Хăй ирĕклĕ дружинăсем коллективлă садсенче талăкĕпех хуралта тăраççĕ
Пĕлтĕр районти сад юлташлăхĕсенче «хĕрлĕ автан» 6 хут ташланă, кăçал çулталăк пуçланнăранпа çав шутра дачăсенче те – 8.
Сăлтав тĕрлĕрен
РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем ял тăрăх пуçлăхĕсемпе эрнесерен рейдсем ирттерсе вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтереççĕ. Анчах та канмалли кунсенче пушарнăйсен çак ĕçе пурнăçлама май килмест. Дачăсенче пушарсем хăçан тухнине тишкерни вара шăпах çак кунсенче сад юлташлăхĕсенче вут-çулăм уйрăмах йышлă тухнине кăтартса парать. Акă май уйăхĕнчи канмалли кунсенче кăна 5 дача çуннă. Сăлтав – тĕрлĕрен. «Радуга-1» сад юлташлăхĕнчи пушар ятарласа тивертнипе пулни паллă. Кăмакасене вырнаçтарас тата усă курас правилăсене пăхăнманни «Автотранспортник-2», «Дубрава», «Нива», «Виктория» сад юлташлăхĕсенче «хĕрлĕ автана» ташлаттарнă, электрооборудование вырнаçтарас тата усă курас правилăсене пăснипе тухнă пушарсем «Три дуба», «Факел» сад юлташлăхĕнчи дача çурчĕсене çĕрпе танлаштарнă. «Дубрава-1» сад юлташлăхĕнче çын пурнăçне татнă вут-çулăм вара пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе тухнă.
Сад – иккĕмĕш кил вырăнĕнче
Дачăсенче пушарсен шучĕ ÿснине кура РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕ вĕсенче дачниксенчен ирĕклĕ пушар хуралĕсене йĕркелеме сĕннĕччĕ. Çĕньял ял тăрăхĕнчи «Дубрава-1» сад юлташлăхĕнче çакăн пек тытăм нумай пулмасть ĕçлеме пуçларĕ те ĕнтĕ. Хурал председателĕшĕн Наталья Максимовăшăн, кунта çамрăк чухнех ĕçлеме килнĕскершĕн, сад юлташлăхĕ иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Пĕтĕм чун-чĕрипе уншăн «чирлет» вăл. Николай Никифоров тата Анатолий Куприянов – унăн пулăшуçисем. Николай Леонтьевич пенсие тухиччен инженерта ĕçленĕ, ирĕклĕ пушар хуралне кĕме сĕнсен шухăшламасăрах килĕшнĕ. Анатолий Куприянович монтажник пушар хуралĕнче ылмаштарма май çук специалист тесен те йăнăш пулмĕ.
Сад юлташлăхĕнчи 1134 участок 58 га çинче вырнаçнă. Çуртсем çумма çумăн тăнăран пушар тухсан вут-çулăм юнашаррине куçас хăрушлăх пысăккине ăнланни алла талăкĕпех юн таппи çинче тытса тăма хистет. Наталья Максимова дачниксен тирпейлĕхне палăртса вĕсем çÿп-çапа ăçта-кирлĕ унта пăрахманнине пĕлтерчĕ, дачăна пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă пысăк контейнера хураççĕ. Ăна кашни эрнере турттарса тухса пушатаççĕ.
Урамсем таса, шыв пур
Сад юлташлăхĕпе утнă май çул айккинче çÿп-çап выртнине чăн та курмарăм. Курăка та çулса илнĕ. Сарлака та таса çулсем тăрăх пушар машинине е урăх оперативлă служба техникине инкек вырăнне çитме чăрмавлă мар. «Дачниксем урамра хытă каяш, стройматериал çÿп-çапĕ пухса хунине курсанах пуçтарттаратпăр. Тĕрĕссипе, вĕсем çакна тумаллине каласса та кĕтмеççĕ», – тет пушар хуралĕн ертÿçи.
Каç пулсан вара дачниксем автотранспорт иртмелли çула пÿлес мар тесе çăмăл машинисене сад юлташлăхне кĕнĕ çĕрте ятарласа уйăрнă стоянкăна лартаççĕ. Транспорт хатĕрĕсен сыхăлăхĕшĕн пуçа ыраттарма тивмест. Кунтах – хуралçă çурчĕ. Çак ĕçре вĕсене тăватă ураллă тусĕсем пулăшаççĕ.
Вут куçне шыв теççĕ. Вут-çулăм алхасма тытăнсан иккĕмĕшĕсĕр май та çук. Сад юлташлăхĕнче ку енĕпе нимĕнле йывăрлăх та çук. 150 кубла метр шыв кĕрекен виçĕ пичке яланах тулли. Шыв гидранчĕсем вĕсен çумĕнчех вырнаçнă. Пушар машини валли ăна тарăн яракан насуспа та илме май пур. Сад юлташлăхĕнчи килсене секторсене пайлани шывсăр ларассинчен хăтарать. Кашни сектора ăна палăртнă вăхăтра сехет çурăлăх параççĕ. Дачăра пурăнакансемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктажсем тăтăшах ирттереççĕ. «Пирĕн уполномоченнăйсем кашни урамра пур. Вĕсене те пушар хуралне кĕртмеллех», – пĕлтереççĕ хăрушсăрлăхшăн чун ыйтнипе тăрăшакансем хăйсен речĕ татах туласса шанса.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА