Çапла та пулать…

Чумкасси ялĕ çывăхĕнчи дачăна кайма тухнă асламăшĕпе мăнукĕ çул çинче пăтăрмах сиксе тухасса тĕлленмен те. 1-мĕш класра вĕренекен хула ачи çул çинче телефон çухатать. Асламăшĕпе мăнукĕ тем чухлĕ шырасан та çыхăну тытмалли хатĕре тупаймаççĕ. Хуйха ÿкнĕскерсем пуш алăпах çитеççĕ дачăна. Тепĕр кунтан хайхи телефона Чумкасси ачи тупса тавăрса парать. Савăннă çемье ырă кăмăллăскере тав тăвас тĕллевпе пылак çимĕç те туянать. Анчах лешĕ ăна илмест, «телефона урăх ан çухатăр» тесе кăна каласа хăварать. Телефон хуçисем ырă кăмăллă çамрăкăн ятне-шывне пĕлмесĕрех тăрса юлаççĕ. Çапла та пулать иккен…

 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости