Кашта çине хăпарса, кире пуканĕ йăтса…

Янăшри Акатуй уçланки иртнĕ шăмат кун спортпа туслисене те пĕр çĕре пухрĕ. Спортпа массăллă мероприятисем кунта 12 тĕспе иртрĕç.

Кире пуканĕ йăтассинче арçынсем икĕ виçе категорийĕнче – 75 килограмран сахалрах туртакансем тата 75 килограмран нумайрах таякансем – 24 кг таякан кире пуканне 5 минутра май килнĕ таран нумайрах çĕклесе очко пухассишĕн тупăшрĕç. Хăйсен пиçĕлĕхĕпе вăйне кире пуканĕ йăтса тĕрĕслес текенсем хĕрсен хушшинче те пулчĕç. Вĕсен 16 кг таякан кире пуканне алла тытма тиврĕ. Кÿкеçри Ирина Серапионова чи чăтăмли пулчĕ. Арçынсен хушшинче 1-мĕш вырăнсене Çĕнĕ Шупашкарти Анатолий Николаев (75 кг таран виçе категорийĕнче) тата Кÿкеçри Анатолий Кузьмин (75 кг ытларах) пайларĕç. Анатолий Кузьмин кире пуканне 111 хут сулласа çĕклерĕ. Ку спорт тĕсне çамрăклах килĕштернĕ вăл. «Ятарласа кире пуканĕ йăтмастăп, кăмăл пулсан çĕклесе илетĕп. Майăн 9-мĕшĕнче 115 хут йăтнăччĕ. Паян ытти ăмăртăва та хутшăнасшăн, çавăнпа вăя кăшт перекетлерĕм», – тет вăл. Пĕлтĕр вăл ветерансен хушшинче кире пуканĕ йăтассипе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи ăмăртура çĕнтернĕ.

Кире пуканне йăтакансене акатуйра Европа чемпионĕ Борис Глинкин хакларĕ. Паян вăл та хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхрĕ. 75 кг ытла таяканнисен хушшинче виççĕмĕш пулчĕ. 2001 çулта пĕр сехетре 24 кг таякан кире пуканне 1451 хут йăтнă вăл, ăна Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнине асăнни вырăнлă. «Хăнăхсан кунĕпех кире пуканне йăтма пултаратăп», – тет вăл.

Çак уçланкăрах пĕрене çине утланса пăчкă кĕрпиллĕ михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса антарасси хĕрачасемпе арçын ачасемшĕн те пĕр пек илĕртÿллĕ пулчĕ. Ун çинче тытăнса тăма та çăмăлах мар, çав хушăрах хирĕç ларакана та михĕпе çапса антарма ĕлкĕрмелле. 14 çул тултарман арçын ачасемпе хĕрачасен хушшинче харпăр хăйĕншĕн ăмăртса Никита Григорьев 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 2002 çулта çуралнă тата аслăрах çулти каччăсенчен Роман Федоров, хĕрсенчен Александра Павлова вăр-вартарах пулчĕç.

Кашта çине хăпарассипе Ишлей ял тăрăхĕнчи Илья Александров палăрчĕ. Хăшĕ-пĕри 3 метртан та иртеймерĕ пулсан, вăл 11 метр тăршшĕне ним мар парăнтарчĕ. «Çÿлелле çĕкленме хăрамарăм, Шупашкарта самбо секцине çÿретĕп, кантрапа хăпарса курнă. Кĕске шăлавар тăхăннипе урасене сăтăрттарса пĕтертĕм паллах. Юпа тăрăх хăпарнă чухне кашта вĕçĕ çÿхелсе пынă май чылай йывăртарахчĕ», – тет каччă. 14 çулти Никита Никитин та 11 метр тăршшĕне хăпарса çитрĕ, анчах вăхăтпа Ильяна выляса ячĕ.

Апаш шкулĕн стадионĕнче вара мини-футболпа арçынсен хушшинче 9 команда вăй виçрĕ. Хĕрÿ тытăçура Тутаркасси ял тăрăх команди 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Волейболра вара хĕрарăмсен хушшинче Ишлей ял тăрăх команди мала тухрĕ, арçынсен хушшинче – Вăрман- Çĕктер ял тăрăхĕн. Акатуйра шашка тата шахмат вăййине кăмăллакансем те тĕл пулчĕç. Шахмат вăййинче Ольга Андреева, А. Александров пуринчен те выляса илчĕç, шашка вăййинче – Надежда Николаева, Вячеслав Овчинников.

Мас-рестлингра арçынсем те, хĕрарăмсем тĕрлĕ виçе категорийĕсенче ăмăртрĕç. Хĕрарăмсен хушшинче 1-мĕш вырăнсене Анна Петрова (50 кг таран), Эльвира Григорьева (60 кг таран), Мария Климова (60 кг ытларах) йышăнчĕç, арçынсен хушшинче мала Илья Сумков (70 кг таран), Артем Будаев (80 кг таран), Александр Ясмаков (80 кг ытла) тухрĕç.

16 кг таякан кире пуканне тăршшĕне перессипе Сергей Степанов мала тухрĕ. Михĕпе кукленсе тăрассипе 80 кг сахалрах таякан арçынсен хушшинче 1-мĕш вырăна Кÿкеçри Н. Шалтыков çĕнсе илчĕ, 80 кг ытларах таякансен хушшинче Дмитрий Серапионов пуринчен тÿсĕмли палăрчĕ. Хăйăр тата пăчкă кĕрпи тултарнă 50 кг ытла таякан миххе йăтма çăмăл мар. Кунта тĕп парне – тырă миххи – выляттарчĕç.

Лаша урапине 10 метр тăршшĕ туртса каяссинче Янăшри Александр Ясмаков 1-мĕш пулчĕ. Çак дистанцие вăл 6 çеккунтра чупса тухрĕ. «Хăвăрт стартламалла, кайран вара хăвăртлăха тытса пымалла, – тет вăл лайăх кăтартăвăн вăрттăнлăхĕсене уçнă май. – Паянхи лаша урапи 100-150 кг таять, ял вăййисенче ун çине тата пурĕ 500 кг таякан михĕсем хураççĕ».

Ирĕклĕ кĕрешÿ кавирĕ çинче спортсменсем темиçе сехет те вăй виçрĕç. Хĕрачасем, каччăсем тата арçынсем тĕрлĕ виçере тупăшрĕç. Арçынсен абсолютлă виçе категорийĕнче Шупашкар районĕнче пурăнакан е ĕçлекеннисем кăна хутшăнма пултарчĕç –кĕрешĕвĕн тĕп условийĕ çакăччĕ. Çак тытăçура тĕп парне – чĕрĕ така пулчĕ. Ăна Тутаркассинчи РФ ирĕклĕ кĕрешÿ мелĕпе спорт мастерĕ Дмитрий Васильев çĕнсе илчĕ. Пĕлтĕр Акатуйра ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе çĕнтернĕ Никита Архипов татами çинче ăна парăнтарса çиеле тухаймарĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости