Тăрăн шкулĕнче ăс пухакан ачасем вĕренÿре те, ытти ĕçре те хастар, çакна районта ирттерекен олимпиадăсем çирĕплетеççĕ. Унта кашни предметпах пирĕн шкул ачисем хăйсен ăс-хакăлне, тавракурăмне тĕрĕслеме хутшăнаççĕ.
Çивĕч кĕрешÿре маттурсем çĕнтерме пултарчĕç, тĕслĕхрен, 9-мĕш класра тата 8-мĕш классенче вĕренекен Марина Михайловăпа Анастасия Костина чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç, ку олимпиадăрах 7-мĕш класра вĕренекен Анастасия Ильина иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Тăван ен культурипе иртнĕ олимпиадăра Анастасия Ильина пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, физкультура енĕпе маттур хĕр, Анастасия Костина, шкула виççĕмĕш вырăн илсе килчĕ. Ачасем ку вырăнсене хăйсем тăрăшнипе тата юратнă вĕрентекенсем пулăшнипе çĕнсе илме пултарчĕç. Кунта вĕсен ячĕсене каласа хăварас килет: Альбина Ивановна Степанова, Валентина Вячеславовна Кудрганова тата Альбина Филимоновна Филиппова.
Эпир, пĕрремĕш вырăна тухнă ачасем – Марина Михайлова, Анастасия Костина, Анастасия Ильина – Шупашкар район администраци пуçлăхĕн премине тивĕçрĕмĕр, кашнинех икĕ пин тенкĕпе хавхалантарчĕç.
Эпĕ, Анастасия Ильина, республикăри чи пултаруллă ачасем валли ирттерекен Çĕнĕ çул уявĕнче те пулса куртăм. Уява эпир тăван ен культурине вĕрентекен Альбина Ивановна Степановăпа кайрăмăр. Праçник оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Пире унта мăнаçлă, асамлă, капăр чăрăш кĕтсе илчĕ. Хĕл Мучи пире пылак парнепе савăнтарчĕ. Парне ăшĕнче асамлă çыру та пулчĕ. Елкăра вылярăмăр, ташларăмар, савăнтăмăр!
АНАСТАСИЯ ИЛЬИНА, 7-МĔШ КЛАСС
Конкурсра палăрнисем
Эпĕ пĕрремĕш класра вĕренетĕп. Пире Галина Николаевна Павлова вĕрентет. Эпир туслă пурăнатпăр. Час-часах пĕрле музейсене, экскурсисене çÿретпĕр. Уроксем хыççăн класра тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Шкулта иртекен уявсене пурне те хутшăнатпăр.
Тĕрлĕ конкурса та хатĕрленетпĕр. Октябрь уйăхĕнче пирĕн класри Михаил Александров район шайĕнче иртнĕ «Моё любимое животное» конкурсра 3-мĕш вырăна тухрĕ. Эпĕ «Моя Родина – Россия» темăпа сăвă вуласа районта 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Мана шкулта вĕренме питĕ килĕшет.
ВАЛЕНТИНА СПИРИДОНОВА, 1-МĔШ КЛАСС
Арçын ачасене те…
Пирěн класра спортпа туслă ача нумай. Вěсенчен пěри – тăххăрмĕш класра вĕренекен Анна Ильина. Унăн юратнă предмечĕ – физкультура.
Кěçěн классенчен пуçласах Аня çăмăл атлетикăна, йěлтěрпе чупассине юрататчĕ, аслăрах классенче кире пуканĕ çĕклеме те вĕренчĕ. Çулсерен çак туртăма аталантарса пычě.
Хĕрачан икě пиччěшě те спортпа туслă. Вěсем Аньăшăн малалла талпăнмалли ырă тěслěх пулса тăраççĕ.
7-мěш класран пуçласа ал вăйне виçессипе Аня арçын ачасене те çěнтерме пуçларě. Район шайěнче Кăшавăшра, Кÿкеçре, Хыркассинче; республика шайěнче Патăрьелĕнче иртнĕ ăмăртусене хутшăнса хěрсен хушшинче 1-2-мěш вырăнсене йышăнса хисеп хутне тата диплома тивěçрě.
Малашне Аня спортра, вĕренÿре тата пысăкрах çитĕнÿсем тăвасса шанса тăратпăр.
МАРИНА МИХАЙЛОВА, 9-МĔШ КЛАСС
«Шурлăх урлă» – çĕнтерÿ патне
Сывлăхран хакли нимĕн те ҫук, анчах та хăв тăрăшмасан сывлăхлă пулаймăн. Ҫавăнпа эпир физкультура урокĕсене хаваспах ҫӳретпĕр, тĕрлĕ ăмăртăва та хутшăнатпăр. Декабрь уйăхĕн вĕҫĕнче «Савăнăҫлă ăмăрту» иртрĕ. Кĕҫĕн классенчи ачасенчен икĕ ушкăн йĕркелерĕмĕр. Тĕрлĕ эстафета пулчĕ: «Пăравуссем», «Шурлăх урлă», «Тĕл персе лектер», «Кенгуру» тата ытти те. Вăйă 24:26 шутпа вĕҫленчĕ.
«Арăслан» команда – ылтăн медале, «Тигр» команда «кĕмĕле» тивĕҫлĕ пулчĕ.
НАТАЛЬЯ АЛЕКСАНДРОВА, 4-МĔШ КЛАСС
Çĕнĕ пÿлĕм
Пирĕн шкул йĕри-тавра икĕ эрне трактор-бульдозер кĕрлерĕ, рабочисем пĕрремĕш хутра ĕçлерĕç. Хĕллехи каникултан тухрăмăр та пире хыпар пĕлтерчĕç. Текех эпир урама чупмастпăр, пирĕн халĕ ăшă туалет пур. Унта виçĕ кабина – пĕри хĕрачасен, тепри арçын ачасен, виççĕмĕшĕ учительсен. Кунта питĕ илемлĕ, питĕ таса. Çак тирпейлĕхе эпир ялан тытса тăма тăрăшăпăр. Питĕ çуталса кайрĕ пирĕн шкул!
ЕЛЕНА ПЕТРОВА, 7-МĔШ КЛАСС
Тункăр, курай, шăпăр…
Эпě Тăрăн шкулěнче 3-мěш класра вěренетěп. Кашни кунах хаваспа çÿретěп юратнă шкула. Вěренме питě килěшет. Мěн чухлě çěннине пěлетпěр уроксенче! Вĕсем хыççăн та киле васкамастпăр – тěрлě уява, ăмăртусене хутшăнатпăр.
Нумаях пулмасть кěçěн классем патěнче хăнара чăвашлăх тěпчевçи, Чаканар ялěнче пурăнакан Н.А. Фомиряков пулчě. Мěн чухлě музыка инструменчěпе паллаштарчě пире! Параппанпа, варханпа (тимěр купăс), тункăрпа, шăхличпе, пищикпе (тěрлě курăк тунинчен тунăскер), шăпăрпа (пузырь), курайпа, флейтăпа, маракаспа тата ыттипе те. Вěсене маçтăр хăй аллипе тунине пěлсен тěлěнмеллипех тěлěнтěмěр вара. Хăна пире çав инструментсемпе тěрлě кěвě каласа кăтартрě, ачасене выляса пăхма чармарě.
Юлашкинчен тата чăн-чăн оркестр йěркелерěмěр, ташласа кăмăла çěклерěмěр.
ГАЛИНА ПАДЮКОВА, 3-МĔШ КЛАСС