Халăх пулăшсан кăна курăмлă

Хаçатра староста ĕçĕ-хĕлне çутатнă май чылай çынпа тĕл пулса калаçма тивет. Вĕсен кашнин хăйĕн пурнăçĕ, çапах та пурте тенĕ пекех хăйсен ялĕн шăпишĕн, тасалăхĕпе тирпейлĕхĕшĕн çунни курăнать. Анчах ял пуласлăхĕ пĕр çын тăрăшнипе кăна мала каяймасть, старостăсен ĕçĕ халăх пулăшса пырсан кăна курăмлă.

Ишлей тăрăхĕнчи Мамка ялĕнче староста тивĕçĕсене 2010 çултанпа Сергей Емелькин пурнăçласа пырать. Хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтсан вăл «Ман çинчен нимĕн те çырмалли çук, эпĕ нимех те туман», – тесе турткалашрĕ. Сăмах хыççăн сăмах – Мамка ялĕ еплерех пурăнни куç умне тухса тăчĕ.

«Ялти çынсенчен 10%-не активлă, хастар теме пулать. Вĕсем – шкулта вăй хуракансем, клуб ĕçченĕсем. Ыттисене обществăлла ĕçе явăçтарма йывăртарах. Юлашки çулсенче çурт-йĕр хăпартакан та пулмарĕ, ял Шупашкартан инçе мар пулсан та çамрăксем хулана тухса каяççĕ», – каласа пачĕ ял шăпишĕн пăшăрханакан Сергей Михайлович.

Пурăнакансем сахаллансах пыраççĕ пулсан та ялти хастарсем тăрăшнипе хăш-пĕр ĕç туса ирттереççĕ-ха. Нумай пулмасть спонсорсене явăçтарса ялта пурăнакансем клуб сценине пĕтĕмĕшле юсанă. Унта пушă вăхăта усăллă ирттерме теннис сĕтелĕ, бильярд пур. Кунтах ачасене валли тĕрлĕ кружок, çитĕннисене валли «Акăшпи» фольклор ансамблĕ ĕçлет. Сергей Михайлович та хăйĕн пурнăçне клубрах ирттерет темелле, кунта ачасене купăспа тата пианинăпа выляма вĕрентет.

Ытти ялсенчи пекех Мамка ялĕнче те татса паман ыйтусем пур, уйрăмах çÿп-çап ыйтăвĕ çивĕч тăрать. «Тирпейлĕх пултăр тенипе пурте килĕшеççĕ, анчах ĕçне тăваканнисем сахалрах. Ялта таса та тирпейлĕ тесе хальлĕхе калаймастăп», – хыпарларĕ ял старости. Вăл каланă тăрăх, ялта контейнерсем лартас ыйтăва татса паман. Хальлĕхе ялта пурăнакансем çунакан çÿп-çапа çунтараççĕ, ыттине çывăхри çырма-çатрана тултараççĕ.

Яка та такăр çулсемпе те мухтанма пултараймаççĕ мамкасем. Старостăна ĕненсен, кунта хытă сийлĕ çул кирлех. Çынсем шăтăк-путăксене строительство çÿп-çапĕпе тултарни, çулсем çине кирпĕч ванчăкĕсем туха-туха пăрахни çителĕксĕр.

«Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пани пĕлтерĕшлĕ, хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывне – тăван ялне – юратса ÿсчĕр. Ăна аталантарччăр, тирпейлĕхре тытчăр», – çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе пурăнать ял старости..

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости