КĂМĂЛ
Иртнĕ шăматкун Кипечкассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлекен Виктория Терентьева прививка тума чĕнсен хаваспах çула тухрăм, хамăр ялтан уй урлă юр тăрăх таптаннă сукмакпа васкамасăр утрăм. Пĕлнĕ çулпа çитес çĕре çур сехетренех çитрĕм. Унччен 4 çул кунта фельдшер пулманччĕ, вырăнти çынсен сывлăха тĕрĕслеме Хыркассине кайма тивнĕ. Мана тараватлăн кĕтсе илчĕç. Вунă çулта пĕрре тăвакан прививка хыççăн çамрăк фельдшерпа тĕплĕнрех калаçрăм. Виктория Терентьева Шупашкар хулинче çуралнă, унтах вĕреннĕ.
Çамрăк фельдшер
