Тирпейлĕхшĕн çунакан

Хула çывăхĕнчи ялсем сарăлсах пыраççĕ – çĕнĕ урамсем çуралаççĕ, капмар çуртсем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Çапах та, ял пысăк е пĕчĕк пулнине пăхмасăрах, унта пурăнакансене ертсе пыракансем, ял илемĕпе-тирпейĕшĕн тăрăшакансем кирлех. Ун пек çынсенчен пĕри вăл – Сарапакасси ялĕнче 17 çул старостăра тимлекен Николай Трофимов.

Хăйĕн машинипех тиесе тухать

Кашни ялăн хăйĕн пурнăçĕ, хăйĕн хуйхи-суйхи, хăйĕн савăнăçĕ. Чылай ялта йăлари хытă каяшсене турттарса тухасси çителĕклĕ шайра йĕркеленсе çитмен пирки ÿпкелешсе калаçнине илтме пулать. Сарапакассинче вара çак ĕçе Николай Трофимович хăйĕн çине илнĕ. «Малтанах контейнерсем те лартса пăхрăмăр. Пĕр хушă çÿп-çапа вăхăтра тиесе кайманни пулчĕ. Хутаç таврашĕ айккинелле вĕçкелеме тытăннăран контейнерсене каялла пуçтарттартăмăр. Халĕ хамăн машинăпа каяшсене турттаратăп. Ялти çынсем кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче михĕсене тултарнă çÿп-çапа урама кăларса лартаççĕ те – турттарса каятăп», – каласа парать ял старости. Çÿп-çап илсе кайса тăкма, ялти ытти ĕçсене пурнăçлама çулталăкра 500 тенкĕ укçа пухаççĕ кунта пурăнакансем. Ял пысăк, çыннисем те тĕрлĕрен, пурте укçа тÿлесшĕнех мар – çÿп-çапа Шупашкарти контейнерсене турттарнипе сăлтавлаççĕ.

Сарапакассинче 2-3 çул каялла çĕнĕ шыв пăрăхĕсем хунă, халĕ ялта 2 башня. Çапах çу кунĕсенче шыв çитменни пулкалать. «Пахчисене шăварнăран», – çапла шухăшлать Николай Трофимович. Старостăна шыв пăрăхĕсем чавнă чухне çулсем пăсăлса юлни канăç памасть.

Çĕнĕ клуба хавас

Ялта лайăх пулăмсем пулса иртнине те палăртмалла. «Кăçал ял çывăхĕнчи дамбăна сарлакалатрĕç, малтан автобус ферма таран çÿренĕ пулсан халĕ Мокши ялĕ патне çитиех пырать», – хыпарларĕ ял старости. Тепĕр лайăх хыпар та пур ялта пурăнакансене валли – часах кунта клуб хута яма палăртаççĕ. Малтан сарапакассисем пухусене урамрах ирттернĕ пулсан, халĕ вĕсене пухăнма ятарлă вырăн пулĕ. Октябрь уйăхĕнчи пăрлă çумăр нумай яла сиен кÿни пурне те паллă, хуçăлса ÿкнĕ йывăçсемпе туратсем, тÿнсе кайнă юпасем самаях чăрмав кăларса тăратрĕç. Ялта пурăнакансем хастар пулни кăна çак ĕçе вăхăтра пурнăçлама май панă.

Николай Трофимов тасалăхра пурăнни пуриншĕн те пĕлтерĕшлине ăнланать. «Ял тирпей-илемĕ пĕр çынран кăна килмест, пĕччен пурне те пурнăçлама май çук. Ял хушши тирпейленчĕ, пĕр-пĕрне кура çынсем те кил-çурчĕсене, карти-хапхине илемлетме тăрăшаççĕ. Каланă хыççăн кил-çурт умĕнче строительство материалĕсене пуçтарчĕç, çапах та пурăнман çуртсем ял илемне пăсни те тĕл пулать», – пĕлтерчĕ вăл.

Ялта пурăнакансем кашни çулах çимĕк тĕлне çăва çинче пуçтарса тирпейлеççĕ. Кăçал вĕсем унта пысăках мар пÿрт куçарса лартнă. Тепĕр çимĕк тĕлне карта-хапха тытасшăн, ăна валли 22 бетон юпа хатĕрленĕ те ĕнтĕ.

«Старостăсене малтан «самозванец» тесе кÿрентерни те пулнă. Пĕлтĕр староста пулнине çирĕплетекен удостоверени пачĕç, халь чăннипех те çынсене пухса калаçма, пĕр-пĕр ĕç йĕркелеме тивĕçĕм пур», – тет вăл.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости