Сарлака аллейăсем, фонтанлă бассейнсем, парк скульптуриллĕ ача–пăча хулисем – ĕмĕтре çеç мар!
Чăваш Республикин Хула тăвас ĕç канашĕн юлашки ларăвĕнче Шупашкарти Трактор тăвакансен Керменĕ çывăхĕнчи парка хăтлăх кĕртесси тĕп тема пулса тăнă. Федерацин Атăлçи округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ кадет корпусне çак паркпа юнашар вырнаçтарасси пирки паян тем тĕрлĕ калаçакан та пур. Хăш-пĕр архитектор тĕп хулари симĕс çарансене сыхласа хăварасшăн, теприсене йывăçсене касма тивесси пăшăрхантарать.
Хула администрацийĕпе республика Правительстви умĕнчи тĕллев паян паллă: çак симĕс вĕтлĕхрен ку вăхăтри тивĕçлĕ парк зони туса хумалла. Çакна валли федераци бюджетĕнчен те, республикăран та укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрнă. «Хăтлă хула хутлăхне тăвасси» федераци программи шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн кунта сарлака аллейăсем, фонтанлă бассейнсем, саксем, çумри керменпе пĕр стильпе пĕрлешекен парк скульптуриллĕ ача-пăча тата спорт хулисем пулĕç.
Чăваш Республикипе федерацин Атăлçи округĕ малтан калаçса татăлнă тăрăх кадет корпусĕн строительстви тата парка çĕнетес ĕç 2018 çулта вĕçленмелле.
Шухăш
Александр Шевлягин, Чăваш Енĕн тĕп архитекторĕ:
– Республикăн хула тăвас ĕç канашĕн ларăвĕсенче кадет шкулне çакăнта вырнаçтарассине пĕрре мар ырланă Станислав Удяков шухăшĕ пачах та ăнланмалла мар. Каярах вăл ăна пачах та улăштарчĕ. Республикăри архитекторсен союзĕн правлени председателĕн Сергей Лукияновăн иккĕленĕвĕ вара пушшех те нумай ыйту çуратать. Хулари пĕлтерĕшлĕ объектсене вырнаçтарас енĕпе пĕлтерĕшлĕ йышăнусене тума мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерме тивнине вăл никамран лайăхрах пĕлет-çке. Çак объекта валли çĕнĕ вырăнсем сĕнни строительство пуçланнă тапхăрта лару-тăрăва питĕ хытă пăтратать. Паянхи кун тĕлне çак территори вĕтлĕхлĕ, ăна çÿп-çаппа тултарнă, вăл ĕçке-çике кăмăллакансен юратнă вырăнĕ шутланать. Корпуса çакăнта вырнаçтарни ăна тĕпрен улăштарма май парĕ.
Александр Кочуров, ЧР Çар комиссариачĕн Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи уйрăмĕн çар комиссарĕ:
– Хусанта 2-3 çар училищи пур пулсан, республикăра РФ Шалти ĕçсен министерствин вĕрентÿ заведенийĕсем çук. Çавăнпа Шупашкарта кадет училищине уçма палăртни лайăх хыпар. Унта 400 ача вĕренмелле. Апла пулсан Раççейре, Чăваш Енре патриотсен йышĕ тата çакăн чухлех ÿсмеллĕ. Кадетсем, пулас офицерсем малашне лайăх упăшкасем, ашшĕсем, Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсем пуласса шанатпăр.