Ă­ру­сен эс­та­фе­ти

Я­лĕ ку пы­сă­ках мар, 6 кил-­ху­çа­лăх­ран тă­ра­кан пĕр урам кă­на. Пат­ша­лăх ис­то­ри ар­хи­вĕн­че ун çин­чен 300 çу­ла яхăн ĕлĕк­рех асăн­нă. Çа­вăн чух­не ăна 2-­мĕш Мă­нал шу­чĕ­пе çыр­нă. Кая­рах­па ку ял ис­то­рин­че Ти­мĕр­çыр­ма ят­па çы­рăн­са юл­нă.

Çĕр­шыв­ра кол­хоз­сем чă­мăр­тан­нă çул­сен­че ял çын­ни­сем хăй­сен ĕç­чен­лĕ­хĕ­пе, тÿр кă­мăл­лă­хĕ­пе па­лăр­са тă­нă. Кол­хо­за чи мал­тан кĕ­ре­кен­сен­чен пĕ­ри – Анд­рей Яков­ле­вич Яков­лев. Ачи­сем те ун­па пĕр шу­хăш­лă пул­нă. Тă­ван çĕр­шы­вăн Ас­лă вăр­çи пуç­лан­сан çу­лĕ­сен шут­не ку­ра унăн вăр­çа тÿр­ре­мĕн хут­шăн­ма май кил­мен. Ял­та мо­би­ли­за­ци йĕр­ки­не ти­вĕç­лĕ ар­çын­сем вăр­çă хир­не кай­са пĕт­сен ăна кол­хоз ер­тÿ­çи­не лар­таç­çĕ. Унăн кĕ­рÿ­шĕ Ни­ко­лай Суев, мал­тан­хи кун­сен­чех фрон­та лек­нĕс­кер, аман­нă хыç­çăн çар ти­вĕç­не урăх пур­нăç­лай­масть. Яла тав­рăн­са кол­хоз­ра сче­то­вод ĕç­не кÿ­лĕ­нет. Вăл хă­йĕн тÿр­кă­мăл­лă­хĕ­пе, тир­пей­лĕ­хĕ­пе па­лăр­са тă­рать. Ан­на мă­шă­рĕ­пе Оль­га, Зоя, Ни­ко­лай, Ва­ле­рий, Ве­ниа­мин, Аль­би­на ачи­се­не тă­рă­шул­ăх­па пăх­са çи­тĕн­те­реç­çĕ. Шел пу­лин те, пу­рин те ĕмĕт­лен­ни çит­ме­рĕ. 3 хĕ­рĕ­пе Ни­ко­лай ывă­лĕ вă­хăт­сăр пур­нăç­ран уй­рăл­чĕç. Ва­ле­рий­пе Ве­ниа­мин çемье чыс­не ти­вĕç­лĕ шай­ра ты­таç­çĕ. Ха­лĕ Ва­ле­рий те пен­сие тух­нă, 70 çу­ла çыв­ха­рать. Вă­там шкул пĕ­тер­нĕ хыç­çăн Шу­паш­кар­ти элект­роап­па­ра­ту­ра за­вод­не выр­наç­рĕ те пĕр вы­рăн­тах 45 çул тă­рăш­рĕ. Ки­рек мĕн­ле çан­та­лăк­ра та ир-и­рех поезд çи­не лек­ме 3 çух­рă­ма па­рăн­тар­мал­ла пул­нă унăн. Пĕр­ре хă­нăх­нă ĕçе çит­ме ни­мĕн­ле йы­вăр­лăх та чар­ай­ман ăна. Тÿ­рĕ кă­мăл­ĕ­пе, тă­рă­шу­лă­хĕ­пе па­лăр­чĕ вăл. Хăй вă­хă­тĕн­че ĕç­ри ас­лă юл­та­шĕ­сем те пу­лăш­са пы­чĕç. «Ĕç мес­ле­чĕ­се­не ал­ла ил­ме, про­дук­ци па­ха­лă­хĕ­шĕн тă­рăш­ма, кă­тар­ту­се­не ла­йăх­лат­са пы­ма ма­на ха­мăн бри­га­дир Алек­сандр Смир­нов ну­май пу­лăш­рĕ», – аса илет Ва­ле­рий Ни­ко­лае­вич. Кая­рах­па ва­ра хăй те çам­рăк ра­бо­чи­се­не ăс­та­лă­ха хă­нăх­тар­са пы­рать. Ĕç­ри пы­сăк çи­тĕ­нÿ­сем­шĕн, çĕ­нĕ­лĕх­сем­пе усă кур­нă­шăн за­вод ди­рек­ци­йĕ ăна пĕр­ре кă­на мар тав ху­чĕ­сем­пе, «Хи­сеп пал­ли» ор­ден­па чыс­лать. За­вод­ри ĕç удар­ни­кĕ­сен Хи­сеп хă­ми çин­че, ве­те­ран­сен спи­со­кĕн­че уп­ра­нать унăн сăн ÿкер­чĕ­кĕ.

Хăй­сен ачи­се­не те çа­вăн пек шу­хăш-­кă­мăл­па, пи­çĕ­лĕх­ре ÿс­се çи­тĕн­тер­ме тă­рăш­рĕç вĕ­сем Ан­фи­са мă­шă­рĕ­пе. Ха­лĕ ва­ра ачи­сем­пе са­вă­наç­çĕ, мă­ну­кĕ­се­не çи­тĕн­те­реç­çĕ. Ас­лă хĕ­рĕ Свет­ла­на Шу­паш­кар­ти пĕр шкул­та чă­ваш чĕл­хи­не вĕ­рен­тет. Сер­гей ывă­лĕ хăй ки­лĕш­тер­нĕ ĕç­ре – элект­ро­ни­ка енĕ­пе. Аш­шĕ­не ку­ра хă­йĕн ĕçĕн­че кă­на мар, кил-­ху­çа­лă­хĕн­че те тă­рă­шул­лă вăл. Кă­мăл çи­рĕп­лĕ­хĕ­пе, ĕç­чен­лĕ­хĕ­пе, çав­рă­нă­çу­лă­хĕ­пе, тир­пей­лĕ­хĕ­пе, аш­шĕ хав­ха­лан­тар­са пы­ни­пе ку та­ранч­чен ял­та пул­ман кап­мар çурт ту­са ларт­рĕç. Те­пĕр хĕ­рĕ Ок­са­на ди­зай­нер­та тим­лет.

Çак­на та па­лăрт­мал­ла, ял­та чă­ваш­сен авал­хи йă­ла­на, ни­ме­не, пă­хă­наç­çĕ. Ни­ки­тин­сем­пе Жир­нов­сен çемйи­сем, кă­мă­ла хи­рĕç кă­мăл те­нĕ пек, çурт­сем хă­парт­са ларт­рĕç. Çак ырă йă­ла тус­лă пу­рă­на­кан çемье­сен хуш­шин­че ху­çа­лăх­ри ыт­ти вас­кав­лă ĕç­се­не ту­са ирт­тер­нĕ чух­не те çи­рĕп­лен­чĕ.

Ни­ме йĕр­ки­пех Алек­сей Суев та çурт­не тĕп­рен çĕ­нет­ме тă­рăш­рĕ. Хăй те ял-­йыш ну­ши­не ла­йăх ăн­ла­нать, ăна ăша хыв­са пу­лăш­ма тă­рă­шать. Аль­би­на йă­мă­кĕ­пе ху­çа­лăх ты­таç­çĕ, выльăх-­чĕр­лĕх ус­раç­çĕ. Ун­сăр пуç­не Алек­сей ап­пă­шĕн тă­лă­ха юл­нă хĕр­не опе­кă­на ил­нĕ, ку та явап­лă ĕç.

Ял-­йыш­ра пĕр шу­хăш­лăх пул­ни, пĕр-­пĕр­не пу­лăш­ма тă­рăш­ни пур­нăç­ри тĕр­лĕ йы­вăр­лă­ха çĕн­тер­се пы­ма, пу­лас­лăх­шăн тă­рăш­ма вăй ху­шать. Акă, кă­çал ав­густ уйă­хĕ ял пур­нă­çĕн­че ла­йăх хы­пар­па па­лăр­чĕ. Кă­ша­вăш ял тă­рă­хĕн­че тир­пей-и­лем кĕр­тес, пу­шар хă­руш­сăр­лăх­не си­рес тĕ­лĕш­пе тă­рăш­са ĕç­ле­кен ял­се­не па­лăрт­рĕç, ук­çа-­тен­кĕ пар­са хав­ха­лан­тар­чĕç. Çав ят­па кун­та ял уяв­не ирт­тер­ни те пи­тĕ вы­рăн­лă пул­чĕ. Кир­лĕ ĕç­се­не пур­нăç­ла­ма ха­лă­ха хус­ка­та­кан­сем: Эдуард Донс­ков, В­ла­ди­мир Че­мен­цев, Ви­та­лий Жир­нов, Ва­ле­рий Алек­сеев пул­чĕç. Вĕ­се­не Вя­чес­лав Ни­ки­тин, Ва­ле­рий Суев, Ва­ле­рий Плу­гер пу­лăш­са пы­чĕç. Мă­шă­рĕ­сем те – Аль­би­на Донс­ко­ва, Га­ли­на Че­мен­це­ва, На­деж­да Жир­но­ва, Люд­ми­ла Ни­ки­ти­на, Ан­фи­са Суе­ва, Ли­лия Плу­гер ял уяв­не ха­тĕр­лен­ме хас­тар хут­шăн­чĕç.

Пу­шар хă­руш­сăр­лă­хĕн кон­кур­сĕн­че çĕн­те­рÿ­çĕ ята ти­вĕç­нĕ­шĕн 100 пин тен­кĕ та­ран уйăр­нă. Ăна ял тă­рăх ад­ми­нист­ра­ци­ пуç­лă­хĕ Сер­гей Муль­дия­ров ял­ти çу­ла юса­ма яма сĕн­чĕ. Çак кун­сен­че кĕт­нĕ ырă хы­пар пур­нăç­лан­ма ты­тăн­чĕ. Ял ура­мĕн анат вĕç­нел­ле пыл­чăк­лан­са юрăх­сă­ра тух­нă çу­ла çи­рĕп­лет­ме ас­фальт ван­чăк­не турт­тар­са кил­се сар­чĕç. Ял сăн-­сă­па­чĕ ма­йĕ­пен ул­шăн­сах пы­рать. Пĕр шу­хăш­лăх, тă­нăç­лăх, çи­тĕ­не­кен ăру­сем­шĕн тă­рă­шас­си ху­çа­лан­тăр ха­лăх­ра.

Ĕ­мĕр­тен пы­ра­кан Суев­сен ĕç эс­та­фе­ти шан­чăк­лă алă­ра.

ГЕН­НА­ДИЙ КОН­НОВ, ТИ­МĔР­ÇЫР­МА ЯЛĔ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости