Ăслă та пултаруллă, çитĕнÿсем тунă ачасене Шупашкар район администраци пуçлăхĕн премийĕпе хавхалантарасси йăлана кĕнĕренпе темиçе çул çитрĕ. Ăна кам-кам тивĕçнине яланах Çĕнĕ Çул умĕн савăнăçлă лару-тăрура палăртаççĕ. Çак сăлтавпа виçĕм кун районти тĕп культура çурчĕ талантлă ачасене тата педагогсене пĕр çĕре пухрĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев, вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Борис Романов вĕренекенсемпе учительсене саламларĕç.
– Вĕрентÿ сферинче çитĕнÿсем пурри куç кĕретех. Çакнах кăçал республикăна, района Раççей вĕрентÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева килсе кайни те çирĕплетрĕ, вăл сирĕн ĕçĕре пысăк хак пачĕ, пĕлÿ тĕнчинче çитĕнÿсем тума майсем çителĕклине палăртрĕ, – малашне те ăнăçу çулĕпе малалла утма сунса пухăннисем умĕнче калаçрĕ Владимир Димитриев. Палăртма кăмăллă, асăннă премие темиçе хутчен илекенсем те пур, тĕслĕхрен, Вăрман-Çĕктер шкулĕнчи Григорий Петухов, Кÿкеç лицейĕнчи Дарья Александрова. Борис Романов пултаруллă педагогсен хушамачĕсене асăнчĕ. Сăмахран, Чăрăшкасси шкулĕнче вĕрентекен Виталий Елизаров спорт туризмне аталантарассипе паллă, унăн тăрăшулăхне пула ку сферăпа район малтисен ретĕнче пырать.
Райадминистраци пуçлăхĕн премине илекенсен йышĕ кашни çул тĕрлĕрен. Кăçал ăна 75 вĕренекен тата 7 педагог илчĕ. Ачасем тивĕçекен преми виçи тĕрлĕрен, вăл кам мĕнле тата мĕнле шайра çитĕнÿ тунинчен килет – 2 пин тенкĕрен пуçланать.
Тутаркасси шкулĕнче 11-мĕш класра ăс пухакан Марина Васильева иккĕмĕш çул преми илчĕ. Чăваш чĕлхипе республика тата район олимпиадисенче çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ ăна. Çĕнтерес тесе вĕренÿ валли нумай вăхăт уйăрнине палăртать Марина. Тăван чĕлхене юратакан чăваш хĕрĕ пурнăçне те педагог профессийĕпе çыхăнтарма ĕмĕтленет. «Чăваш чĕлхи учительне вĕренес шухăш пур», – тет атте-анне чĕлхипе тап-таса калаçакан лауреат.
ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ