«Хисеплĕ редакци, эпир хамăрăн нушана пĕлтересшĕн. Пирĕн ял варринче – çырма. Ун урлă каçса çÿреме 2000 çулта çынсем хăйсен вăйĕпе кĕпер тунăччĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ, вăл кивелсе тайăлчĕ, никĕсĕ те палăрмаллах çĕрчĕ. Халĕ каçса çÿреме питĕ хăрушă. Ăна юсас е çĕннине тăвас ыйтупа Ишлей ял тăрăх администрацине темиçе те кайнă. Я. Кушев кашни çул тăватпăр тесе шантарать пулин те ыйтăва халĕ те татса паман», – тесе çырнă çырура Курак Чурачăк ял çыннисем, 20-ĕн алă пуснă.
Çыру йĕрĕпе вырăна çитрĕмĕр. Çырма пысăках мар яла икĕ пая пайлать. 30 ытла килте пурăнакансен тепĕр енне час-часах каçса çÿремелле, мĕншĕн тесен унта – шкул, медицина пункчĕ, чарăну… Çынсем халиччен чиперех çÿренĕ-ха, анчах кĕпер юхăнса пырса чăннипех те вĕсен умĕнче йывăр лару-тăру кăларса тăратнă. Кĕркунне пушшех те кансĕр, йĕпе-сапаллă, пылчăклă çанталăкра шуса ÿксе çырмана кайнă тĕслĕх пĕрре çеç мар пулнă. Ишлей ял тăрăх пуçлăхĕ Я. Кушев патне пырса çынсем час-часах ыйту хускатнă, кăçал Раççей Президенчĕн суйлавĕ умĕн пуху та йĕркеленĕ. Унта «2012 çулхи майăн 1-мĕшĕ тĕлне каçă тумашкăн стройматериалсем илсе пырса паратпăр» тесе шантарнине каласа пачĕç пухăннисем. Çынсем пĕрле пухăнса ĕçне хăйсемех пурнăçламаллине калаçса татăлнă, кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе вара ял тăрăх администрацийĕ тивĕçтермелле пулнă. Анчах шаннă кайăк йăвара пулман…
Лару-тăрăва уçăмлатас тесе Яков Кушевпа тĕл пултăмăр. «Кама шантарнă?» – лару-тăрупа паллаштарнă хыççăн хĕрÿленсе калаçрĕ. Вăл каланă тăрăх, кĕпере нимелле тума палăртнă, унта пурăнакансем çынсене пухассине, ĕçе йĕркелесе ăна хăçан тăвассине палăртсан ял тăрăх администрацийĕ çав вăхăт тĕлне стройматериалпа пулăшмалла пулнă-мĕн. Яков Кушев пĕлтернĕ тăрăх, çынсем çав ĕçе йĕркелемен. «Наянсем», – тесех каларĕ вăл Курак Чурачăкра тĕпленнисене. Анчах çапла каланипе пĕрре те килĕшес килмест, мĕншĕн тесен кивĕ кĕпертен инçех мар эрне каялла çынсем хăйсемех пĕчĕк каçма туса хунă. Кунта пурăнакан Р. Храмов каланă тăрăх, вăл вăхăтлăха çеç, çуркунне ейÿ вăхăтĕнче ăна шыв илет. Çавăнпа та тĕреклине, вун-вун çул чăтаканнине тăвасшăн вĕсем. «Никĕсĕ çирĕп материалтан, калăпăр, тимĕртен пулсан питĕ лайăх», – шухăшне палăртать Рудольф Терентьевич.
Кунсăр пуçне тата Я. Кушев кĕпертен инçех мар çырма урлă транспорт каçса çÿремелли çула вак чул сартарттарма та шантарнă-мĕн. Анчах сăмахĕ пулнă, ĕçĕ – çук. Çак çул та чылай йывăрлăх кăларса тăратать. Пылчăкра, хĕлле юр лартса кайсан унтан машинăсем каçса çÿреймеççĕ, ирĕксĕрех вĕсен 1 километра яхăн çаврăнса кайма тивет.
Кĕпер патĕнче тата пĕр япалана асăрхарăмăр: çырмара – çÿп-çап купи. Ахăртнех, ялта пурăнакансем пурте кил-тĕрĕшри каяшĕсене кунта илсе килсе тăкаççĕ. Çавна май ял хĕрринчи питĕ хитре вырăна варалаççĕ. Тĕрĕссипе, «Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» федераци законĕпе килĕшÿллĕн ялсенчен каяшсене турттарса тухассине ял тăрăх администрацийĕн йĕркелесе пымалла. Мĕншĕн çакăнта çÿп-çап купи пулни пирки каллех Яков Кушевран пĕлес терĕмĕр. Вăл каланă тăрăх, çÿп-çап валли контейнерсем вырнаçтарассипе йывăрлăхсем сиксе тухнă, çавăнпа вĕсем ялта çук. Каярах çапла та хушса хучĕ: «Çакă ял халăхĕн культурине кăтартать», – терĕ. Пуçлăх каланинчен çакна та пĕлтĕмĕр: çÿп-çап купишĕн Ишлей ял тăрăх администрацине пĕрре мар темиçе пин тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Çакăн хыççăн вара ирĕксĕрех ыйту çуралать: темиçе пин тенкĕ штраф тÿличчен каяшсене турттарса тухассине йĕркелесен çăмăлрах мар-ши?
Çак лару-тăрура чăнлăх тупма, паллах, çăмăл мар. Ял тăрăх пуçлăхĕпе асăннă ял çыннисен хушшинче ăнлану пулманни тÿрех палăрать. Вĕсем пĕр чĕлхе тупасса тата ялсенче пурăнакансене канăçсăрлантаракан ыйтусене пĕрле татса парасса тем пекех шанас килет. Курак Чурачăкра çырма урлă каçса çÿремелли çирĕп кĕпер хăçан пулать? Лапка-лапка шур юр çуса лартиччен лав вырăнтан тапранса ĕлкĕрĕ е çук – хальлĕхе паллă мар.
(Тăван Ен 46№, ноябрĕн 23-29 мĕшĕ, 2012 ç.)
Любовь Ман