Çуртăн пиллĕкмĕш хутĕнчи пĕр балконран 5-6 çулти ачан пуçĕ курăнса кайрĕ. Шăпăрлан чÿрече кантăкĕсене яриех уçса ячĕ. Пилĕкĕ таранах тайăлнăскер ун-кун пăхкалать. Хам сисмесĕрех алă кĕсьере телефон шырарĕ: васкавлă службăна чĕнмелле мар-и? Балкон çинчи шăпăрлан куçран çухалсан тин чĕре лăштах пулчĕ.
Çакăн пек ÿкерчĕке сăнама тÿр килчĕ мана иртнĕ канмалли кунсенче. Çумăрлă çанталăкра та çынсем чÿречесене яриех уçса пăрахаççĕ. Ача чÿречерен тухса ÿкни Шупашкар районĕнче те пулман мар. Кÿкеçре пурăнакан Марина Иванова çакăн пек чуна çÿçентерекен ÿкерчĕке хальхи пек ас тăвать: «Темиçе çул каялла пулчĕ ку. Кÿкеçри Советская урампа утса пынă чухне пилĕк хутлă пĕр çурт умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăнине, васкавлă медицина пулăшăвĕн машинине куртăм. «Мĕн пулнă?» – ыйтрăм хирĕç килекен çынсенчен. Чÿречерен пĕчĕк ача тухса ÿкнине пĕлсен пăлхансах ÿкрĕм… «Васкавлă пулăшу» машинин сирена сасси хăлхара чылайччен янăраса тăчĕ ун чухне. Ачана больницăна тÿрех илсе кайрĕç, анчах та каярах йывăр суранĕсене пула пĕчĕкскерĕн пурнăçне çăлма май килменнине пĕлтĕм».
Шăпăрлансем кантăкран ÿксе чылай чухне йывăр суранланаççĕ, çакă вилĕмпе те вĕçленет.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА