Ишек тăрăхĕнче пурăнакансене чăннипех те ăннă. Хусан кĕпернинче палăрнă XIV ĕмĕрти чиркÿ, тĕн-ĕненÿ, ăс-хакăл урлă халăха пĕрлештернĕскер, таврара кĕр! кĕрлесе тăнă Ишек пасарĕ, чăваш ывăл-хĕрне çутта кăларнă Иван Яковлев тĕрĕслевпе пĕрре мар пулса курнă шкул, блокадăри Ленинградран илсе тухнă ачасен пурнăçĕ, ял çыннисен вăрçă уйне ăсатнă ывăл-хĕрĕн шăпи пирки каласа панине упракан музей… – çакă пĕтĕмпех пирĕн ентеш, Фадей Константинов таврапĕлÿçĕ çине тăнипе хут çине çырăнса пырать.
Район историйĕпе çыхăннă информацие шыранă чухне хамăр ĕçре унăн кĕнекисемпе тăтăшах усă куратпăр. Журналистсене вăл питĕ пысăк пулăшу кÿрет. «Сторона моя Ишакская» кĕнеке таврапĕлÿ тематикиллĕ ярăмра тăваттăмĕш пулчĕ. Фадей Константинович ăна хăй каланă тăрăх, «чунĕ ыйтнипе çырнăскере паллă чăваш салине килсе çÿрекен хăнасене, туристсене халалланă». Ял ĕçченĕсем, йывăр тĕрлĕ вăхăтра Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăрсем, культура, наука, производство тăрăшуçисем çинчен сăмах илет автор. Вун-вун çул пĕрле ĕçленĕ, лайăх пĕлнĕ çынсене те кĕнекене кĕртнĕ.
Аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн Фадей Константинов хулара юлас темен, тăван кĕтесех таврăннă. Колхозникре, агрономра, ялти культура çурчĕн директорĕн, совхоз ертÿçин çумĕсенче, парти организацийĕн секретарĕнче, ял канашĕн председателĕнче, халăх музейĕн йĕркелÿçинче… вăй хунă хушăра хутшăннă çынсенчен чĕптĕмĕн-чĕптĕмĕн пухнă информацие пархатарлă ĕç валли усă курнă.
Пулăшма кăмăл тунă çынсем тата, паллах, автор çине тăнипе 2013 çулта кун çути курнă «Сторона моя Ишакская» кĕнекере ял тăрăхĕнчи ĕнерхи тата паян ĕçлекен социаллă пур объект тата унта тăрăшнă çынсем пирки каласа панине те кĕртнĕ. Автор ăна йĕркеленĕ чухне историн чи пирвайхи çăлкуçĕсемпе, архивра çырса хунисемпе анлă усă курни куç кĕрет. Кĕнеке пĕлтерĕшĕпе хакне çакă ÿстерет те. Фадей Константиновича ял тăрăхĕнче те, республикăра та пĕлеççĕ, шанаççĕ – вăл хатĕрленĕ документлă кăларăмсем район шкулĕсенчи таврапĕлÿ историйĕн урокĕсенче те паха пулăшуçă пулса тăраççĕ. Çакна вара авторăн хисеплĕ ят-сумĕпе те çыхăнтармалла. Фадей Константиновăн ялти культура çурчĕн директорĕнче ĕçленĕ чухнехи тăрăшулăхне ялти шкулта иртнĕ ĕмĕрти 50-мĕш çулĕсенче вĕреннисем халĕ те ас тăваççĕ. «Эпир ăна хисеплесе культура министрĕ тесе чĕнеттĕмĕр. Вăл ĕç хыççăн хаçат валли заметкăсем çыратчĕ. Пĕр пулăм та ялкор калемĕ витĕр тухмасăр юлман», – тесе çырнă унăн вĕренекенĕсенчен пĕри, педагогика наукисен докторĕ Иван Павлов профессор кĕнеке умсăмахĕнче.
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.