Коррупци, куç пăвса кăмăла çавăрнă пекех, пуçлăх пуканне йышăнакан кашни çыннах тĕрĕслет: конвертра укçа тăсса панине хирĕç тăрайĕ-и вăл, ку – унăн шалти туйăмĕнчен, вăл çак тÿнтерлĕхе мĕнле йышăннинчен кăна килет.
Куç хупса ирттермеççĕ
Службăри ултав, взятка илни тата коммерцие сутăнни, должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курни, служба вырăнĕнчи укçана вăрласа е тăкакласа пĕтерни тата çын хăйĕн должнăçри ĕç-хĕлне саккунсăр майпа пурнăçлани – коррупцие хирĕçле законпа килĕшÿллĕн çакăншăн пĕтĕмпех яваплăх пăхнă. 2011-2015 çулсенче республикăра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 85 ĕçченне, çав шутра муниципалитет йĕркеленĕвĕсен 33 пуçлăхне, уголовлă майпа суд умне тăратнă. Пĕлтĕр коррупци сĕмĕллĕ преступленисемпе 241 уголовлă ĕç пуçарнă, судсене 95 уголовлă ĕç (2015 çулта – 91) ярса панă.
2017 çулхи 5 уйăхра йышăннă мерăсем хыççăн Шупашкар район прокуратури район территорийĕнче коррупци сĕмĕллĕ 8 преступление тупса палăртнă. Йĕркене пăснă тĕслĕхсен ытларах пайĕ организацисем (учрежденисем) 2008 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă 273-мĕш номерлĕ федераци законĕн 13.3 статйине, «Коррупципе кĕрешесси çинчен» закона пурнăçламаннипе çыхăннă. Организацисен коррупцие хирĕç тăма тĕрлĕ мера йышăнмалли пирки çак документра асăрхаттарнă. Тĕрĕслевсем «Гофрокороб» ООО, «Сталта» ООО, «АМН-Групп» ООО, «Дорисс-Скан» ООО, «Пинега-М» ООО ку енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнманнине тупса палăртнă. Асăннă организацисенче коррупцилле йĕркене пăсассине асăрхаттарассишĕн яваплă пайсене тата должноçри çынсене палăртман, ку енĕпе вĕрентÿ мероприятисем те ирттермен, коррупци сĕмлĕ преступленисем тума пултаракан организацисене ĕç-хĕл сферине кăтартма хаклавсем йĕркелеменни те закона пăсни шутланать.
Амнисти çеç çăлса хăварнă
2017 çулхи 5 уйăхра район прокуратури закона пăснă 15 тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене пĕтерес тесе 10 представлени тăратнă (должнăçри 4 çынна дисциплина енĕпе явап тыттарнă), судсене 4 иск заявленийĕ ярса панă. 189 нормăпа право актне тата вĕсен проектне коррупци сĕмне асăрхас тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 49-шĕнче шăпах çакăн пек самантсене тупса палăртнă. Малтан тишкерÿ ирттерекен органсене ярса панă прокурор тĕрĕслевĕсен материалĕсем тăрăх вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи должнăçри çынсен тĕлĕшĕпе виçĕ уголовлă ĕç пуçарнă.
Акă, Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти следстви уйрăмĕ прокурор тĕрĕслевĕ хыççăн Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн экс-пуçлăхĕ тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна должнăçри полномочисемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнăшăн РФ УКĕн 285-мĕш статйипе (2-мĕш пункт) айăпланă.
Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн ĕнерхи пуçлăхĕ 2000 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Çĕктерти çĕр лаптăкĕсене уйăрса çынсене харпăрлăха парасси çинчен постановление пăсса суя хут çырса панă. Çак преступление тунăшăн суд экс-пуçлăха условнăй майпа икĕ çуллăха ирĕксĕр хăварнă. Раççей Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн 2015 çулти апрелĕн 24-мĕшĕнчи «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнипе амнисти çинчен пĕлтерни» 6575-6 номерлĕ йышăну çеç ăна айăплавран хăтарнă.
Пуçлăх пуканĕ çинче кăна мар
Коррупцишĕн патшалăх е вырăнти хăй тытăмлăх органĕн должнăçри çыннисем кăна мар, влаçпа пачах та çыхăнман çынсем те явап тытаççĕ. Урăхла каласан взятка илекенни кăна мар, ăна параканни те саккун урлă утса каçать. Çакăншăн чи пысăк айăплав 15 çуллăха ирĕксĕр хăварса взятка сумминчен 70 хут ытларах виçеллĕ штраф панипе танлашать.
Коррупцие çĕнтерме май пур-и? Май пур, анчах та коррупциллĕ хутшăнусене кĕресрен кашни çын сыхлансан кăна. Енчен те сирĕнтен взятка илме е коррупциллĕ ытти преступление тума пусахласан тăхтамасăр Республика прокуратурине 39-20-66 телефон номерĕпе пĕлтермелле, РФ ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмне – 24-18-03 (02), РФ Следстви комитечĕн ЧР Следстви управленине – 580-582, федерацин хăрушсăрлăх службин республикăри управленине –62-33-11, 62-15-00, Шупашкар районĕн прокуратурине – 2-13-32.
Полици сотрудникĕн ĕçĕ-хĕлĕнче унăн усал тĕллевне сиссен те республика прокуратури «коррупцие хирĕç «хĕрÿ» линие» 39-20-66 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлтерме сĕнет, РФ ШĔМĕн ЧР оперативлă шырав пайне – 24-07-07. Сăмахпа каласа тата çырнă заявленисене йĕрке хуралĕн органĕсем преступление ăçта тата хăçан тунине пăхмасăр талăкĕпех йышăнаççĕ.
Сăмах май
2016 çулта Шупашкар районĕнче коррупципе çыхăннă 15 преступление (2015 çулта – 22) шута илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ муниципалитет харпăрлăхне саккуна пăсса усă курнипе çыхăннă. Çапла Вăрман-Çĕктер, Çĕнъял, Лапсар, Сарапакасси ял тăрăхĕсен унчченхи пуçлăхĕсем çĕр лаптăкĕсене уйăрса пани пирки калакан йышăнусенчи суя выпискăсем тăрăх çынсем çĕр харпăрлăхĕн прависене регистрацилесе бюджета 3,1 млн тенкĕлĕх шар кÿнĕ, 775 пин тенкĕ укçана хăй ирĕкĕпе тавăрса панă. Иртнĕ çул взятка илнĕ икĕ тĕслĕхе тупса палăртнă (2015 çулта – 5).
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА