Вунă çул каялла Çурçĕр Осетири Беслан хулинче нумай ачан кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Ытла та хăрушă! 2004 çулта кĕркуннен пĕрремĕш кунĕнче Бесланри 1-мĕш вăтам шкула террористсем пырса кĕнĕ. Ăна хупăрласа илнĕ те çынсене 3 кун шывсăр, апат-çимĕçсĕр тытнă. Террористсем пин ытла çынна тыткăна илнĕ. Шел, 300 ытла çын унтан тухайман, вĕсенчен 186-шĕ ачасем. Вĕренекенсен ĕмĕчĕсем вăхăтсăр татăлнă. Вилнисене асăнса Бесланра палăк лартнă, ун çинчи ачасен сăнĕсем пирĕшти пулса пĕлĕтелле кармашаççĕ. Ачасен таса чунĕсем…
Çав хăрушă куна аса илсе Çĕньял-Покровс
ДАША КИРИЛЛОВА, 6-МĔШ КЛАСС