Йĕл​тĕр се​зо​нĕ уçăл​чĕ!

Шă​мат​ кун йĕл​тĕр​пе ярăн​ма юра​та​кан​сен ăмăр​тă​вĕ кăçал пĕр​ре​мĕш хут ирт​рĕ. Ун​та 250 яхăн çын хут​шăн​чĕ. Сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хă​на​кан​сем, йĕл​тĕр​пе ярăн​ма кă​мăл​ла​кан​сем йĕл​тĕр се​зо​нĕ уçăл​ни​не са​вăк кă​мăл-​ту​йăм​па кĕт​се ил​чĕç.

Ă​мăр​тă​ва хут​шă​на​кан​се​не Шу​паш​кар ра​йад​ми​нист​ра​ци пуçлă​хĕ Геор​гий Его​ров са​лам​ла​рĕ, ăнă​çу сун​чĕ, ра​йон тер​ри​то​ри​йĕн​че пу​рă​на​кан​сен хуш​шин​че хĕл​ле​хи спорт вăййи​се​не кă​мăл​ла​кан​сем ну​май​лан​са пы​ни​не па​лăрт​са хă​вар​чĕ. Сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хăн​ни, физ​куль​ту​рă​па та​та спорт​па тус​лă пу​рăн​ни сыв​лăх​лă пул​ма, ăс-​тăн ен​чен ата​лан​ма пу​лă​шать.

С​тар​та чи мал​тан 2005 çул​та çуралнă та​та çам​рăк​рах ар​çын ача​сем​пе хĕрача​сем тух​рĕç. Вĕ​сем ста​дион йĕ​ри-​тав​ра йĕл​тĕр​пе хă​вăрт​рах ярăн​са ту​хас​шăн ту​пăш​рĕç. Си​вĕ пи​те, ал-у​ра​на чĕ​пĕт​ни​не пăх​ма​сă​рах пур​те па​лăрт​нă дис​тан​цие па​рăн​тар​чĕç, вĕ​се​не юл​та​шĕ​сем хав​ха​лан​тар​сах тă​чĕç. Ар​çын ача​сен​чен чи мал​тан Чу​ра​чăк шку​лĕн​чи Ки​рилл Яр​гу​нин ярăн​са тух​рĕ, Çат​ра-Лап​сар шку​лĕн​че ăс пу​ха​кан Ар​ка​дий Ни​ко​лаев ик​кĕ​мĕш, Вăр​ман-Çĕк​тер шку​лĕн​чи Мак​сим Одю​ков виççĕ​мĕш пул​чĕç.

Чу​ра​чăк шку​лĕн​че физ​куль​ту​ра учи​те​лĕнче ĕç­ле​кен Ва​ле​рий Вик​то​ров ача​се​не сы​вă пур​нăç йĕр​ки​не пă​хăн​ма çап​ла хă​нăх​та​рать: «Йĕл​тĕр​пе ярăн​ма юр çу​са​нах ту​хат​пăр. Шкул ачи​сем ра​йон​та ир​те​кен спорт ăмăр​тă​вĕ​се​не пур​не те хут​шăн​ма тă​рă​шаççĕ – армс​порт, çă​мăл ат​ле​ти​ка, йĕл​тĕр​пе ярă​нас​си…»

Çĕньял-Пок​ровс​ки шку​лĕн​чи физ​куль​ту​ра учи​те​лĕ Бо​рис Ива​нов та хă​йĕн вĕ​ре​не​ке​нĕ​сем​пе ăмăр​ту​ран юл​ма​рĕ. Вăл хăй те каш​ни ăмăр​тă​вах хут​шă​нать, тĕр​лĕ дис​тан​цие чуп​ма, йĕл​тĕр​пе ярăн​ма ăс​та.

Ă​мăр​тă​ва шкул ачи​сем​сĕр пуç­не ра​йад​ми​нист​ра​ци ĕçче​нĕ​сем, ве​те​ран​сем, ял тă​рăх ад​ми​нист​ра​ци ĕç­че​нĕ​сем хут​шăн​чĕç. Ра​йад​ми​нист​ра​цин эко​но​ми​ка па​йĕн пуç­лă​хĕн çу​мĕ Люд​ми​ла Соф​ро​но​ва йĕл​тĕр ăмăр​тă​вĕ​се​не каш​ни çу​лах хут​шăн​ма тă​рă​шать. 2 км дис​тан​ци​ре хă​йĕн ка​те​го​рин​чи хĕ​ра​рăм​сен хуш​шин​че вăл мал​ти вы​рă​на тух​рĕ. «Хĕл​ле май пур та​ран каш​ни ку​нах йĕл​тĕр​пе ярăн​ма тă​рă​ша​тăп. Йĕл​тĕр ăмăр​тă​вĕ​сем кă​мă​ла хă​пар​таççĕ», – пĕл​тер​чĕ вăл хă​йĕн шу​хăш-​кă​мăл​не.

ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости