Кÿкеç лицейĕн вĕренекенĕ Рената Чайникова Калугăра полиатлонпа иртнĕ Раççей Чемпионатĕнче тата Первенствинче республика спортсменĕсен чысне тивĕçлĕн хÿтĕленĕ.
Спортăн пилĕк тĕсĕпе иртнĕ çуллахи ăмăртăва çĕршыври 19 регион командисем хутшăннă. Тăватă кун вĕсем чупас, ишес, мечĕк ывăтас тата пăшалпа перес енĕпе вăй виçнĕ. Çĕнтерÿçĕсене балсен шучĕсене кура палăртнă.
Ăмăртусен юлашки кунĕнче спортсменсен чăтăмлăхне тĕрĕслекен чупу кĕтнĕ. Рената çакăнта палăрнă та. Спортри пултарулăхне Кÿкеçри «Улăп» сывлăхпа спорт комплексĕнче аталантараканскер 306 очко пухса 12-13 çулти хĕрсен хушшинче 12-мĕш вырăн йышăннă. «Çанталăк кансĕрлемерĕ. Çумăр çурĕ пулин те спринт ăмăртăвĕсем пуçланиччен çулсем типрĕç… Килте мана савăнăçлă атте-анне кĕтсе илчĕ», – хăйĕн кăмăлне уçрĕ Рената.
Спортсмен уйрăмах ишес енĕпе ăмăртма килĕштернине пĕлтерчĕ. Валерий Иванов тренер патĕнче пиçĕхекенскер иртнĕ кĕркунне Республика Чемпионатĕнче тата Первинствинче ирĕклĕ стильпе ишсе лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çак çулах Рената пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» комплексăн Владимирта иртнĕ çуллахи фестивалĕнче Чăваш Ен командине самай очко пухма пулăшнăччĕ.