Килсĕр йытă усалланать

«Йытă – çыннăн тусĕ», – тенине эпир пурте илтнĕ. Анчăкĕ хуçине нихăçан та сутмасть пулсан, этем вара чĕлхесĕр янаварне пăрахни сахал мар тĕл пулать. Никама кирлĕ мар пулса вĕсем кашкăр кĕтĕвĕ пек çимелли шыраса çÿп-çап куписем патĕнчен хăпмаççĕ. Хăш-чухне хырăм выççи килсĕр, усалланнă йытăсене çын кил-çурчĕ çывăхнех çитерет.

Июнĕн 16-мĕшĕнчен 17-мĕшне куçнă каç урам йыттисем Кăшавăш ял тăрăхĕнчи Мемеш ялĕнчи Аксендаровсен хуçалăхне пырса кĕнĕ. Уйăх çутипе анчăксем анкартинче алхаснă кăна. Пахчари чăх, кăвакал, хур, кăркка читлĕхĕсене çавăра-çавăра пенĕ, кайăк-кĕшĕке тулланă. 70 яхăн тĕрлĕ ăратлă кăркка, чăх, хур чĕпписене çыртса-кăшласа вĕлернĕ.

«Ирпе тăрса картише тухрăм. Унта виçĕ чĕп утса çÿренине куртăм. «Вĕсем читлĕхрен мĕнле тухма пултарнă-ха?» – тесе тĕлĕнтĕм те анкартинелле утрăм», – тет Екатерина Аксендарова. Хайхисем йытăн усал çăварне лекеймен кайăк-кĕшĕк пулни пирки шухăшлама та пултарайман вăл. Пахчана тухсан вара ун куçĕ умне хăрушла сăн ÿкерчĕк тухса тăнă: унта та кунта кайăк-кĕшĕк виллисем, çаврăнса ÿкнĕ читлĕхсем, чĕп тĕкĕсем выртнă… Кил хуçи арăмĕ тĕлĕннипе ним тума аптăранă. Чи малтанах сăтăрçă пăсара текен шухăш çуралнă унăн. Пăсара кил таврашĕнче хур-кăвакал, чăх чĕпписене тапăнса сиен кÿни те сахал мар тĕл пулать-çке. Анчах çак пысăках мар чĕр чун читлĕхсене çавăрса пăрахаять-и вара? Тимĕртен тунă йывăр читлĕх кăна вырăнтах. Çак усал ĕçе йытăсем туни пирки иккĕленме май çук. Вĕсем анкартинчи сетка айĕпе чавса пахчана кĕнĕ. Çав вырăнта йытă çăмĕсем çакланса юлни те çирĕплетет кăна. Пире «преступлени» (чăнах мар-и?) вырăнĕсене кăтартнă май тайăлнă сетка урлă та сиксе каçма пултарни çинчен калать кил хуçи арăмĕ.

Чĕрĕ юлнă чĕпсен хушшинче суранланнисем те пур. «Акă, пăхăр, çыртнă йĕр», – кăтартать Екатерина икĕ уйăхри кăвакалăн çунатти айĕнчи суранне. Хăш-пĕр чĕпĕ картиш çумĕнчи туратсен хушшинче пытанса чĕрĕ юлнă. «Выльăх-чĕрлĕхшĕн кулянмастăп эпĕ, ăна тата та ÿстерме пулать», – тет хĕрарăм йытăсем çынна та тапăнма пултарнишĕн пăшăрханса. Ялта ачасем урамрах чупса-выляса çÿреççĕ-çке. Аслисем вара яланах вĕсемпе юнашар пулаймаççĕ. Çынсем йытăсене яла кĕнĕ çĕрти хурăнлăхра тăнине пĕрре мар курни çинчен ĕнентереççĕ, вĕсене телефон çине те ÿкерсе илнĕ. Çак çулпа ачасем шкула утаççĕ иккен. Иртнĕ çул хуçасăр сакăр! йытă ял çумĕнче пăшие хăваланине курнă, кăçал вара виçĕ çăмламаскер сехре хăпартса тăрать.

Кунти çынсем хуçасăр йытăсенчен пĕрремĕш çул кăна мар шар кураççĕ иккен. Кăçал акă кÿршĕсен пĕви хĕррине кайнă хурсем те тарса ÿкеймен. Йытăсем пысăк хурсене çыртнă пулин те кайăк-кĕшĕк чĕрĕ юлнă, чĕпписем вара вĕсен çивĕч шăлĕсенчен çăлăнайман. «Çу кунĕсенче ачасем çырмасене çырлана кайма пуçлĕç. Вĕсене унта яма та шикленмелле», – тет виçĕ ача амăшĕ. Нумай ачаллă çемье хăйсене ашпа тивĕçтерес тесе тĕрлĕ ăратлă чĕпсене пĕтĕм республикипех пуçтарнă, çăмартисене туянса инкубаторта кăларнă. Халĕ Аксендаровсем чĕрĕ юлнă чĕпсене каçпа çĕр каçма çурта илсе кĕреççĕ – урăхла май çук-мĕн.

Йытăсем анкартие кĕрсе кайăк-кĕшĕке тапăнни çинчен çийĕнчех полицие пĕлтернĕ, вĕсем Кăшавăш ял тăрăх пуçлăхĕ патне çак ыйтупа çырупа тухнă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Сергей Мульдияров килсĕр йытăсене сиенсĕрлетес енĕпе тата вĕсене вăхăтлăх тытмалли пунктра усрассипе ĕçлекен тĕп хулари «Забота» ООО специалисчĕсем çывăх вăхăтрах çитесси пирки ăнлантарчĕ. «Йытăсене тытса стерилизацилеççĕ, прививкăсем тăваççĕ, çакна çирĕплетекен мăйкăча тăхăнтартаççĕ. Икĕ эрнерен хуçисем тупăнмасан вĕсене тытнă вырăна каялла килсе яраççĕ имĕш. РФ законодательствипе килĕшÿллĕн чĕр чунсене сиен кÿме юрамасть», – тет ял тăрăх пуçлăхĕ.

2017 çулта районти ялсен урамĕсенче хуçасăр 67 йытта тата 15 кушака тытнă. Кăçалхи çур çулта ирĕккĕн çÿрекен 83 йытта тата 15 кушака ветеринари утилизаци заводне ăсатнă – пĕлтереççĕ Шупашкар районĕнчи выльăх чир-чĕрĕсемпе кĕрешекен станцирен. Урамри хуçасăр йытăсене тытас тата усрас ĕçпе ятарлă организацисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. «Чи малтанах чĕр чунсемшĕн çынсем хăйсем яваплă. Йытăсене пăхса усрассине, вĕсем ĕрчессине тĕрĕслесе пăхса тăрасси вĕсен тивĕçĕ», – ăнлантарать ЧР патшалăх ветеринари службин планлас, туянас тата йĕркелÿ ĕçĕ-хĕлĕн секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Дмитрий Илларионов.

Сергей Ефремов,

Шупашкар районĕн выльăх чир-чĕрĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ:

– Вилнĕ кайăк-кĕшĕк, чĕр чун кĕлеткисене хăв ирĕкпе пытарма е çÿп-çап купи çине кайса пеме юрамасть. Йĕркене пăснăшăн РФ КоАПĕн 10.8 статйин (3-мĕш пай) явап тытма тивет. Ахаль çынсемшĕн штраф виçи 4-5 пин тенкĕпе танлашать, должнăçри çынсемшĕн – 20-40 пин тенкĕпе, предпринимательсемшĕн – 40-50 пин тенкĕпе е ĕçĕ-хĕле 90 талăклăха административлă йĕркепе чарса лартма пултараççĕ. Чи пысăк штраф санкцийĕсем юридици сăпачĕсене пырса тивеççĕ. Асăннă статьяна пăснăшăн вĕсене 500-700 пин тенкĕлĕх штрафлама пултараççĕ е ĕçĕ-хĕлне административлă йĕркепе чарса лартаççĕ. Кайăк-кĕшĕк, чĕр чун виллисене ветстанцие (Кÿкеç поселокĕ, Шоршелская урам, 12-мĕш çурт) илсе пымалла. Эпир вĕсене контейнерсене хурса ятарлă машинăсемпе Çĕрпÿри ветеринари утилизаци заводне ăсататпăр.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости