Кăçалхи 9 уйăхра Шупашкар районĕнче йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем тăвасси 22% чакнă – пĕлтĕр çак тапхăрта 122 тĕслĕх пулнă тăк кăçал 103. 82 преступление уçса панă. Вĕсен тÿпи 75%-ран 80% çитнĕ.
Цифрăсем пытараççĕ
Раççей ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Иванов ведомство ĕçне 9 уйăх кăтартăвĕсемпе пĕтĕмлетĕвĕсемпе канашлура çавăн пекех шута илнĕ йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем 16-ран 19 таран йышланнине палăртнă. Полицейскисен производствăпа вĕçленнĕ уголовнăй ĕçсене 50% таран ÿстерме май килнĕ, апла пулин те тĕрлĕ сăлтавпа уйрăмах хăрушă 7 уголовнăй ĕçе тĕпчев тапхăрĕнчех чарса лартнă. Вĕçлемен ĕçсенчен 6-шĕ наркотик сарнипе çыхăннă – вĕсем тăрăх тытса чарнă çынсем йĕркелĕх хуралçисемпе калаçма хирĕç. Ĕçе тĕпчессипе çыхăннă ыйтусене хуравламаççĕ.
Çавăн пекех йĕрке хуралçисем хальхи вăхăтра тĕпчекен 7 уголовнăй ĕç йывăр преступлени сĕмĕллĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ – наркотик сутнă-туяннă тĕслĕхсемпе пĕр тĕвĕре. Хальлĕхе уçса паман. Тепĕр тĕслĕх – наркотик хутăшĕ упранипе кăткăсланнăскер. Ун тăрăх преступниксене тытса чарма май килнĕ.
Тавлашуллă сас-хура
Çÿлерех асăннă канашлурах Кÿкеçри лицейре туртмалли хутăшсемпе ашкăнакансем пуррипе çыхăннă информаци çиеле тухнă. Шалти ĕçсен пайĕн ертÿçи Александр Кириллов çийĕнчех çакна тĕрĕслеме хушу панă. Полицин участокри уполномоченнăйĕсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Александр Иванов «Тăван Ен» хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра çак тĕрĕслев мероприятийĕсем малалла тăсăлаççĕ. Паянхи кун тĕлне çак информацие çирĕплетмен, çамрăксем табак туртнă тĕслĕхсем кăна паллă – вĕсем наркотик хутăшĕллĕ юлашки вăхăтра анлă сарăлакан спайссем мар иккен. Кÿкеç лицейĕн директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Любовь Порфирьева сас-хурана çапла хирĕçлерĕ: «Çĕршывра туртмалли хутăшсемпе çынсем йышлă наркăмăшланнă хыççăн вĕренÿ учрежденийĕнче ку енĕпе профилактика мероприятийĕсем çителĕклĕ иртеççĕ, ачасем тем те пĕр туртса ашкăннине нихăçан та асăрхаман. Çакăн çинчен мана аслă классем пĕлтерчĕç – вĕсем социаллă сетьре вырнаçтарнă информацие курнă».
Йÿнĕ – илĕртÿллĕ
Ку темăна çул çитменнисен ĕçĕсен комиссийĕн иртнĕ эрнери ларăвĕнче те хускатнă. Кÿкеçри 1-мĕш шкулăн социаллă психологĕ Маргарита Попова палăртнă тăрăх, анонимлă ыйтăм вăхăтĕнче 40 ача хăйсене психоактивлă хутăшсем туртма сĕннине йышăннине пĕлтернĕ.
Ăçтан тата мĕнле майпа лекеççĕ-ха çав спайссем? Комисси ларăвĕнче унăн пĕр каналĕпе çыхăннă информаци уçăмланнă. Йÿнĕ хакпа планшет е ноутбук, телефон туянма сĕнекенсем – ют çĕршыв çыннисем – çапла майпа туянакана калаçтарса илĕртеççĕ-мĕн, çак хушăра вăл ăçта, мĕнле каçхи клубсенче каннине ыйтса пĕлеççĕ. Хăйсен клиентне çапла хатĕрлеççĕ-мĕн. Хальхи вăхăтра йĕркелĕх хуралĕнче, лицейри сас-хурапа пĕрлех, çак версие те тĕрĕслеççĕ.
ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ
Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.