2013-2017 çулсенче «Граждансене кивĕ тата авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси» республика программи районта ăнăçлă пурнăçланать. Патшалăх пулăшăвĕпе çынсем çĕнĕ хваттерсене пурăнма куçаççĕ.
Районта программăн 4-мĕш тапхăрне вĕçлемелле. Çакăн пирки Шупашкар район администрацийĕн çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефимов пĕлтерчĕ. Кăçал 49 çынна 17 хваттер памалла, çурт Кÿкеçри «Геологическая» урамра пулĕ. Подряд организацине палăртнă. Мартăн 14-мĕшĕ тĕлне никĕс янă, блоксем вырнаçтарнă, путвал вырăнне туса пĕтернипе пĕрех, çурта хăпартма пуçланă. Строительство ĕçĕсене августăн 15-мĕшĕччен вĕçлеме планланă. Муниципаллă контракт хакĕ – 14 млн 518 пин тенкĕ ытла, çав шутра патшалăх корпорацийĕнчен – 5 млн та 901 пин ытла, республика хыснинчен – 2 млн та 783 пин ытла, район бюджетĕнчен – 4 млн та 955 пин тенкĕ ытла. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, асăннă çуртра тата тепĕр хваттер тăлăх ача валли пулĕ. 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне çынсене çĕнĕ хваттерсене куçармалла. Асăннă вăхăта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнăччĕ. «2017 ҫул ҫынсене ишĕлекен ҫурт-йĕр фондĕнчен урăх вырăна пурăнма куçармалли программăпа тата тимлĕрех ĕçлеме хистет. Хальхи вăхăтра 9 пин те 570 çынна е куçарма палăртнисен 74 процентне урăх вырăна пурăнма куçарнă. Малта – чи кăткăс IV тапхăр. Чăваш Ен Строительство министерствине, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене палăртса калатăп – 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне программăна тулли калăпăшпа пурнăçламалла! Нимĕнле тÿрре тухма хăтланнине те шута илмĕç», – хытарсах каларĕ вăл.
Ишлейри пысăк вольтлă аппаратурăсен заводĕнче ĕçлекен Александр Степанов федераци программине хутшăнса патшалăх тĕревне туйнисенчен пĕри. Александр Леонидович 1993 çулта çемйипе Ишлейри «Космическая» урамри кивĕ çурта пурăнма куçнă. Пурăна киле вăл пушшех те юрăхсăра тухнă. Хваттерти икĕ пÿлĕме юнашар тăвас тесе кăмакана сÿтме тытăнсан пÿрт маччи çурăлнă. Çакăн хыççăн çумăр шывĕ анма тытăннă. Урай та юрăхсăра тухнă…
Çĕнĕ хваттере миçемĕш çулта куçрăр тесе ыйтсан кил хуçи арăмĕ (ятне-шывне хаçатра асăнасшăн пулмарĕ): «Савăннипе тÿрех аса та илейместĕп», – терĕ. Паспорт çинчи регистрацие пăхсан çеç çĕнĕ хваттер çăраççине 2014 çулхи апрель уйăхĕнче илнине аса илчĕ. Виççĕмĕш çул ĕнтĕ Александр Степанов мăшăрĕпе тата виçĕ ачипе Ишлейри «Спутник» урамри çĕнĕ çуртри 1-мĕш хутри хваттерте тĕпленнĕ. Пÿлĕмре ăшă, хăтлă, пĕр сăмахпа каласан пурăнма пур услови те пур. Балкон çинче вара кил хуçи арăмĕ тăварланă апат-çимĕçпе тултарнă банкăсем тытать, пахчана куçарса лартма калчасем те ÿстерет. Степановсем патшалăх вĕсене çакăн пек пулăшу панăшăн паянхи кун та тав сăмахĕ калаççĕ. «Пысăках мар ĕç укçи илекенсене харпăр хăй укçипе хваттер илме питĕ йывăр», – кăмăллă пулнине палăртаççĕ вĕсем. Кÿршĕллĕ пурăнакан Мария Майорова та çак программăпа çĕнĕ хваттерлĕ пулнă. «Виличчен те пулин çĕнĕ хваттерте пурăнса курасчĕ тесе ĕмĕтленеттĕм. Кăмăлăм тулчĕ», – тет пĕччен пурăнакан хĕрарăм.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА