Раççей МЧСĕн районти представителĕсем 20 çул ытла Кÿкеçри интернат-шкулпа тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ, вĕсем кунти ачасене шефа илнĕ. Туслăх 1993 çултанпа пуçланнă, унччен пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене вĕрентме тăрăшнă пулсан халĕ пушарнăйсем ачасене музейсемпе театрсене, тĕрлĕ мероприятисене илсе çÿреме тăрăшаççĕ. Ку хутĕнчи вара вăл республикăри хăрушсăрлăх уйăхлăхĕн тата «Асăрханăр ачасем!» акци шайĕнче иртрĕ.
Сентябрĕн 17-мĕшĕнче 41-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Сергей Краснов, пушар надзор ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн инспекторĕсем Егор Борисовпа Александр Семенов интернат-шкулта вĕренекенсем пушар вăхăтĕнче çунакан çуртран мĕнле хăвăртлăхпа эвакуациленнине тĕрĕслерĕç. Правилăсем тăрăх, çунакан çуртран çынсен 6 минутран кая юлмасăр тухма ĕлкĕрмелле, интернат-шкулта вăй хуракансемпе ачасем пушар сигнализацийĕ ĕçлесе кайнă хыççăн 3 минут та 37 çеккунтра уçă сывлăша чупса тухрĕç. Хăшĕ-пĕри чи хаклă документа – класс журналне – илсе тухма манса кайнă иккен, ку вара çитменлĕх. «Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче интернат-шкулта тĕрĕслев пĕрремĕш хут иртрĕ, ку результат чи лайăххи мар пулин те, эвакуаци ăнăçлă темелле. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпе тĕрĕслевсем татах пулĕç», – пĕтĕмлетрĕ Егор Борисов.
Кÿкеçри интернат-шкул директорĕ Сергей Савин эвакуацие 87 ача тата 14 çитĕннĕ çын хутшăннине палăртрĕ. Ачасемпе вĕрентекенсем эвакуаци иртнĕ хыççăн акт залне кĕрсе пушар чащĕн сотрудникĕсене итлерĕç. «Пушар мĕншĕн тухать?» – ыйтрĕ Егор Борисов ачасенчен. «Шăрпăкпа вылянăран», – харăссăн хуравларĕç темиçен. Вĕсене Егор Борисов пушартан сыхланмаллине, шăрпăкпа выляма юраманнине, пушар сиксе тухсан мĕн тумаллине ăнлантарчĕ. Унтан пурте урамри пушар машини патĕнче пухăнчĕç. Сергей Краснов ачасене пушар сÿнтерекенсен тумĕсене кăтартрĕ, хÿтĕлев хатĕрĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Ачасем вут-çулăмра пуçа, пите, урасене, алăсене сиен кÿресрен сыхлакан ятарлă тумтирпе, хĕстернĕ сывлăшпа тулнă баллонпа, каскăпа паллашрĕç. Хăюллăраххисене тăхăнса курма та тÿр килчĕ. Сергей Алексеевич пушар сÿнтерекенсен вĕри яман тумĕпе паллаштарнă чухне ачасем çĕкленÿллĕ кăмăлне пытараймарĕç, кашниех тытса пăхма тăрăшрĕ. Кунашкал костюмсемпе 200-800º вĕрие те тÿсме пулать иккен.
Юлашкинчен ачасем сÿнтермелли меслетсемпе паллашрĕç, кăсăкланса кăпăка алăпа та тытса пăхрĕç.
ВЕРА ФИЛИППОВА
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.