Пирвайхи учительсенчен пĕри

1934 çулта Толик Хураскинче 500 ача вырнаçмалăх шкула туса пĕтерсен вĕрентекенсем çитменрен вĕсене çывăхри районсенчен чĕнсе илеççĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче шăпах çак шкулта 5-7-мĕш классенче вĕреннĕ эпĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ Акулина Васильевна пирĕн класс ертÿçиччĕ. Сăн ÿкерчĕкре вăл сулахайран 2-мĕшĕ.

Акулина Васильевна Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас Кĕстемĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл чăваш чĕлхипе кăна мар, ГТО предмечĕпе те вĕрентетчĕ, экзаменсем тыттаратчĕ, мĕншĕн тесен арçын-учительсене вăл вăхăтра пурне те вăрçа илсе кайнăччĕ.

Акулина Васильевна Толик Хураски каччинех, вăрçăран аманса таврăннă Николай Николаевича качча тухнă. Аслă лейтенант пулнăскер пĕр вăхăт çак шкултах военрукра ĕçленĕ, каярахпа ăна Сĕнтĕрвăрри çар коммиссариатне куçарнă. Анчах ĕмĕрĕ вăрăм килмен унăн, аварие лексе пурнăçран уйрăлнă. Вĕсен 1947 çулта кун çути курнă хĕрĕ амăшĕ пекех пединститут пĕтерсе учитель профессине алла илет, Çĕньялти вăтам шкулта вăй хурать. Галина Николаевна учительсен хушшинче шашкăлла выляса чемпион ятне тивĕçнĕ, РФ призерĕ пулнă. Каярахпа вăл Чăкăрти 8 çул вĕренмелли шкул директорĕнче пенсие тухичченех ĕçлет.

Сăн ÿкерчĕке 1944 çулта тунă. Ăна 10-мĕш класра вĕренекен ачасем экзамен тытнă чухне ÿкернĕ. Стенасем çине – противогаз, винтовка пайĕсем. Сăмахпа каласа экзамен тытсан противогаз тăхăнса чупмалла пулнă. Турникрен туртăнасси, вĕрен туртасси, вĕрлĕк пусма çине алă вĕççĕн хăпарасси, винтовкăран тĕл пересси – пĕтĕмпех экзамен шутне кĕнĕ. ГТО нормисене пурнăçласан I, II, III разрядлă значоксем панă. Винтовкăран персе нормативсене пурнăçласан та «Ворошиловский стрелок» значокпа чысланă. Ку ачасемшĕн чи хакли пулнă.

ЮРИЙ КИРИЛЛОВ, МЕРЕШПУÇ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости