Пĕтĕм çĕршывĕпе оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пырать. Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа февралĕн 15-мĕшĕнче Чăрăшкассинчи Л. Пучков ячĕллĕ вăтам шкулта Владимир Петрович Елизаров вĕрентекен ертсе пынипе çамрăк армеецсен ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене Афган вăрçин ветеранĕсен районти канашĕ йĕркеленĕ. Кăшавăш, Ишек, Тăрăн, Чăрăшкасси шкулĕсен чи маттур каччисем тĕрлĕ конкурса хутшăнса куçса çÿрекен кубока çĕнсе илессишĕн вăй виçрĕç.
Çамрăк армеецсене, шкул ачисене УФСИН спецназĕн паттăрĕсем хăйсем усă куракан хĕç-пăшалпа паллаштарчĕç, хăйсен ĕçĕ пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç. Кашни ача хĕç-пăшала хăй аллипе тытса, сÿтсе, йывăрăшне виçсе пăхрĕ. Ачасемшĕн чăн-чăн уяв пулчĕ ку!
Афган вăрçин ветеранĕсен сăмахĕсем те витĕмлĕн янăрарĕç, вĕсем çамрăксене, çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене, вĕренÿре те, спортра та çитĕнÿсем сунчĕç. Ветерансен канашĕн ертÿçи Геннадий Орлов ăмăртура палăрнисене дипломсемпе, медальсемпе чысларĕ, пылак кучченеçпе – тортпа – хавхалантарчĕ. Автомата сÿтсе пуçтарассипе, ун магазинне патронсемпе тултарассипе, турник çинче туртăнассипе – пур енĕпе те Чăрăшкасси çăмрăкĕсем çивĕчрех, вăйлăрах пулчĕç. Рома Николаев, Женя Николаев, Артем Матвеев, Артем Афанасьев, Володя Серебряков пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕрен куçса çÿрекен кубок тăван шкултах юлчĕ.
Хăнасене шкул ачисен концерчĕ кăмăла кайрĕ. Çар çыннин профессине суйласа илнĕ çамрăксем, «Зарница» тата «Орленок» вăййисем çинчен хатĕрленĕ презентацисем ветерансене хăйсен çамрăклăхне аса илтерчĕç. Ăмăртăва хутшăннă çамрăксем хăнасемпе асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.
Виталий Елизаров
Ÿкересси – манăн хобби
Эпĕ тăваттăмĕш класра вĕренетĕп. Пур предмета та кăмăллатăп , «5» паллăсемпе çеç вĕренме тăрăшатăп. Пуринчен те ытларах ÿкерме юрататăп. Ача садне çÿренĕ чухнех тĕрлĕ конкурса хутшăнаттăм, халĕ те район шайĕнче иртекеннисенче малти вырăнсене йышăнма тăрăшатăп.
Нина Ядакова, 4-мĕш класс
Шкул пурнăçĕ килĕшет
Эпĕ пĕрремĕш класра вĕренетĕп. Пирĕн класра 6 хĕр ача тата 2 арçын ача вĕренет. Эпир пурте маттурсем, кĕнекепе туслă. Кашни кун юлташсемпе библиотекăна çÿретпĕр, ытларах чăваш чĕлхипе çырнă кĕнекесене кăмăллатпăр. Эпĕ сăвăсем тата юмахсем вулама килĕштеретĕп. Вĕсенче кăсăклă вăйăсем, ребуссем пур.
Эпир шкулти тĕрлĕ мероприятие те хастар хутшăнатпăр. Районти сăвă илемлĕ вулакансенчен конкурсĕнче «Савăнăç» сăвăпа 3-мĕш вырăн йышăнтăм. Наука кунĕнче вара атте-аннесен профессийĕсем çинчен каласа патăмăр, Хисеп хучĕсене тивĕçрĕмĕр. Мана тата юлташсене шкулта вĕренме питĕ килĕшет.
Анастасия Николаева, 1-мĕш класс
Конкурс хавхалантарать
Декабрь уйăхĕнче районта сăвва илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Эпĕ те унта «Тăван çĕршыв» ятлă сăвăпа хутшăнтăм. Ку сăвва шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен А.М. Николаева çырнă. Малти вырăна тухнăшăн питĕ савăнтăм, хавхалантăм. Малашне те çавăн пек конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен ретне лекме ĕмĕтленетĕп.
Анастасия Федорова, 4-мĕш класс
Чăваш сăмахĕ хăватлă
Шкулта эпир тĕрлĕ предмет алла илетпĕр. Кашниех питĕ кирлĕ. Математикăра хушма-кăларма, вырăс чĕлхинче вырăсла тĕрĕс калаçма, çырма хăнăхатпăр, физкультурăра сывлăха çирĕплететпĕр пулсан чăваш чĕлхи урокĕнче тăван чĕлхепе калаçнисĕр пуçне ăна юратма, хисеплеме те вĕренетпĕр. Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи тетпĕр. Манăн анне çурма вырăс, çурма ирçе çынни пулин те, эпĕ чăваш чĕлхине юратса вĕренетĕп. Атте – чăн-чăн чăваш. Юратнă Чăваш Енре пурăнни мана чăваш чĕлхине хисеплеме хистет. Анне те 20 çул хушшинче чăвашла таса калаçма хăнăхса çитнĕ.
Эпĕ чăвашла сăвăсем çырма килĕштеретĕп. Сăвăсем хайлама пире чăваш чĕлхи учителĕ Алина Михайловна Николаева вĕрентет. Çак сăвва эпĕ Раççейре – Экологи, Чăваш Республикинче – Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕсене халалларăм.
Юрататпăр çĕршыва
Çут çанталăка упрар,
Мухтаса ăна тăрар.
Кайăксене юратса
Эпир пурăнар савса.
Ваттисем те, вĕттисем,
Аннесем те, аттесем
Юратаççĕ çĕршыва
Пурăнатпăр савăнса.
Юра Николаев, 5-мĕш класс
Ачаранах тăрăшмалла
«Шкулта ăс пухни, мĕн ачаран тăрăшуллă пулни пурнăçра питĕ кирлĕ», – вĕрентет мана анне. Çавăнпа эпĕ питĕ тăрăшса вĕренетĕп, «4» тата «5» паллăсем çеç илесчĕ тесе пĕрмаях кĕнеке вулатăп.
Спортпа туслă пулни вĕренÿре те пулăшать. Районта иртнĕ йĕлтĕр чупăвĕнче кăçал малти вырăна тивĕçнĕшĕн питĕ савăнтăм. Юрă юрлама та кăмăллатăп. Районти «Янра, юрă!» конкурса хутшăнса Раççейре Экологи çулталăкне халалланă «Просьба» юрăпа 3-мĕш пултăм.
Шахматла выляни ăс-тăна çивĕчлетет – шкулти ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулса тăтăм. Уроксем хыççăн шкулта спорт секцине çÿретĕп. Унта пире физкультура учителĕ Сергей Станиславович Гаврилов футболла тĕрĕс выляма вĕрентет.
Александр Семенов, 3-мĕш класс
Вулав конференцийĕ
Эпĕ 8-мĕш класра ăс пухатăп. Эпир класра 8-ăн, пурте туслă пурăнатпăр. Класри тата шкулти мероприятисене савăнсах хутшăнатпăр. Пирĕн класс походсене çÿреме, тĕрлĕ уяв ирттерме кăмăллать. Çуралнă кунсене пĕрле ирттересси те йăлана кĕчĕ.
Нумай пулмасть атте-анне хутшăннипе класра вулав конференцийĕ иртрĕ. З. Прилепинăн пĕр хайлавне аслисемпе пĕрле сÿтсе яврăмăр, ыйтусене хуравлама тăрăшрăмăр. Автор ачалăх çинчен чуна витермелле çырса кăтартнă.
Инна Волкова, 8-мĕш класс