Шупашкар районĕнчи ача сачĕсенче кăçал ашшĕ-амăшĕн тÿлев виçи пысăкланмĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнче вăл паянхи шайрах сыхланса юласси пирки пĕлтереççĕ.
Хальхи вăхăтра тулли кунлă, 12 сехетлĕх, ушкăнсенче ку тÿлев пĕр ачашăн 100 тенкĕпе танлашать. Кĕске кун çÿрекенсемшĕн – 80 тенкĕ. Кунсăр пуçне районти шкулчченхи учрежденисенче ĕçлекен техперсонала унта çÿрекен ачисемшĕн укçа тÿлессинчен хăтарнă.
Çавăн пекех пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăшлă çемьесем 10% сахалрах тÿлеççĕ.
Ашшĕ-амăшĕн шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕсене тÿлемелли виçепе çыхăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе кăçал влаç органĕсен представителĕсемпе иртнĕ кăçалхи пĕрремĕш канашлура сÿтсе явнă. ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин информацийĕ тăрăх, ача сачĕсенчи тÿлев 2017 çулăн 1-мĕш кварталĕнче улшăнмĕ.
Сăмах май
Шупашкар районĕнче шкул çулне çитмен ачасене паян шкул умĕнхи 17 учреждени тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 7 организаци çумĕнчи 9 ушкăн йышăнать. Иртнĕ çулхи августăн 1-мĕшĕ тĕлне унта 2903 ача çÿретнĕ, ача сачĕн черетне виçĕ çулчченхи 1018 ача кĕтет.