Ĕç шыракан – ăна тупатех

— Юлашки вăхăтра интернетри хăш-пĕр кăларăм ĕçпе тивĕçтерессинче йывăрлăхсем пуррине пĕлтерет, республикăра пурăнакансен 40% ĕçсĕр имĕш. Ăçтан илнĕ кунашкал кăтартусене?

К. ВОРОБЬЕВ, Кÿкеç

Сергей ДИМИТРИЕВ, ЧР ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ:

– Кунашкал хыпарсем пирки илтнĕ, хисеплĕ кăларăмсем кун пек цифрăсем илсе кăтартни тĕлĕнтерет паллах. Вĕсем илсе кăтартакан даннăйсене эпир, Чăваш Енре те, Раççей Ĕç министерствинче те илтмен. Кунсăр пуçне тата экспертсем (вĕсем камсем пулни паллă мар) паракан комментарисем тĕрĕс фактсем çинче никĕсленмен. Çав вăхăтрах вĕсем Чăвашстат паракан официаллă кăтартусемпе усă курмаççĕ. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен вĕсен хыпарĕсене пĕтĕмпех хирĕçлеççĕ. Сăмахран, 2016 çулхи декабрь, кăçалхи январь, февраль уйăхĕсенче 15-72 çулсенчи ĕçлекен йыш, вăтамран, 627,6 пин çынпа танлашрĕ. Вĕсенчен 595,8 пинĕшĕ экономика сферинче ĕçленине пĕлтернĕ. Хăйсене эксперт текенсем мĕнле 40% пирки калаççĕ? Хăйсем те ăнлантарса параймаççĕ.

Юлашки кăтартусемпе паллаштарас пулсан вĕсем çапларах: 2017 çулхи январь уйăхĕнчи ĕçсĕрлĕх шайĕ республикăра 4,7% танлашрĕ, танлаштарма – федерацин Атăлçи округĕнче – 4,9%, Раççейре – 5,4%. Ĕçсĕрлĕхе регистрацилессипе Чăваш Ен Атăлçи тăрăхĕнче – 4-мĕш вырăнта. Ваканси сĕнекенсем ăна ыйтакансенчен ытларах, урăхла каласан ĕçлес кăмăллă çын Чăваш Енре ĕç тупатех. Вăтам шалу – 18 пин тенкĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости