«Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проекта малалла тăсса журналистсем Лапсар ял тăрăхĕнче пулчĕç.
Шупашкар хулинчен инçех мар вырнаçни Лапсар ял тăрăх территорийĕнче пурăнакансемшĕн хăйне майлă усăллă та – шыв пăрăхĕсене хула сетĕнчен сыпăнтарма май пур, кунта пурăнакансене ĕç вырăнĕ тупма çăмăлрах. Тепĕр енчен пăхсан вара…
«Укçа тÿлесшĕн мар…»
Чи малтанах ялсенчи капмар та пысăк çуртсем куç умне пулчĕç – чылайăшĕ 2 хутлă, йĕри-тавра çÿллĕ карта тытса çавăрнăскерсем. Çурт-хуралтăсене курсан ял тăрăх администраци бюджечĕ те пуян пулмалла пек туйăнать, ара, харпăрлăхшăн тÿлекен налук унта кĕрет-çке. Анчах чăрмав çук мар, кунти çурт хуçисенчен чылайăшĕ налук тÿлес мар тесе хăйсен харпăрлăхне регистрацилеме васкамасть. «Тĕслĕхрен, Çатракасси ялĕнче кăна 439 çĕр лаптăкĕ шутланса тăрать, вĕсенчен 350-шĕ çинче çурт хăпартса хăтланă. Калăпăр, 320 çуртĕнче пурăнаççĕ пулсан, регистрациленисем вара 150-на яхăн кăна», – пĕлтерчĕ Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ Дмитрий Захаров. Çурт хуçисем хăйсен харпăрлăхне регистрацилеме васкаманни вырăнти администраци бюджетне витĕм кÿнисĕр пуçне ытти ĕçсенче те ура хурать.
Çак сăлтавах каяшсене турттарса тухма укçа-тенкĕ пухас ĕçре те чăрмав кăларса тăратать. Дмитрий Иванович ял тăрăх пуçлăхне ларсанах кашни ялта контейнерсем вырнаçтарса тухнă. Халăхран укçа-тенкĕ пухма хĕн пулнăран вĕсене каялла пуçтарса илнĕ. Ялсем тăрăх çÿренĕ вăхăтра тĕл пулнă çынсемпе сăмахланă май, вĕсем çак ыйтăва мĕнле йышăннине пĕлме тăрăшрăмăр. Хĕрлĕçырти Елена (хушаматне кăтартма килĕшмерĕ) çапла каларĕ: «Чи малтанах контейнерсем лартрĕç, кайран пуçтарса илчĕç. Çынсем укçа тÿлесшĕн мар терĕç. Эпĕ контейнер ларттарасшăн, манпа пĕр шухăшлисем чылай. Çÿп-çапа çырмана кайса пăрахма питĕ намăс. Анне çÿреймест, выртса тăрать. Памперссене килте тытса усраймастăп ĕнтĕ…» – тÿрре тухма хăтланчĕ вăл.
Кĕпершĕн савăнаççĕ
Ойкассинче – çырма икке уйăракан ялта – вырăнти ял администраци тăрăшнипе вăрăм та илемлĕ кĕпер туса лартнă. Паян кун та унпа мухтанаççĕ çак ялта пурăнакансем. Анчах кĕпер çывăхĕнче – çÿп-çаппа тултарнă тарăн çырма. «Ялти каяшсене ăçта ăсататăр?» – тесе ыйтсан, çак ялта пурăнакан хĕрарăм çапла хуравларĕ: «Çÿп-çапа çырмана пăрахатпăр, вырăнти администраци тăпрапа хуплать». Контейнер кирлĕлĕхĕ пирки сăмах хускатсан пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. «Лартмалла, укçа тÿлеме хирĕç мар», – терĕ вăл. «Çÿп-çап илсе тухнăшăн уйăхне кашни çынран 25 тенкĕ пухасси пирки пухура пĕлтернĕччĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пĕр пайĕ «килте çунтаратăп» тесе, тепĕр пайĕ «ман çÿп-çап çук» тесе укçа тÿлесшĕн пулмарĕç. Ял территорийĕнче пурăнакансен вăтамран 10% кăна тÿрĕ кăмăллă пулни курăнчĕ. Çак сăлтавпах контейнерсене каялла пуçтарса илтĕмĕр те. Лапсарта тата Çатракассинче кăна çÿп-çапа тиесе тухасси йĕркеленнĕ, кунта таса та тирпейлĕ», – хыпарларĕ ял тăрăх пуçлăхĕ.
Çулла Шупашкар район прокуратури Хĕрлĕçыр тата Çатракасси ялĕнчи санкцилемен свалкăсемшĕн пуçлăха административлă явап тыттарма шухăшланăччĕ. Суд сентябрь уйăхĕччен çак çÿп-çап куписене пĕтермелли пирки йышăну кăларнă. «Çÿп-çап куписене кашни çулах хуплатпăр. Пĕр пысăк свалкăна пĕтерме 100 пин тенкĕ кирлĕ. Шел, тепĕр çул каллех çакăн евĕр ÿкерчĕк куç умне тухать…», – терĕ Дмитрий Иванович. Кашни ялта пĕр свалка тĕп тусан та, ял тăрăх бюджечĕ миçе пин тенкĕлĕх чакни ĕнсене хыçтаратех. Ойкассинче, Хĕрлĕçырта, Çĕньялта, Карачурара тĕл пулса калаçнă çынсем пурте контейнерсем кирлине çирĕплетрĕç, çырма-çатрасене каяшсемпе тултарнипе малалла кайма çуккине ăнланаççĕ. Тен, ял тăрăх пуçлăхĕн çынсемпе çак ыйтăва тепре сÿтсе явмалла? Кунта пурăнакансене тепĕр шанăç памалла?
Ĕçне кура хисепĕ
Ойкасси ялĕнче пурăнакансене ял çывăхĕнче пĕр предпринимателĕн йывăр тиевлĕ автомашина стоянки шухăшлаттарать. Вырăнти çул унччен те яках пулман, халĕ йывăр тиевлĕ машинăсене пула татах та ытларах арканса пырать. «Çул район балансĕнче, 2015 çулта ăна пĕтĕмĕшле юсама район бюджетĕнче укçа-тенкĕ пăхса хунă. 4,2 метр таран сарма палăртнă», – пĕлтерчĕ Дмитрий Захаров. Çакăн пекех ялта пурăнакансем пуçлăха «Октябрьская» урамра хытă сийлĕ çул сарса пама ыйтрĕç.
Лапсар ял тăрăхĕнчи ялсене пырса кĕрсен тĕрлĕ тĕспе сăрланă ача-пăча вăйă площадкисем куçа илĕртсе лараççĕ. Пысăкрах ялсенче 2-шер те пур иккен вĕсем. «Хам ĕçлеме тытăннăранпа пурĕ 8-9 ача-пăча вăйă площадки вырнаçтартăмăр, тепĕр çул тата 4-5 площадка йĕркелесшĕн, пĕчĕкрех ялсенче те пултăр», – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Дмитрий Захаров.
Лапсар ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен пуçлăхĕн ĕçĕпе кăмăллă. «Вăл пуçлăх ятне илтнĕренпе нумай ĕç пурнăçларĕ. Çамрăк пулин те – тăрăшать», – теççĕ ун пирки кунта пурăнакансем. Ахальтен мар пуль Лапсар ял тăрăхĕ райадминистраци ял тăрăхĕсен хушшинче ирттерекен хаклавра 2-мĕш вырăна тухса 3 млн тенкĕ укçана çĕнсе илнĕ.
Димитрий Захаров, Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Чăннипе те, санкцилемен свалкăсен ыйтăвĕ пирĕн ял тăрăхĕнче чи çивĕч ыйтусенчен пĕри. Кăçал кăна 6-7 свалка тĕп турăмăр. Çырма-çатрари çÿп-çапа тасатса кăларма, çав вырăнсене тăпрапа хуплама вырăнти бюджетран укçа-тенкĕ самаях тăккалама лекет. Хăш чух пĕр-пĕр организаци тÿлевсĕрех (пĕр-пĕр котлован чавнă чухне) тăпра килсе тăкать. Çынсем хăйсем тирпейлĕрех, тасарах пурăнма вĕренсен аван пулмалла.
Çатракассинче талăкĕпех çутă тăракан хоккей коробки тата спорт тренажерĕсем вырнаçтартăмăр. Карачура ялĕсĕр пуçне, пур ялта та диодлă тата автоматикăпа ĕçлекен çутă ламписем пур.
1,5 млн-лăх тасатмалли сооруженисенче пĕтĕмĕшле юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Ассакасси ялĕнче 2 км тăршшĕ вак чул сартăмăр. Пысăк ĕçсен шутне Лапсар ялĕнчи «Луговая» урамри 35 çурта çутçанталăк газне çитернине кĕртес килет.
Çатракасси ялĕнче пуласлăхра питĕ пысăк ĕç пурнăçа кĕртме палăртатпăр. Кунта «Таса шыв» федераци программипе 14 км канализаци тата 14 км тăршшĕ шыв пăрăхĕсем хывасшăн. Хальлĕхе черетре тăратпăр, 2015 çулта ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр. Кивĕ тата Çĕнĕ Çатракасси ялĕсенчи çуртсенче тата нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси — чи пĕлтерĕшлĕ тĕллев. Ăна пурнăçа кĕртме 73 млн тенкĕ кирлĕ, проект хакĕн 3% хамăрăн саплаштармалла. Ăна валли шăпах райадминистрацин ял тăрăхĕсен хушшинчи хаклавĕнче çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕне тăкаклама палăртатпăр та. Ытти – республика тата федераци бюджечĕсенчен.
Ĕçлеме тытăннăранпа Карачурари 10 çуртран 6-шне индивидуаллă майпа ăшăтса тăмалли меслет çине куçарнă, тепĕр 4 çурт юлнă. Пуласлăхра вĕсене те çак меслет çине куçарма тĕллевленĕ.
Хаклав
Георгий Егоров, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ:
– Юлашки çулсенче Лапсар ял тăрăхĕнче тирпей-илем кĕртессипе тата хытă сийлĕ çулсене сарассипе пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртмалла. Ял тăрăх бюджечĕ пуянланать, кунта çĕр лаптăкĕсен хакĕсен витĕмĕ те пур паллах. Пуласлăхра çулсене йĕркене кĕртсе пĕтерме (хытă сийлĕ тума) тĕллевлемелле. Лапсар ял тăрăх пуçлăхĕ нумай хваттерлĕ çуртсене индивидуаллă майпа ăшăтса тăрасси çине куçарассипе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕ. Пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шутне ача садĕнче хушма ушкăн уçнине те палăртмалла.
Татса памалли пĕлтерĕшлĕ ыйту – Карачура шкулĕ пирки. Эпĕ куракан тепĕр ыйту экологипе çыхăннă. Санкцилемен свалкăсем, каяш куписем пур – кунта ял тăрăх территорийĕ хула çывăхĕнче вырнаçни, канма килекенсем хăйсем хыççăн çÿп-çап пăрахса хăварни витĕм кÿрет.
Енчен те Лапсар ял тăрăх территорийĕнчи çурт хуçисем хăйсен харпăрлăхне регистрацилесе налуксем тÿлесе тăнă пулсан вырăнти бюджет тата пуянрах пулĕччĕ, ял тăрăх администрацийĕ тата пĕлтерĕшлĕрех ĕçсене пурнăçлама пултарĕччĕ.