— Кÿкеçри «Дорожник» суту-илÿ çурчĕ тавралла яланах килсĕр йытăсем çÿреççĕ, контейнерсем çывăхĕнче явăнаççĕ, иртен-çÿрен çумне çулăхаççĕ. Çак эрнере контейнерсем çухалнине асăрхарăм. Вырăнти ял тăрăх администрацийĕ çивĕч ыйтăва çакăн пек майпа татса парасшăн-и?
Екатерина Иванова, Кÿкеç
Владимир ВЕРШИНИН, Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Çак эрнере суту-илÿ çурчĕ çывăхĕнчи контейнерсене чăнах та харпăрçă илсе хучĕ. Ку контейнерсем юрăхсăра тухнă – улăштарма тивет. Çывăх вăхăтрах çак вырăнта çĕнĕ контейнерсем ларĕç. Вĕсемпе Кÿкеç ял тăрăх администрацийĕ тивĕçтерет.
Сăмах май 2016 çулта поселокра килсĕр 44 чĕр чуна тытса сиенсĕрлетнине палăртни вырăнлă.