Учительсем, колхозниксем, культура ĕçченĕсем, ахаль çынсем кăмăл туртăмĕпе пĕрлешсе ял-салара, хуласенче спектакльсем лартаççĕ. Уйрăмах ăнăçлă ĕçлекен халăх театрĕсен «Яланах театр» конкурс-фестивальте Кÿкеçри культура çуртĕнчи сцена çинче хăйсен ăсталăхне кăтартма май пулчĕ. Çĕньялти халăх театрĕ Андрей Кудрявцев пьесипе лартнă «Юратăва айăплама юрамасть» спектакльти пĕр сыпăка выляса пачĕ. Кĕнекери сăнарсене сцена çинче асамçă евĕр чун кĕртекен режиссер, хăйне вăл художник-постановщик тет, Валентин Захаров ушкăнĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.
– Валентин Николаевич, биологипе хими учителĕ хăйĕн пурнăçне театрпа мĕнле майпа çыхăнтарнă-ши?
– 13-14 çулсенчех сцена çинче выляма пуçланă. Паянхи кун тĕлне 47 çулта сцена çинче 44 роль калăпларăм. Ытларах тĕп рольсем, уйрăмах каччă сăнарĕсене вылярăм. Паянхи кун та каччă ролĕсене калăплатăп.
– Çĕньялти халăх театрĕн историйĕпе вулакана та паллаштарăр-ха…
– 1977 çулччен ялта драма кружокĕ ĕçленĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне ăна чăваш чĕлхипе литература учительници ертсе пычĕ. Сцена çинче сценкăсем, пĕчĕк спектакльсем лартаттăмăрччĕ. 1977 çултан ялта халăх театрĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ăста режиссер Георгий Александрович Александров ертсе пычĕ. Вăл тăрăшнипе çак çул пирĕн театр Владимир Суздальте пĕтĕм Раççейри халăх театрĕсен фестивалĕнче I степень диплома çĕнсе илчĕ. Çакăн хыççăн пултарулăх коллективне халăх театрĕн ятне пачĕç. 1980 çултанпа халăх театрне Зинаида Николаевна Петрова ертсе пычĕ.
– Театр «тилхепийĕ» хăçан сирĕн алла куçнă?
– И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренсе пĕтерсен Алькешри шкулта ĕçлерĕм. 1993 çултанпа ялти культура вучахĕн директорĕнче тăрăшатăп, 2015 çултанпа вара – художник-постановщик те. 60 çултан каçрăм пулин те театр юхăмне пăрахас килмест-ха. Çĕньял театрне Зинаида Николаевна ертсе пынă пекех малалла тытса пырса, унăн пултарулăх шайне хăпартса, халăха спектакльсемпе савăнтарас килет.
– Паян «Юратăва айăплама юрамасть» спектакльти пĕр сценкăна куртăмăр. Чуна пырса тиврĕ…
– Çак сценкăра Надежда Таерова тата çĕнĕ артистка, халь кăна выляма пуçланă Ольга Туринге ватă хĕрарăмсен ролĕсене калăпларĕç. Сектакльти ĕç-пуç 1985 çулсенче пулса иртет. Вăрçă çулĕсенче нимĕçсем ял халăхне тискеррĕн çунтарса яни, тыткăнри совет салтакĕсене хĕнени, мăшкăллани çинчен вăрçă нушине курнăскерсем аса илсе каласа параççĕ. Хăйсен çамрăк чухнехи таса та пысăк юратăвĕ çинчен те. Спектакль вăхăтĕнче çамрăк çынсен те, хĕрсен те куçĕсем шывланаççĕ.
– Вăрçа кашни килтен тухса кайнă. Эппин çак тема сире те çывăх.
– Атте Николай Захарович Захаров 37 çулта фронта тухса кайнă. Вăрçăра 2-3 хутчен аманнă, унтан хăрах урасăр киле таврăнса пире 8 ачана ура çине тăратнă. Кашни Çĕнтерÿ кунĕнче аттен вил тăприйĕ çумĕнчи юпа умĕнче чыс парса караулта тăратпăр… Атте-аннене хисеплесе сад пахчинче лартнă сакăр улмуççие «Çĕнтерÿ улмуççийĕсем» тесе ят патăмăр.
– Сирĕн театр репертуарĕ мĕнпе пуян?
– Людмила Сачкова çырнă «Эсĕ кайрăн та» спектакле вылятпăр (Чечня вăрçи вăхăтĕнче пулса иртнĕ мыскарасем çинчен). Александр Пăрттан «Вăрмана юлнă çамрăклăх» спектакльне те нумаях пулмасть калăпларăмăр. Ăна сенкер экранпа кашни эрнерех кăтартаççĕ. «Ак, тин çеç сире телевизорпа куртăм», – теççĕ çынсем час-часах хулара троллейбусра палласа илсе. Çавăн пекех «Пуса каччи», «Хусах Ваççа авланать» спектакльсене те куракан патне çитеретпĕр. Кашни сезонрах 2-3 актлă пысăк тата пĕчĕкрех спектакльсем, кулăшла интермедисем калăплатпăр.
– Халăх театрĕнче ачасен ушкăнĕ пурри пирки те илтнĕччĕ…
– Çапла. Акă кăçал вĕсем Кÿкеçре Сурхури фестивалĕнче вырăсларан чăвашла куçарнă «Помçик» ятлă спектакле лартрĕç. Унта çынпа чĕр чун хушшинчи çыхăнăва сăнланă. Спектакль чĕр чунсене упрама, юратма вĕрентет.
– Спектакльсемпе ăçта-ăçта çитетĕр?
– Ялта пĕр спектакле 3-4 хутчен вылятпăр. Тата çывăхри ялсене те тăтăшах тухса çÿретпĕр. Вĕсенче культура çурчĕ пур-и, çук-и, ларма-тăма вырăн пулсан çавăнтах спектакльсем выляма май тупатпăр. 2-3 çул каялла театр коллективĕпе Пушкăртри чăвашсем патĕнче гастрольте пултăмăр, 10 кун кашни чăваш ялĕнче спектакль лартрăмăр.
– Репетицисем валли вăхăт тупаять-и вара ĕçлĕ халăх?
– Энере виçĕ хутчен пуçтарăнатпăр. Тĕрĕсех, театра çÿрекенсем кăнтăрлах пырса лараймаççĕ. Репетицисене каçпа 18 сехетрен пуçласа 22 сехетчен ирттеретпĕр. Шупашкартан та, Кÿкеçрен те çÿреççĕ пирĕн пата.
– Малашнехи плансем мĕнлерех?
– Анлă, «Юратăва айăплама юрамасть» спектакльпе сенкер экран çине тухасшăн. Тата икĕ спектакле те чун кĕртесшĕн. Спектакльсене лартма хĕрсене тупма пулать, арçынсене, уйрăмах каччă сăнарĕсене калăплакансене, вара йывăртарах. Çамрăксем хутшăнасшăнах мар. Те вăтанаççĕ, те урăх сăлтав пур. Сцена çинче камит пулни те лайăх, çав хушăрах шухăшлаттараканнисем те кирлĕ. Куракан пулсан театр ĕмĕрĕ вăрăм пулĕ.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА