Çуллахи каникул малалла тăсăлать. Çу кунĕсенче ачасем сывлăхĕсене пĕри ялта уçă сывлăшра, тепри тинĕс хĕрринче çирĕплетет, вĕсем хула тулашĕнче вырнаçнă лагерьсенче те, шкул çумĕнчисенче те вăхăта усăпа ирттереççĕ.
Кăçал ача-пăча лагерĕсенчи 1-мĕш сменăра районти 60 ача сывлăхне çирĕплетнĕ – пĕлтереççĕ Шупашкар район администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕнчен. 2-мĕш сменăра 85 ача канать. Пурĕ вара тăватă сменăра 345 ача сывлăхне çирĕплетмелле. Нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем путевкăн 20% кăна тÿлесе канаççĕ. Ытти тăкака район администрацийĕ саплаштарать. Шупашкар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр вара çакăн пек çемьесенчи ачасене тÿлевсĕр 9 тата путевкăн 5% кăна тÿлесе илмелли 50 пÿтевкăпа тивĕçтернĕ.
«Золотой Колос» лагерь директорĕ Софья Камалутдинова иккĕмĕш сменăра 200 ача – Мускаври спорт отрячĕ, «Эткер» культурăпа вĕрентÿ программипе канакан 10 регионти чăваш диаспорин, социаллă центрсенчи тата вĕрентÿ управленийĕ урлă путевка илнĕ ачасем – канни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш диаспора ачисен лагерь программисĕр пуçне чăваш культурипе паллаштаракан хушма экскурссисем те пур. Çак эрнере вĕсем Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музейра пулнă.
Районти 21 шкул çумĕнчи лагерьсем вара хăйсен ĕçне вĕçленĕ. 21 кунра унта 1361 ача сывлăхне çирĕплетнĕ. Кÿкеçри 1-мĕш шкулта лагерь смени июлĕн 7-мĕшĕнче вĕçленмелле. Сменăсем уçăличчен шкул çумĕнчи территорисене хăнкăларан тата сăвăсран дезинфекциленипе хурт-кăпшанкăран пĕр ача та сиен курманнине палăртать райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Валентина Александрова.
Лагерьсенче ачасем ÿт-пĕве çирĕплетнисĕр пуçне хушма пĕлÿ те илме пултарнă. Ачасене аталантармалли тата сывлăхне çирĕплетмелли программăпа, ăна лагерь сменисем уçăличчен кашни шкул хатĕрленĕ, ачасем музейсене кайса курнă, ача-пăча пултарулăх центрĕн ĕçченĕсем театрализациленĕ мероприятисем, конкурссем ирттернĕ. Уçă сывлăшри спорт вăййисем, концертсем те ачасене вăхăта усăпа ирттерме пулăшнă.
Милена Сергеева