен ăнланулăхĕ ÿссе пыни лайăх сисĕнет, хамăр пурлăхшăн хамăрах яваплине хваттер хуçисем лайăх ăнланаççĕ: пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал капиталлă юсавшăн тÿлессипе район малтисен ретĕнче пырать: районсемпе хуласен хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнать, пĕлтĕр вара 9-10-мĕш вырăнсенче кăначчĕ-ха.
Комментари
Николай ЕЛАГИН, «Теплоэнергосети» ООО директорĕ:
– «Теплоэнергосети» ООО Çĕнĕ Тутаркассинчи нумай хваттерлĕ 51 çурта 2011 çултанпа пăхса тăрать. Ун чухне тĕп тивĕçсемсĕр пуçне управляющи компание ресурспа тивĕçтерекен организацисен умĕнчи парăм та куçрĕ – газшăн, электроэнергишĕн. Телее, ăна çулталăкра татса пама пултартăмăр.
Пĕтĕмĕшле илсен, 5 çулта çуртсенчи пурлăха юсассипе пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр: çуртсенчи инженери сечĕсене, тăрăсене улăштартăмăр, подъездсене çĕнетрĕмĕр… 2015 çулта пысăк тĕллеве пурнăçларăмăр – Çĕнĕ Тутаркассинче блокпа модульлĕ котельнăй туса хута ятăмăр. Кăçал ăшă пăрăхĕсене юсассипе, улăштарассипе пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттертĕмĕр, сăмахран, «70 лет Октября» урамри 3-мĕшĕнчен пуçласа 7-мĕш çурт таран, Кудряшов (4-мĕш çурт патне çитиччен), «Набережная» урамсенчи 2, 2а, 4, 4а, 6, 6а çуртсен çывăхĕнче, 7-мĕшĕнчен пуçласа 1-мĕш çурт таран, «Парковая» урамĕнче 1-мĕш çурт таран ăшă пăрăхĕсене юсарăмăр, пурĕ 1183 погонлă метр ăшă тата вĕри шыв пăрăхĕсене улăштартăмăр.
Çынсен коммуналлă услугăсемшĕн управляющи компани умĕнчи парăмĕсене те асăнас килет: 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 8,9 млн тенкĕпе танлашрĕ пулсан, октябрĕн 31-мĕшĕнче вара 9,2 млн тенке çитрĕ. Сăмахран, пĕр хваттер хуçин парăмĕ 377 пин тенке çывхарчĕ. Кун пек тĕслĕхсемпе палăрнисене парăмсене пĕтерме чĕнсе калас килет. Çынсем вăхăтра тÿлени юсав ĕçĕсене малалла тăсма май парĕ.
ЛЮБОВЬ МАН