Уяр кунсене тухăçлă усă курар-и?

Çĕр ĕçченĕсем выльăх апачĕ хатĕрлеç­çĕ

Выльăх апатне хĕл каç­ма çителĕклĕ те пахалăхлă хатĕрлесси – çĕр ĕç­ченĕн паянхи тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Анчах та юлашки вăхăтра çанталăк савăнтармарĕ. Çине-çинех çăвакан çумăр курăка типсе çитме памасăр хресчен кăмăлне хуç­рĕ. Акă тинех уяр кунсем пуç­ланчĕç, вĕсемпе тухăç­лă усă курма ĕлкĕрĕпĕр-и?

Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри

Çумăрлă çанталăкра пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлесси – паян çак ыйту чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ăна Чăваш Ен Пуç­лăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ведомство ертÿçисемпе ирттерекен канашлура та тапратнă. Пуç­лăх ял хуçалăх министерствин, ветеринари службин, районсен администрацийĕсен ертÿçисене тачă çыхăнура ĕç­леме чĕнсе каланă.

Выльăх-чĕрлĕхе ăнăç­лă хĕл каçарас тесен республикăри хуçалăхсен 72 пин т утă, 170 пин т сенаж, 200 пин т силос хатĕрлемелле. Июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 5261 пин га нумай çул ÿсекен курăксене çулнă, ку вăл – пĕтĕмĕшле лаптăкăн 50,8%, пĕлтереç­çĕ республикăн ял хуçалăх министерствинче.

Такăнсан та малалла

Çумăра пула уй-хир ĕçĕсене вăхăтлăха чарса лартма тивнĕрен çĕр типкелесенех Ленин СХПК-колхоз ĕç­ченĕсем виçĕмкун ирех уй-хире тухрĕç. «Икĕ эрнене яхăн çумăр лÿшкерĕ. Тинех «отпускран» тухрăмăр, малалла савăнсах ĕç­лĕпĕр ĕнтĕ», – йĕпе-сапана пула ирĕксĕрех ĕç­сене чарса лартма тивни пирки шÿтлет çамрăк агроном Роман Федоров.

Тăватă çул каялла туяннă выльăх апачĕ хатĕрлекен комбайн штурвалĕ чи пирвайхи кунтанах Василий Николаев аллинче.

Унăн ĕç стажĕ пĕчĕк мар, хăй вăхăтĕнче тырă вырмалли комбайнпа та ĕç­ленĕ. Çур аки вăхăтĕнче çĕре сÿрелет, культивацилет. Уншăн пур ĕç те шăл çемми. 30 га лаптăкăн пысăкрах пайĕ çинче çумăрсем пуç­ланиччен утă туса ĕлкĕрнĕ-ха, юлашки 8 га-ра сенажа ăсатасшăн тимлетчĕç çĕр ĕç­ченĕсем. Çулса хунă курăка вĕтетсе машинăсем çине тиес ĕç малтанах кал-кал пыратчĕ-ха, Камазпа ĕç­лекен Николай Крылов, Газ-53 тиевлĕ машинăсене çăварлăхланă Юрий Григорьев, Валерий Кузнецов, Владимир Егоров водительсем те пĕр-пĕрне ылмаштарса курăка сенаж шăтăкĕ патне вăшт кăна пушатса килетчĕç. Анчах та вăхăт нумай та иртмерĕ, тимĕр ут чăхăмларĕ. «Курăк чĕрĕ пирки комбайн çĕç­çисем ăна касаймаç­çĕ, курăкĕ пĕтĕрĕнсе кĕрсе ларать», – сиксе тухнă кăлтăкăн сăлтавне ăнлантарчĕ Василий Николаев. Асăннă лаптăка кăнтăрлаччен парăнтарма хатĕрленнĕскерсен ĕçе вăхăтлăха чарса лартма лекрĕ. Шăпах хуçалăх ĕç­ченĕсем сывлăш çавăрнă вăхăтра вĕсемпе калаç­ма май килчĕ те. Ĕç укçи сахал илесрен пăшăрханаç­çĕ хресченсем. Вĕсене ĕç укçи «сдельная» текен меслетпе тÿлеç­çĕ, халĕ, çумăрлă çанталăка пула пĕтĕм хăватпа ĕç­лейменнипе нухрат сахал пуласран кулянаç­çĕ.

Çителĕклĕ янтăласчĕ

Райадминистрацин ял хуçалăх тата экологи уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе ХФХ-сем июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне 3622 га курăк (палăртнинчен 69%) çулнă, 1630 т утă (24,1%), 14650 т сенаж (91,6%) хатĕрленĕ. Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО-ра, «Чурачикское» ОАО-ра утта пĕрремĕш хут çулса пĕтернĕ, сенаж хатĕрлес ĕçе вĕç­ленĕ. Синоптиксем çывăх вăхăтра пирĕн тăрăхра уяр кунсем тăрасса шантараç­çĕ. Çак самантпа тухăç­лă усă курма тăрăшасчĕ, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма апат çителĕклĕ янтăласа хăварасчĕ.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости