Çĕнъял ял тăрăхĕнче ĕçлеме кăна мар, канма та пĕлеççĕ. Çакна иртнĕ эрне кун Мошкассинче çур аки ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа «Отклик» лаша спорчĕн клубĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăрту та çирĕплетрĕ. Юланутçăсемпе ярăнчăк урапа хуçисем урхамахĕсемпе хăвăртлăхĕпе, ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Пĕр ăйăртан пуçланнă клуб
«Отклик» лаша спорчĕн клубĕ Кадыков ячĕллĕ СХПК-колхоз никĕсĕнче йĕркеленнĕ. «Эпир пурте чун-чĕрере хресченсем. Пурнăç тăршшĕпех пире выльăх-чĕрлĕх тăрантарать», – тет правлени председателĕ Владимир Андреев. 2012 çулта Андреевсен çемйине «Отклик» ятлă лаша парнеленĕ. Çавăнтанпа вĕсем лашасем ĕрчетме тытăннă та. Паянхи кун ут витинче – 40 ытла янавар. Вĕсен ытларах пайĕ – çăмăл кÿлекен вичкĕн юртăллă лашасем (орловские рысаки), кунсăр пуçне юртăпа хытă чупакан ăратлă вырăс урхамахĕсем (русские рысаки), буденнов учĕсем, хутăш ăратлисем те пур. «Уйрăм çынсен лашисем те клубра сахал мар. Эпир вĕсене пăхса тăратпăр, тренировкăсем ирттеретпĕр», – тет мăшăрĕ Юлия Андреева. – Лашасене ахаль çынсем, лаша завочĕсем туянаççĕ. Ут хакĕ ăратĕнчен килет. Лашан несĕлне тĕпчесен хак пĕр млн тенкĕ таран та çитме пултарать. Анчах пирĕн хуçалăхра ун пеккисем çук». «Отклик» спорт клубĕн лашисем Раççейĕпех тĕрлĕ ăмăртура хутшăнса лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ.
Лаша та такăнать
Малтанласа лаша чупăвне обществăн чи витĕмлĕ пайĕ кăна хутшăнма пултарнă пулсан, халĕ кирек кам та кăмăлĕ пулсан лаша спортне алла илсе ипподромра хăйĕн ăсталăхне кăтартаять. Çак спортра, паллах, лаша тĕп вырăн йышăнать. Кунта ут хастар та темпераментлă, тÿсĕмлĕ те вăй-хăватлă, хăвăрт чупакан тата ăратлă пулни пĕлтерĕшлĕ. Профессионалсем тата лаша спортне кăмăллакан юланутçăсем урхамахĕсемпе хисеп çаврăмне утса тухнă хыççăн чăрмавлă маршрута хыçа хăвармалли ăмăрту пуçланчĕ. Кунта лашан ирĕклĕхне тата хастарлăхне, пиçĕлĕхне, хăвăртлăхне тата çынна пăхăннине, çавăн пекех юланутçăпа лаша пĕр-пĕрне ăнланнине кăтартса памаллаччĕ. Юланутçăн 8-16 йывăç пайлă чăрмава май килнĕ таран хăвăрт тата штрафлă очкосемсĕр вĕçлемелле. Лашана чăрмав урлă сиктерме çăмăл мар. Кунта йывăç пайĕсене лектерсе ÿкерни те, лаша тăп чарăнса сикме килĕшменни те пулчĕ. Юланутçăсен лашисене 100 см тата 70 см таран çÿллĕшлĕ чăрмавсем урлă каçарма тиврĕ.
1-мĕш маршрутра Михаил Тягуновăн «Верный» лаши пуринчен вăр-вартарах пулчĕ. 15 çулти арçын ача «Заимка» ОООри «Отрадное» лаша клубĕн чысне ÿкермерĕ. «Паян маншăн лашана лăплантарасси чи йывăрри пулчĕ. Вăл вăйне ахаль ан пĕтертĕр, маршрута тивĕçлипе тухтăр тесе тăрăшрăм», – тет çамрăк юланутçă. Амăшĕ «Заимка» ОООра ĕçлеме тытăнсан арçын ача та унта çÿреме пуçланă. 4-5 çулта чухнех понисем çинче ярăнма юратнă вăл. 6 çулта вара лаша çине ларнă. Малтанласа йывăр пулнине пытармасть Миша. «Лаша ашкăнма пуçласанах макăрса яраттăм», – аса илет арçын ача. Паянхи кун вара йĕнер çинче пĕр шиксĕр, çирĕп ларать вăл. 7 çул хăйĕн ăйăрĕпе тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Нумаях пулмасть Мари республикинче пулнă çамрăк юланутçă. Çак маршрутра Виктория Олигеран «Икс» лаши иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, Надежда Тягунован «Верный» лаши – виççĕмĕш.
Лаша çунатлă тейĕн
Иккĕмĕш маршрутра (70 см çÿллĕш таран чăрмавсене хыçа хăварасси) Елизавета Михайлован «Фиалка» лаши чи лайăх кăтартупа палăрчĕ, Александра Чернован «Мадьярка» лаши иккĕмĕш пулчĕ, Татьяна Узикован «Адель» лаши – виççĕмĕш. Юланутçăсен хушшинче çамрăк хĕр пĕрчисем те пулчĕç. Акă 14 çулти Яна Александрова иккĕмĕш çул çак спортра. Унăн амăшĕ те хăй вăхăтĕнче юланутçă пулнă. «4 çулта пони çине ларсан вăл мана пысăк пек туйăнатчĕ», – тет Яна лашасене мĕн пĕчĕкрен юратнине аса илсе. – Манăн хамăн лаша пур, анчах паян эпĕ юлташ хĕрĕн учĕпе ăмăртрăм». Янăпа пĕр çулти Çĕнĕ Шупашкарти Алена Крыльцовкина конкурта пĕрремĕш утăмсем кăна тăвать-ха. «Кăмăл-туйăм япăх пулсан лаша фермине килетĕн те ут патне пырса вăл мăшт-машт тунине илтсенех япăх кăмăл та таçта кайса çухалать. Хăш-пĕр лаша пуçа çын хул пуççийĕ çине хума юратать…» – çамрăк юланутçăсем лашасем çинчен пĕр вĕçĕм калаçма хатĕр тейĕн. Утпа мĕнле пĕр чĕлхе тупмаллине те пĕлеççĕ вĕсем. Лашапа çын хушшинчи çыхăну çав тери çирĕп иккен. Юланутçă пăлханăвĕ урхамахне куçма пултарать, тепĕр майлă та. Хĕр пĕрчисем çуллахи каникулта фермăра хăйсен лашисене пăхма пулăшаççĕ. 10-мĕш класс хĕрĕсем Анна Егоровапа Марина Камчаткина вара çулталăк каялла лаша спортне килнĕ. Хальлĕхе малти вырăна вĕренĕве лартаççĕ вĕсем, апла пулин те малашне те çак спортрах аталанасшăн.
«Лаша апачĕ лашаран та хаклă»
Малалла ярăнчăк урапа хуçисем ипподромра тусан вĕçтерчĕç. 5 чупура, лаша ăратне тата вăл миçе çултине кура, маттуррисенчен маттуррисем хутшăнчĕç. Лашасем çĕр чĕтретсе çил пек вирхĕнсе иртсе кайрĕç, вĕсен хыçĕнчен тусан кăна çĕкленсе юлчĕ. Аслă çулти лашасен чупăвĕнче Патăръел районĕнчи Александр Пыркин пуринчен малтан учĕпе чупса тухса «Отклик» лаша спорчĕн клубĕн Кубокне çĕнсе илчĕ. 15 çул каялла вăл лаша спортне килнĕ. Урхамахсене килĕштересси мĕн ачаран пырать унăн. Килĕнче икĕ лаша тытать вăл. Вĕсене усрама вите тунă, уçăлтармалли карта та пур. Ытти выльăх-чĕрлĕхе те усрать ĕçчен арçын. Лаша тытасси уншăн – чун киленĕвĕ. Ăна усрама сахал мар укçа кирлине пытармасть вăл. Сăмахран, ярăнчăк урапа (качалка) туянма кăна 200 пин тенкĕ тăкаклама тивет. Кунсăр пуçне лашасене ăмăртусене турттарма ятарлă транспорт та, ытти хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ. Янавара тутлăхлă çитерни те пĕлтерĕшлĕ. «Лаша апачĕ лашаран та хаклă», – текен каларăш тÿрре тухать. Иртнĕ çул çак ăмăртусенче Александр Андреевича «Храбрый» лаши çĕнтерÿ патне çитернĕ, кăçал – «Апрель» ăйăрĕ. «Малта пынă чухне пĕр тусан та çук», – тет юланутçă чупнă чухне хăпаракан тем çÿллĕш тусан чупма кансĕрлемест-и тесе ыйтсан.
Ялĕнче унсăр пуçне тата темиçе çын лашасем усраççĕ. Акă Анатолий Каргин темиçе эрне каялла Мускав та Ульяновск юланучĕсен ăмăртăвĕнчен 1-мĕш вырăнпа таврăннă. Вăл та лашасене килĕнче тытать. «Çĕнтерÿсем ахальтен пулмаççĕ. Лашана сĕлĕ, утă, мюсли тата пăтă çитеретпĕр. Сăмахран, пĕр мюсли миххи виçĕ пин тенкĕ тăрать. Уйăхне вара ун пек 6 михĕ кирлĕ. Лашасене кашни кун хăнăхтарусем тутарттармалла, кантармалла та», – янаварсене пăхас вăрттăнлăхĕсене уçать вăл. Юланутçа тухнă ĕнерхи ШĔМ сотрудникĕ пĕр ăмăртура ярăнчăк урапаран çаврăнса ÿкнĕ, тăрса малалла ыткăннă, финиша пĕрремĕш çитнĕ. Çамрăкрах чухне кире пуканĕ йăтнă вăл, акатуйра така та выляса илнĕ. Ирĕклĕ мелпе те кĕрешнĕ. Анатолий Антонович килĕ умĕнче тăракан пони вара ачасен чун киленĕвĕ. Вĕсем ун çинче кашни кун тенĕ пекех ярăнаççĕ.
«Урапа çинче çуралнă» судья
Юланутçăсене Ульяновскри пĕтĕм Раççей шайĕнчи судья Анатолий Утриванов хакларĕ. Лаша спорчĕ вăй илсе пынине палăртрĕ вăл. Уйрăмах çамрăксем çак спорта явăçни савăнтарать. «Юланутçăн лашапа пĕр чĕлхе тупмалла, вĕсен пĕр-пĕрне туймалла. Çакă чупусенче пĕлтерĕшлĕ», – тет вăл. «Медальсене эпир килте ĕçлесе илетпĕр, ăмăртусене вĕсене илме килетпĕр», – текен каларăш та çÿрет лаша спортĕнче. Çапла хĕлĕпе тар тăкса ăсталăхне туптаççĕ юланутçăсем, çăвĕпе ăмăртусене хутшăнаççĕ. «Урапа çинче çуралнă», – тет хăйĕн пирки судья. 5 çулта чухнех лаша çинче ларса çÿренине лайăх ас тăвать вăл. Салтака кайиччен лашапа чупусенче хутшăннă, 1-мĕш вырăнсене йышăннă. «Воронеж облаçĕнчи пĕр училищĕре юланутçа вĕреннĕ чухне атте ман хыççăн ултă ача ÿснĕ май ĕçлемелле тесе направление пытарса хучĕ. Çапла облаçри ипподрома кайрăм…» – аса илет судья. – Пĕри кушаксене юратать, хăшĕ йытăсене. Эпĕ вара – лашасене. Çак юрату пĕтĕм пурнăçлăх». Çĕнтерÿçĕсене медальсем, кубоксем тата парнесем парса чысларĕç. Приз фончĕ 100 пин тенкĕпе танлашрĕ.
АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА