Кукăль шăршиллĕ киле васкатăп

Эпӗ иккӗмӗш класра вӗренетӗп. Ҫемье мӗн иккенне питӗ лайӑх ӑнланатӑп. Ҫемье вӑл – аттепе анне, асаттепе асанне тата виҫҫӗмӗш класра вӗренекен Ҫеруш пичче.

Кашни кунах уроксем хыҫҫӑн тутлӑ кукӑль шӑрши кӗрекен ӑшӑ та тирпейлӗ пӳрте васкатӑп. Унта пире, пиччепе иксӗмӗре, сӑпайлӑ та ырӑ чунлӑ асанне кӗтсе илет. Аттепе анне тата асатте хулара ӗҫлеҫҫӗ.

Пирӗн асанне – маттур. Вӑл 1941 ҫулта хыпарсӑр ҫухалнӑ ватӑ асаттен пиччӗшӗн Алексей Александрович Зиновьевӑн юлашкийӗсене хамӑр ял ҫӑви ҫине илсе килсе пытарма пӗтӗм вӑйне хурса тӑрӑшрӗ. Одесса хули ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура пуҫне хунӑ пирӗн тӑван 74 ҫул иртсен хамӑр ял масарĕнче канлĕх тупрĕ. Ҫар оркестрӗпе, пӑшал персе пытартӑмӑр ӑна… Асанне Ольга Николаевна кун пирки районти шкул ачисене каласа пама та вӑхӑт тупать. Нумаях пулмасть вӑл Кӳкеҫри 1-мӗш шкулӑн вӗренекенӗсемпе тӗл пулчӗ. Кунашкал ĕçшĕн пурте ырлаҫҫӗ пирӗн ҫемьене, уйрăмах асаннене.

КИРИЛЛ ЗИНОВЬЕВ, 2-МĔШ КЛАСС

Шкулта пурте юрлаççĕ

Шăмăш шкулĕнче нумай çул юрра-кĕвве Федор Павлович Волков вĕрентет. Вăл – аслă категориллĕ учитель, «РФ Вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.

Çĕнĕ стандартсене пăхăнса ĕçлет паллă учитель. Уйрăмах урок тулашĕнчи ĕçе хастар ертсе пырать вăл. Кĕçĕн класра вĕренекенсен, аслă классенче вĕренекенсен хорĕсене, вокал ансамбльне нумай çул ертсе пырать Федор Павлович.

Ачасем кăмăлласа çÿреççĕ çак кружоксене. Шкулта пур ача та юрлать. Кашни çулах шкул ачисен хор коллективĕ районти тата республикăри тĕрлĕ юрă-кĕвĕ конкурсне хутшăнать. Вĕренекенсем тĕрлĕ инструментпа выляççĕ, гитарăна, тăмрана, балалайкăна, баяна алла илнĕ нумайăшĕ. Кăçалхи район конкурсне хатĕрленсе «Давайте сохраним» юрăсен пуххи, «Вăй выляççĕ шевлесем», «Купола России» юрăсемпе килентерчĕç куракансене Шăмăш шкулĕнче вĕренекенсем.

Ачасене çеç мар, учитель коллективне те юрăпа туслаштарать Федор Павлович. Иккĕмĕш çул шкул коллективĕн хорĕ район конкурсне хатĕрленет. Пĕлтерхи çитĕнÿсем хыççăн кăçал та малтисен ретĕнче пуласса эпир шанса тăратпăр.

МИЛЕНА САНЧУК, 9-МĔШ КЛАСС

Виталире шанăç

Шăмăш шкулĕнче ĕçе чунпа парăннă учительсен коллективĕ вăй хурать. Ачасене вĕренÿре тарăн пĕлÿ парасси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Вĕрентекенсем анлă пĕлÿ пама тăрăшаççĕ, çакна тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăсенче çирĕплетсе параççĕ.

Виталий Христофоров, 9-мĕш класра вĕренекенскер, олимпиадăсенче технологи предмечĕпе кашни çулах малтисен ретĕнче пулнă, кăçал вара республика шайĕнче хутшăнмалли тивĕçе çĕнсе илнĕ. Пысăк шанчăкпа хатĕрленеççĕ республикăра иртекен олимпиадăна технологи предмечĕпе. Виталие хатĕрлекен учитель – Владимир Геннадьевич Мареев. Виталий район ятне çÿллĕ шайра хÿтĕлессе шанса тăратпăр.

АНТОНИНА ПОТАПОВА, 8-МĔШ КЛАСС

Юр кĕлеткисен парачĕ

Кăçалхи хĕл нумай юрпа пурне те савăнтарать. Уйрăмах шкул ачисене шурă юр тĕрлĕ ĕмĕте пурнăçлама ирĕк парать.

Çĕнĕ çул умĕн вăтам класра вĕренекенсем технологи учителĕ В.Г. Мареев пуçарнипе юр кĕлеткисем ăсталама пикенчĕç. Малтан, паллах, проекта хут çине ÿкермелле пулчĕ: мĕнле чĕрчуна юртан калăплама меллĕрех, мĕнле пайсем хатĕрлемелле, епле тĕссем суйласа илмелле, мĕнле сăрă юр çине лайăхрах ларать. 5-мĕш класра вĕренекенсем хăнтăр, 6-мĕшсем – автан, 7-мĕшсем – йытă, 8-мĕшсем – тилĕ, 9-мĕш классем вара упа суйласа илчĕç. Уроксем хыççăн ăшăрах тумланса шкул картишне васкарĕç ачасем. Йышпа ĕçлеме кăмăллăрах, ăмăртса, хастаррăн ăсталама тытăнчĕç юр кĕлеткисене веренекенсем.

Кĕçех шкул картишĕнче тĕрлĕ чĕр чун вырăн йышăнчĕ. Хĕл тăршшĕпех хуçаланĕç юртан калăпланă кĕлеткесем.

ЕВГЕНИЙ В ГРИГОРЬЕВ, 5-меш класс

Пирĕн пĕчĕк «кинозал»

Шăматкун. Шăмăш шкулĕнче ултă урок пĕтнине палăртса шăнкăрав уççăн шăнкăртатрĕ. Апла пулин те аслă класра вĕренекенсем киле кайма васкамаççĕ.

Кашни шăматкун ку вăхăтра пире И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн студентки Анастасия Павлова кĕтет. Вĕренекенсем яланах хавас унпа тĕл пулма. Анастасия культурологи факультетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Кашни тел пулмассеренех хастар студент ачасен чунĕнче хăйне евĕр ырă йĕр хăварать. Вĕсем унпа пĕрле тĕрлĕ çĕре походсене çÿреме юратаççĕ: Хусанти зоопаркра та пулнă вĕсем, Çĕрпÿ районĕнчи тавралăхпа та паллашнă, Шупашкарти театрсене те çÿреççĕ. Шкулти мероприятисене те Анастасия хăйне евĕр илемлĕ те тарăн шухăшлă ирттерме пулăшать.

Анастасия тăрăшнипе Шăмăш шкулĕнче кăçал пĕчĕк «кинозал» уçăлчĕ. Çав тери килĕшет ачасене пĕрле пухăнса илемлĕ фильмсем пăхма. Уйрăмах вĕренекенсене Мими Ледер лартнă «Заплати другому» фильм килĕшрĕ. Чи хакли çак тĕл пулусенче кино курса пĕтернĕ хыççăн çавра сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ вăхăтра кинора мĕн ырри, мĕн начарри пуррине сÿтсе явни. Режиссер мĕн каласшăн, мĕн вĕрентесшĕн пулнине палăртма çав тери интереслĕ. Харпăр хай мĕн шухăшланине кашниех калама пултарать çавра сĕтел хушшинче.

Нумай кино пăхрăмăр эпир Анастасия пулăшнипе хамăрăн пĕчĕк «кинозалра». Вĕсем хушшинче ытларах шкул программине кĕртнĕ литература произведенийĕсем тăрăх лартнисем чуна пырса тиврĕç. Тĕслĕхрен, Валентин Распутин çырнă «Уроки французского» повеç тăрăх лартнă илемлĕ фильм курнă хыççăн ачасем уйрăмах нумай тавлашрĕç. «Лидия Михайловна пек вĕрентекенсем паянхи пурнăçра та сахал мар», – çакăн пек петĕмлетÿ патне илсе пычĕ Анастасия куракансене.

Пирĕн Анастасия та ачасене Лидия Михайловна пекех пĕтĕм чĕререн юратать. Веренекенсем те ытараймаççĕ ăна. Кашни сăмахне тимлесе итлесе, чĕре патне илеççĕ. Анастасия пек маттур та ăслă пулма тăрăшаççĕ.

РЕГИНА ЕГОРОВА, 9-МĔШ КЛАСС

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости