Иккасси еннелле каякан «Кÿкеç» чарăну çумĕнчи çул хĕррипе çÿп-çап куписем таçтан айккинчен курăнса выртаççĕ. Хĕлĕпех унта поселок урамĕсенчи юра килсе тăкнă. Пĕрлех – строительство çÿп-çапĕ те, йывăç-турат та. Çÿп-çап купи ÿсех пынишĕн вырăнти çынсем те айăплă: хайхи шăпах вĕсен пахча хыçĕсем вĕçленнĕ вырăнтанах пуçланать-çке! Кĕркунне, хĕлĕпе кăлара-кăлара тăкнă çÿп-çап юр кайса пĕтсен те симĕс курăка йăл илме май памĕ. «Те свалка вырăнне хурса – иртен-каянта çÿп-çапа çул хĕррине çăмăл машинăран пере-пере хăварнине хам та пĕрре мар куртăм. ГАЗельпех пырса тăкакансем те темĕн чухлех. Каплах пулсан Иккасси çул айккине свалкăна çавăрасси те инçе мар!», – чун ыратăвне пĕлтерет пирĕн кулленхи вулакан Николай Андреев. Купа – çак çул çинчи «Кÿкеç» автобус чарăнăвĕнче те. Кунти урна тулса тăкăнать. Унта кĕреймен çÿп-çап вара пĕр кĕтесре йăваланать. «Çулла пулсан çĕлен йăва çавăрĕччĕ. Вăл çапăсен çывăхне те пырать», – тарăхăвне пытармасть автобус кĕтекен Мария Никандрова. Тепĕр тесен çак тирпейсĕрлĕхе сарма вĕсем пек чунлă этем кăна пултарĕ.
Хальлĕхе çÿп-çап каллех юрпа хупланчĕ тейĕпĕр. Анчах та хĕвел хĕртсе пăхма тытăнтăр кăна-ха – çул айккинче каллех çурхи «чечексем» шăта-шăта тухаççĕ. Анчах та çеçпĕл мар ку. Тасамарлăхран хăçан хăтăлма палăртаççĕ? Тирпейлĕç-ши çак территорие? Эпир Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕпе Владимир Вершининпа çыхăнтăмăр. Вăл сапаланса выртакан йăлари хытă каяша пуçтарас ĕçе çĕр типсенех пуçăнма сăмах пачĕ.