Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр

пулнине республикăри яшсемпе хĕрсем кăтартусемпе çирĕплетрĕç

ГТО нормисене пурнăçласси çамрăксен хушшинче вăй илсех пырать. Июнĕн 15-мĕшĕнче Кÿкеçри стадионра республикăри III ГТО фестивалĕн II тапхăрĕ – финалĕ – иртрĕ. Унта ГТО нормативĕсен дисциплинисене çул ÿсĕмне кура йĕркеленĕ 11 картлашкаран 3-мĕш (11-12 çултисем) тата 4-мĕш (13-15 çултисем) картлашкана кĕрекен хĕрсемпе каччăсем хутшăнаççĕ.

Спорт уявĕн официаллă пайне ЧР физкультура тата спорт министрĕ Сергей Шелтуков, ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, РФ ДОСААФĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Сергей Матвеев, XXVIII Олимп вăййисен хăвăрт утассипе кĕмĕл призерĕ, тĕнче чемпионĕ Олимпиада Иванова, Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Сергей Ванюшкин хутшăнчĕç. Сергей Сильвесторович çамрăксене спортра ăнăçу суннă май, ГТО фестивальне республикăри чи вăйлă, муниципалитетсенче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, командăсем хутшăннине палăртрĕ. Финалта мала тухнă командăна пысăк приз – сывлăха çирĕплетмелли «Артек» лагере путевка – кĕтет. Республикăри чи лайăх команда Хура тинĕс хĕрринче Чăваш Ен чысне хÿтĕлĕ. Çавăнпа пĕрлех канса та килĕ. «ГТО нормисене паракансен йышĕ республикăра ÿссе кăна пырать. Кăçал 5 пин ытла çын пĕтĕм Раççейри комплекса хутшăнса палăрнă», – терĕ министр. Малашне те ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррисен шучĕ ÿссе кăна пырасса шаннине пĕлтерчĕ вăл. Юрий Николаевич конкуренцире ăмăрту вăй-хăватне туйса кăна вăйлă пулма пултарнине палăртрĕ, çамрăксене Олимпиада Иванова пек спортра çитĕнÿсем тума сĕнчĕ. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пушă вăхăчĕ сахал пулнине пăхмасăрах эрнере 2-3 хут хоккейла вылять, велосипедпа, лыжероллерсемпе ярăнать», – терĕ вăл.

Официаллă пая хутшăннă ытти сумлă хăна та шкул ачисене ăнăçу суннă май Раççейре ГТО нормисене парасси каялла таврăнни çынсен, уйрăмах çамрăксен, ÿт-пÿ çирĕплĕхне аталантарма тата вĕсен сывлăхне тивĕçлĕ шайра тытса пыма пулăшнине палăртрĕç. ГТО нормисене панă кăтартусем 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш картлашкари каччăсемпе хĕрсене «ылтăн» паллăсене парса чысларĕç. Паллăна çамрăк спортсменсем ГТО комплексĕн Чăваш Республикинчи официаллă посолĕн Олимпиада Иванован аллинчен илме тивĕç пулчĕç. Вĕсен хушшинче Шупашкар районĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасем те пулчĕç. Акă Богдан Михайлов 11-12 çултисен хушшинче хăйĕн вăйне тĕрĕслет. «Чи малтанах эпĕ çăмăл атлектикăна кĕрсе каясси пирки шухăшламан та. Ирĕклĕ кĕрешÿ мелĕпе, бокспа туслă», – тет вăл. Шупашкар район чысне хÿтĕлекен Елена Спиридова Тренккасси шкулĕнче вĕренет. Вăл чупассипе палăрса тăрать. Рената Чайникова вара шывра пулă пекех ишет тесен те йăнăш пулмĕ. Паян вăл бассейнра 50 м дистанцие 30,95 секунтра ишсе тухса (3-мĕш картлашка) 100 очко çĕнсе илчĕ. 6 çултах ишме вĕреннĕ хĕрача. Кунне 1-2 хут тренировкăсене çÿрет вăл. Республикăри ăмăртусенче ăна час-часах курма пулать. Крольпе (хырăм çинче выртса кĕлеткен сулахай тата сылтăм енĕсене пĕр-пĕринпе ылмашăнса авăсăм туни) ишме ăста. Баттерфляй мелĕпе ишесси чи йывăрри уншăн, кунта пĕтĕм кĕлеткене шыв çийĕпе тытса пыма тивет.

Çак кун яшсемпе хĕрсем пневматика винтовкинчен печĕç, пĕчĕк мечĕк ывăтрĕç, ишессипе, турник çинче туртăнассипе, отжимани тăвассипе, вырăнта тăрса тайăнассипе ăмăртрĕç. Июнĕн 16-мĕшĕнче вара 60 м чупассинче, вырăнтан тăршшĕне сикессинче, выртса кĕлеткене çĕклессинче, 1500 м, 2000 м дистанцие чупассинче хăйсен вăйне тĕрĕслĕç. Шупашкар район чысне Данил Илюхин, Богдан Миронов, Никита Никитин, Павел Антонов, Рената Чайникова, Мария Никонорова, Елена Спиридонова, Алина Пушкова хÿтĕлерĕç. Кÿкеçри «Улăп» спортпа сывлăх центрĕн директорĕн массăллă спорт енĕпе тимлекен çумĕ, финалта ГТО нормативĕсене йышăнакан тĕп судья пулăшуçи Павел Цветков хутшăнма тивĕçлисем татах та пуррине палăртрĕ. Сăмахран, 11-12 çултисен хушшинче паян тесен паян район чысне тата 16 хĕрпе каччă хÿтĕлеме пултараççĕ. Вĕсене районти шкул ачисен спартакиадинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнисен хушшинче суйланă.

Республикăри III ГТО фестивалĕн II тапхăрне пурĕ 11 команда, кашни командăра 4 хĕрпе 4 каччă, хутшăнать. Спортăн кашни тĕсĕнче хăйĕн йĕрки. Акă, сăмахран, отжимани тунă чухне кăкăрпа ятарлă станока перĕнмелле, çак вăхăтра çурăм тÿрĕ пулмалла, урасене çĕртен çĕклемелле мар, каялла хăпарнă чухне те çурăм çинче «хумсем» курăнмалла мар. «Çурăм кăранташ пек тÿп-тÿрĕ пулмалла», – тет Павел Цветков. 3 минутра хĕрсен май килнĕ таран нумайрах отжимани тумалла. Спортăн ытти тĕсĕнче те нумайрах очко пухас тесе хĕрсемпе каччăсем шăл çыртса, хăш чухне юлашки вăйне пухса ăмăртрĕç. Çак икĕ кунра панă нормативсен кăтартăвĕсене пĕтĕм Раççейри ГТО таблици тăрăх балсене куçараççĕ, вĕсене пĕтĕмлетсе чи вăйлисене палăртаççĕ. Матуррисенчен маттуррисем ГТО нормисене пурнăçлас енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнче Ялтăра тупăшĕç.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости