Çамрăксенче патриотлăх туйăмĕ аталанать

Нумаях пулмасть ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Канашĕн Хусанта иртнĕ ларăвне хутшăннă. Унта çамрăксене патриотизм воспитанине парассипе тата салтака кайма хатĕрлентерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич юлашки çулсенчи чи лайăх кăтарту шкул ачисемпе студентсем çарпа патриотизм ĕçĕсене, çарпа спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни пулнине палăртнă. Çавăн пекех вăл РФ Президенчĕ Пермьре Суворов училищи уç­малли пирки Хушăва алă пуснине пĕлтернĕ.

Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе Атăлçи округĕнче тытăм йĕркеленине, тĕрлĕ проект пурнăçланине палăртнă. Сăмахран, 2014 çулта «Зарница» çарпа спорт вăййине 15 пин ытла çамрăк хутшăннă.

Ку енĕпе Чăваш Енре те курăмлă ĕç туса ирттернĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче республикăра кадетсене вĕрентессипе пысăк утăмсем тунă. Чи пĕлтерĕшлĕ кăтарту – çар вĕрентĕвĕн учрежденийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ÿсни, сăмахран, 2012 çулта Чăваш Енрен 50 çамрăк вĕренме кĕнĕ, 2013 çулта – 135, кăçал вара 185-ĕн çар çыннин профессине суйласа илнĕ. Шупашкар районĕнче те ырă туртăм палăрать, калăпăр, 2012 çулта 2 çамрăк çар вĕрентĕвĕн учрежденине вĕренме кĕнĕ, пĕлтĕр вара вĕсен йышĕ 6 çынна çитнĕ, 2014 çулта вара 9 çамрăк çар çынни пулас тĕллев лартнă. Çамрăксенче патриотлăх туйăмĕ лайăх аталаннине тата çак кăтарту та ĕнентерет: юлашки çулсенче Шупашкар район ачисем çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене хастар хутшăнаççĕ. Райадминистрацин вĕрентÿ управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта вĕсене 337 ача (2012 çулта та çакăн чухлех) хутшăннă, кăçал вара – 348.

ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости