истори вучахĕ тĕлкĕшет
Пичетре «Пуçлăх пуриншĕн те яваплă» проектăн тепĕр кăларăмĕ. Черетре – Çырмапуç ял тăрăхĕ. Эпир вырăна çитсе лару-тăрупа паллашрăмăр, ялсенче пурăнакансемпе калаçрăмăр.
Калаçтаракан çÿп-çап
Чи малтанах Иккассине çитрĕмĕр. Пĕрремĕш калаçу хаçат-журнал валеçсе çÿрекен почтальонкăпа çыхăнчĕ. Вăл каланинчен çакна ăнлантăмăр: шывпа, çулсене юртан тасатассипе ялта кăлтăксем çук. Пире хирĕç килекен арçын кăна: «Çÿп-çап тиесе тухмаççĕ», – текелесе мăкăртатрĕ. «Ăçта хуратăр вара вĕсене?» – ыйтăвăн хуравне тупас тесе ун хыççăн чупмах тиврĕ пирĕн. «Ăçта!? Ăçта!? Килте михĕсене тултарса лартрăм-ха…» – мăкăртатсах хуравларĕ вăл. Чăннипех те, хытă каяшсене турттарса тухассипе кунта йывăрлăхсем çук мар, ялта ятарлă контейнерсем вырнаçтарман, çавăнпа та кам мĕнле пĕлет – çÿп-çапран çавăн пек хăтăлать: вутра пĕтекеннине çунтарать, машинăллисем вара хула еннелле тиесе тухса контейнерсене пăрахаççĕ. Тĕрĕссипе, ку ыйту иккассисемшĕн кăна мар çивĕч. Çакăн евĕрлĕ ÿпкелешĕве ытти ялта та, тĕслĕхрен, Çырмапуçĕнче те, Толикассинче те илтрĕмĕр. Ыйтăвăн хуравне вара вырăнти администрацире шырарăмăр. Çырмапуç ял тăрăхне ертсе пыракан Рамиль Гельметдинов çапла хуравларĕ: «Карантай ялĕнче «Молодежная» урамра 4 контейнер ларать, пурĕ вара ял тăрăх администрацийĕ 8 контейнер вырнаçтарнă, кунсăр пуçне тата нумай хутлă çуртсем патĕнче пур. Вĕсене тата ытларах лартма та хирĕç мар эпир, анчах та хытă каяшсене турттарса тухнăшăн çынсем укçа тÿлесшĕн мар». Пĕр çынран уйăхне 30 тенкĕ пуçтараççĕ иккен. Хăшĕ-пĕрин культура шайĕ пĕчĕк пулнипе те çыхăнтарчĕ çакна ял тăрăх пуçлăхĕ, унăн шухăшĕпе, кам таврари тасалăхшăн тăрăшать – çавă тÿлет. Калаçăвĕнчен тепĕр ыйту сиксе тухрĕ: «Апла тăк ял тăрăхĕнче санкцилемен çÿп-çап куписем те пур?» Пысăк купасем çуккине ĕнентерчĕ вăл пире. Ял тăрăхĕнче килсĕр йытăсем çуккине те çакăнпах çыхăнтарчĕ. «Ăçта пысăк çÿп-çап куписем, калăпăр, апат-çимĕç юлашкисем, çавăнта йытăсем пуçтарăнаççĕ-çке, çимелли çук тăк вĕсем ялта тытăнса тăмаççĕ», – ăнлантарчĕ Рамиль Гельметдинов.
Шыв, çул ыйтăвĕ…
Çынна çителĕклĕ пурăнма мĕн кирлĕ? Ăшă, çутă, шыв… Шывпа мĕнлерех лару-тăру-ха Çырмапуç ял тăрăхĕнче? Çынсем каласа панинчен çакна ăнлантăмăр: хĕллехи вăхăтра шывпа нимĕнле йывăрлăх та çук. Çуллахи уйăхсенче вара хăш-пĕр çĕрте пăтăрмахсем сиксе тухаççĕ. Сăмахран, Иккассинче çулла чылай урам шывсăр аптăрать. Ял мĕнле вырăнта вырнаçнине шута илсен ÿкерчĕк çапларах: çÿлерех вырнаçнисем ытларах нушаланаççĕ, анатарах ларакан кил-çурт хуçисем вара кун пек йывăрлăхпа тĕл пулман.
– Хĕлле шыв пурин валли те çитет. Хальхи вăхăтра Иккассинче пĕр скважина ĕçлет. Енчен те укçа-тенкĕ енчен ыйтăва татса парсан теприне те (ĕçлеменнине) хута ярас шухăш пур, – ăнлантарчĕ ял тăрăх пуçлăхĕ.
Çуллахи уйăхсенче çынсем пахча çимĕçе ирĕклĕн шăвараççĕ, шыв çитменнин сăлтавне çакăнпа çыхăнтараççĕ кунта. Ку енĕпе акă Платка ялĕнче те йывăрлăхсем пур. Мĕнле татса пама тĕллевлеççĕ? Ыйтăвĕ çăмăл мар. Ăна ятарлă программăна хутшăнмасăр çăлăнăç тупма май çуккине палăртрĕ вырăнти пуçлăх.
Тата мĕнле ыйтусем хускатрĕç-ха ял тăрăхĕнче пурăнакансем? Чăрăшкассинчи Куйбышев урамĕпе утса пыракан пĕр хĕрарăма çак аслă çулпа машинăсем кăна мар, ачасем те çÿрени пăшăрхантарать. Чăнах та, урампа урăхла нимĕнле майпа та иртме çук, мĕншĕн тесен тротуара юртан тасатман, çавăнпа та çынсен ирĕксĕрех машинăсем çÿрекен çĕртен иртмелле. Вĕсене юртан тасатмашкăн ятарлă техника кирлине – ку вара ял тăрăхĕшĕн уйрăм тăкак – кашниех хăйĕн килĕ умĕнче тасатсан лайăх пулмаллине палăртрĕ пуçлăх. Çул ыйтăвне хускатнă май вĕсем мĕнле лару-тăрура пулнипе те кăсăклантăмăр. Хĕлле вĕсен чăн-чăн «сăнне» палăртма йывăр, çавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕнчен ыйтрăмăр.
– Пĕтĕмĕшле илсен, ял тăрăхĕнчи çулсене япăх теме çук. Хĕлле вĕсене вăхăтра уçса тăраççĕ. Пĕлтĕр акă Иккассинчи Шупуççынни урамĕнче вак чул сартăмăр, – каласа пачĕ Рамиль Гельметдинов.
Чăрăшкассинчи Куйбышев урамĕнче пурăнакан нумай ачаллă пĕр çемье хăйсене хумхантаракан ыйтупа кăсăкланчĕ. Вĕсене тата темиçе çемьене ялтан инçех мар çĕр участокĕсем панă иккен, сас-хура тăрăх çитес вăхăтра унта газ пăрăхĕсем хывмалла. Чăн хурава илтесшĕн пулчĕç. Ăна ял тăрăх пуçлăхĕнчен илес терĕмĕр. Вăл ăнлантарнă тăрăх, кăçалтан ялсене газ кĕртес тивĕç район администрацийĕсене куçнă, асăннă вырăнта газ пăрăхĕсене хывмашкăн проект хатĕр, ыйтăва çитес вăхăтра татса памалла.
Темиçе яла çитсен те юпасем çинчи хунарсем çунманни пирки ÿпкелешнине илтмерĕмĕр, эппин чăннипех те урамсенче çутă.
Кăшт пăрăнса
Кулленхи пурнăçра ку ыйту питех кирлĕ пек туйăнмасть пулин те унран айккинче иртес килмерĕ пирĕн. Иккассинче кивĕ шкул пур. Хальхи çуртсенчен пач уйрăлса тăрать вăл, кивелсе юхăннă пулин те хăйне евĕрлĕ архитектури таçтанах палăрать. Ял çыннисем шкул пирки кăшт каласа пачĕç пулин те куçпа курар терĕмĕр, журналистсем çапла: хăйсем куçĕпе курмасăр нимĕн те ĕненесшĕн мар. Кивĕ шкул патне çул çуккине пăхмасăр, темĕн çÿллĕш юра аша-аша çитрĕмĕр çитрĕмĕрех шкул умне. Ак тамаша! Мĕнлерех паллă çынсем ăс пухнă иккен кунта! Çырса хунине вулатпăр: «Ку шкулта 1897-1901 ç.ç. тата 1903-1905 ç.ç. чăвашсен паллă поэчĕ Н.В. Шупуççынни тата 1904-1907 ç.ç. чăвашсен паллă драматургĕ, композиторĕ Ф.П. Павлов вĕреннĕ», унпа юнашарах тепĕр хăма çинче – «Кунта 1887-мĕш çулта И.Я. Яковлев пĕр класлă училище уçнă» тесе çырнă. Тĕрĕссипе, ку шкула хăйне евĕрлĕ музея çавăрма пулать, килен-каян кĕрсе курĕччĕ, камсем вĕреннине пĕлнĕ пулĕччĕ. Анчах çавăнтах медалĕн тепĕр енĕ те куç умне тухать: шкул кивĕ, ăна «чĕртсе тăратас» тесен сахал мар нухрат хывмалла. Кун пирки ял тăрăх пуçлăхĕнчен ыйтрăмăр. Вĕрентÿ учрежденийĕ пулнăскер вăл халĕ ял тăрăх администрацийĕн балансĕ çинче. «Шкул юхăннă, ăна юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ кирлĕ, ял тăрăх бюджетĕнче ун чухлĕ çук, унран кирлĕрех çивĕч ыйтусене татса памалла. Пĕр-пĕр инвестор, калăпăр, çав шкулта вĕреннĕ çын пулăшсан, музей тума та май килĕ», – ăнлантарса шухăшне палăртрĕ Рамиль Гельметдинов.
Юлашкинчен тата çакна калас килет. Ялсем тăрăх çÿренĕ май çак ÿкерчĕке асăрхарăмăр: унта та кунта арçынсем хĕрĕнкĕ тăраççĕ, мĕншĕн «çуттине яратăр» тесен вĕсем тĕрлĕрен хурав пачĕç: «Шапашран килнĕ – канатпăр», «Ĕçес килет – çавăнпа»… Кунсăр пуçне тата çакă куçа тăрăнчĕ: эпир калаçнă çынсенчен хăшĕ-пĕри ял тăрăх пуçлăхĕ кам пулнине, унăн хушаматне асăнаймарĕ, Рамиль Гельметдинов должноçа ларнăранпа нумай вăхăт иртменнипе те çыхăннă пуль çакă…
Рамиль ГЕЛЬМЕТДИНОВ, Çырмапуç ял тăрăх пуçлăхĕ:
– Паянхи кун тĕлне ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă 34 çемье çĕр участокĕсем валли свидетельствăсем илнĕ, пĕлтĕр 32 çемьене панăччĕ, кăçал – иккĕшне. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнчен учетра тăракансем çук, мăшăрсем черете тăнă-тăманах вĕсене участоксемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр.
Кăçал ял тăрăхĕнче пурнăçламалли плансене палăртнă ĕнтĕ, пĕтĕм ĕçе халăхпа пĕрле туса ирттерессе шанатăп. Пулăшу ыйтсан çынсем хирĕçлемеççĕ, кирек мĕнле ĕçе те хутшăнма хавас. Уйрăмах культура ĕçченĕсем хастар. Старостăсене те манăн ырăпа асăнас килет.
Георгий Егоров, Шупашкар район администраци пуçлăхĕ:
– Çырмапуç ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парас ыйту чылай вăхăт çивĕччĕ. Кĕске вăхăтрах ял тăрăх пуçлăхĕ ăна татса пама пултарчĕ, çавна май 2014 çулта 32 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулчĕ.
Ял тăрăхĕнче юсав ĕçĕсем ирттерессипе те ырă улшăнусем пур. Сăмахран, пĕлтĕр Иккассинче Шупуççынни урамĕнче çул сарчĕç.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассипе ĕçлени палăрать, Куйбышев ячĕллĕ колхоз ытларах та ытларах лаптăка çаврăнăша кĕртет.
Нумай хваттерлĕ çуртсене индивидуаллă майпа хутса ăшăтмалли тытăма куçарас ĕçе унчченхи пуçлăх пуçарнăччĕ, халĕ çак ĕçе малалла тăсмалла. Чăрăшкассинче 2 тата Иккассинчи пĕр çурта çакăн пек майпа хутса ăшăтмалли тытăма куçармалли юлнă.