Июлĕн 13-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕнче 2017 çулхи çур çулти ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва ЧР ШĔМĕн министрĕн çумĕ Светлана Зуева ертсе пычĕ.
Çавăн пекех унта райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти следстви пайĕн ертÿçи Максим Журавлев, Шупашкар район сучĕн председателĕ Сергей Елехин, район прокурорĕн çумĕ Сергей Марасанов хутшăнчĕç.
2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти республикăри пĕтĕмлетÿсемпе Светлана Зуева паллаштарчĕ. Ун хыççăн РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана Евгений Петрова сăмах пачĕç. Çак тапхăрта граждансенчен преступленисем, административлă йĕркене пăсни тата пулса иртнĕ инкексем çинчен 6062 заявлени (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 6205) йышăнни çинчен пĕлтерчĕ вăл. Район территоринче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 17,9% чакнă, 311 преступлени пулнă. Асăрхаттарупа профилактика майĕсене йышăнни çын пурлăхне вăрланă тĕслĕхсене чакарма май панă. Преступленисене Кÿкеç, Çĕньял-Покровски тата Тутаркасси ял тăрăхĕсенче ытларах туни паллă. Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 4,9% чакнă, çынсем нумай пухăнакан вырăнта – 38,4%. Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май Евгений Владимирович сотрудниксем умĕнче çитес вăхăтри тĕп тĕллевсене палăртрĕ.
Доклада итленĕ хыççăн Светлана Алексеевна дачăсене çаратакансен шутне чакармалли профилактика ĕçĕсемпе кăсăкланчĕ. «Шупашкар районĕнчи тата Çĕнĕ Шупашкарти сад юлташлăхĕсен председателĕсемпе профилактика тĕл пулăвĕсем ирттерни, видеокамера лартма май килмесен хуралпа тивĕçтерме «Кунта видеосăнав пырать» текен табличкăсем те пулин çакма сĕнетпĕр. Çулла засадăпа шырав мероприятийĕсем иртеççĕ. Кунсăр пуçне тĕп хула территоринче вырнаçнă тимĕр-тăмăр пуçтаракан базăсене тĕрĕслетпĕр. Лайăх кăтартусем пур», – палăртрĕ Евгений Владимирович.
Зоя Маслова полици сотрудникĕсем тăрăшнипе районти пур мероприяти те йĕркене пăсмасăр иртнине палăртрĕ.
ЕЛЕНА ДАДЮКОВА