Сентябрĕн 12-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Атăлъял ял клубĕнче «Шумер юханшывĕ – Атăлъял илемĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ.
Шумер юхан шывĕ çăл куçсенчен пĕрлешсе Атăлъяла икке пайласа, мăнаçлă Атăла юхса кĕрет. Унăн тăршшĕ – 3 км. Кăçал ял çыннисем ĕлĕкхи шумерсен патшалăхĕ ячĕллĕ пĕчĕк юхан шыв хĕрринчи уличара «Шумеркар» уяв карти ăсталаса Атăлъял Акатуйне ирттерчĕç. Аваллăха сăнласа паракан самантсене 100 ытла сăн ÿкерчĕксенче курма пулчĕ. Ăна ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисовпа ЧНК президенчĕн пулăшуçи Зоя Яковлева пуçарнă. Курава Сергейпа Елена Сорокинсем тата çак йĕркесен авторĕ ÿкернĕ илемлĕ сăн ÿкерчĕксенчен йĕркеленĕ. Вĕсене илемлĕ рамкăсене вырнаçтарнă. Сцена çинчи аэрофотора Атăлъялпа Хорнсор, уйсемпе пĕвесем питĕ янкăр курăнаççĕ. Чăвашсемпе славянсен авалхи календарĕсе
Пĕрремĕш хут иртнĕ курава халăх йышлăн пухăнчĕ. Хаклă хăнасене тарават кĕтсе илчĕç. Вĕсен шутĕнче: Шупашкар райадминистр
Иван Христофоров юрăç пирĕн ялта 2-мĕш хут пулнине, ял татах та илемленнине палăртрĕ, илемлĕ сассипе чăваш юррисене шăрантарчĕ. Зоя Яковлева ялта ÿкернĕ илемлĕ фильма кăтартрĕ. Аваллăха сăнлакан çак кинолентăна телекуравпа та кăтартнă. Сĕтел хушшинче калаçу малалла тăсăлчĕ. Çитес çул, Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле, вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса йывăçсем лартса парк уçас шухăшпа пурте килĕшрĕç.
НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ