— «Ягодка» ача садне хăçан йĕркеллĕ хутса ăшăтма тытăнаççĕ? Ушкăнсен пÿлĕмĕсенче термометр +13 тĕлĕнче кăначчĕ. Ачасем тумтирпе çывăраççĕ, мĕншĕн тесен спальнăра вылямалли пÿлĕмринчен те сивĕрех.
«Ягодка» ача садне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕ
Наталия Дмитриева, «Ягодка» ача сачĕн заведующийĕ:
– Садикĕн 1988 çулта тунă çурчĕн стенисем, чăнах та, ăшша тытмаççĕ. Çакна энергоэффективлăх паспорчĕ кăтартса пачĕ. Ку енĕпе эпир паян ĕçлетпĕр, перекетленĕ укçа-тенкĕпе виçĕ пластик чÿрече вырнаçтарма май килчĕ. Планра – пурне те çакăн йышшисем çине улăштарасси, стенасене ăшă тытма юсасси.
«Ягодка» ача садне Кÿкеçрен, Иккассинчен, Çатракассинчен тата Лапсартан кунсерен 240 ача çÿрет. Шкулчченхи вĕрентÿ учрежденийĕ Кÿкеçри 4-мĕш котельнăйран ăшăнать. Чÿречесене республика бюджечĕн шучĕпе улăштарма заявка тăратнă. Сметăна 2 млн тенкĕлĕх хакланă.
Паян çывăрмалли пÿлĕмсенче те, вылямалли çĕрте те сивĕ маррине шантарсах калама пултаратăп. Ăшша сыхлама алăксем çийĕн карă çакрăмăр.