Çĕр ĕçĕ çăмăл мар, çапах маттур çамрăксене хăратмасть вăл. Хăюллăнах ĕçе пикенеççĕ вĕсем, ăсталăха аталантарса пыраççĕ. «Атлашевский» СХК-ра агрономра вăй хуракан Алексей Табаков пирки те çаплах каламалла.
Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксем 1008 га, тырăллă тата пăрçаллă культурăсем 1085 га йышăнаççĕ. Вăрлăх вăрăнтарнă çĕр лаптăкĕсем çинче калча симĕсленсе, çÿлеллех кармашса савăнтарать. Тыр-пула сиенлĕ хурт-кăпшанкăран, çум курăкран таса тытасси, минерал удобренисемпе вăхăтра апатлантарасси, лайăх тухăç илесси – акă çу кунĕсенчи тĕллев хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă çамрăк агрономăн.
26 çулхи Алексейăн ĕç стажĕ Комсомольски районĕнчи пĕр пысăк ял хуçалăх предприятийĕнче пуянланма пуçланă. Студент çулĕсенче практика вăхăтĕнче ял хуçалăхăн тĕрлĕ предприятийĕнче ĕçе хăнăхнăскер «Слава картофелю» хуçалăх ертÿçи йыхравласан шухăшласа тăман – алла диплом илсенех агрономра вăй хума тытăннă. Яваплă та тимлĕх ыйтакан ĕçе хăнăхнă – пробиркăри калчасенчен чышкăран та пысăк çĕр улми ÿстерме вĕреннĕ.
Мĕншĕн ял хуçалăх профессине суйласа илнĕ-ха вăл? «Ялта çуралса ÿснĕрен, шкулта вĕреннĕ чухне биологи предметне кăмăлланăран», – çапла хурав парать паян Алексей. Патăрьел районĕнче çуралса ÿснĕскер, шкулта вĕреннĕ вăхăтра колхоз уйĕсенче çĕр улми пуçтарнă, вырăнти хуçалăхра вăй хуракан ашшĕне тивĕçнĕ çĕр пайĕсенче сухан, кишĕр, кăшман çитĕнтернĕ. Паянхи куна тĕп килте 3 ачаран пĕри те юлман пулсан та, Алексейăн ашшĕпе амăшĕ пай лаптăксем çинче пахча çимĕç ÿстерме пăрахман-ха. «Аслисем Самара тата Тольятти облаçĕсенче пурăнаççĕ, хам – Çĕнĕ Шупашкарта, май пур таран атте-аннене пулăшма тăрăшатпăр. Тăван киле кайса çÿреме вăхăт сахалтарах, тĕрĕссипе каласан, вĕсем хăйсем пире ытларах пулăшу кÿреççĕ», – çывăх çыннисем çинчен ăшă туйăмпа каласа парать Алексей.
Çамрăк «Атлашевский» СХК-ра агрономра 3 çул вăй хурать, çав вăхăтра нумай çĕннине ăса хывма ĕлкĕрнĕ. Пахча çимĕç тата тыр-пул ÿстерес меслете алла илнĕскер, халĕ нумай çул ÿсекен курăксене ÿстерес ăсталăха аталантарса пырать. Кашни çулах хуçалăхри агрономсем ăçта мĕн акассине пĕлсе тăма ятарлă карта хатĕрлеççĕ. Ăна тунă чухне иртнĕ çул вăл е ку лаптăк çинче мĕнле культура акнине, мĕнле çум курăксем тупса палăртнине, кÿршĕлле мĕнле культурăсем пулнине шута илеççĕ. «Пысăк тухăç илес тесен тĕрлĕ пулăма шута илмелле, тĕслĕхрен, çĕр лаптăкĕ çине пĕр культурăна аксан, ун патне тепĕр 4 çултан кăна таврăнмалла», – вăрттăнлăхĕсен чаршавне кăшт уçать çамрăк специалист. Алексея ĕçре хавхалантарса тăраканни – мăшăрĕпе 2 çулхи тĕпренчĕкĕ. Çĕнĕ Шупашкарта хваттер тара илсе пурăнакансем хăйсен кĕтесĕ пирки ĕмĕтленеççĕ – «Çамрăк çемье» программăпа черет çитессе кĕтеççĕ.
Алексея тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса вăй хунăшăн 2016 çулта райадминистрацин Хисеп хучĕпе чысланă. Кăçал вăл Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне тивĕçрĕ. «Атлашевский» СХК лаптăксене анлăлатсах пырать, эппин, агрономсен ĕçĕ те нумайланать. Хальлĕхе вĕсен тĕллевĕ – пахалăхлă выльăх апачĕ çитĕнтересси тата тыр-пултан пысăк тухăç илесси.
АННА ФИЛИППОВА