Ытларикун каçхине 17 сехет те 30 минут тĕлнелле М-7 автотрассăн 662-мĕш километрĕнче, Шупашкар районĕнчи Апаш ялĕ тĕлĕнче, харăсах 7 транспорт хатĕрĕ аварие лекнĕ.
Çав шутра – темиçе автофургон, пассажирсене илсе çÿрекен автобус тата çăмăл машинăсем. ЧР ШĔМĕн патшалăх автоинспекцийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх – КАВЗ автобус водителĕ умри транспорт хатĕрĕ хушшинчи дистанцие пăхăнман, çавна май DAF тягачран çаклатнă автопуйăс çине пырса кĕнĕ. Юр вăйлă çунă, çул та юрпа витĕннĕ – тÿрех чарăнса ĕлкĕрме май пулман-тăр…
Ку аварие пула çулăн çак сыпăкĕнче тата 5 автомобиль пĕр-пĕрин çине пырса кĕнĕ. Трассăн Шупашкаралла килекен енĕ темиçе сехетлĕхе пÿлĕннĕ. Автоинспекторсен ытти машинăна çулăн транспорт хирĕç килекен енĕпе яма тивнĕ. Автобус умри фургон çине шăпах водитель ларакан енĕпе пырса кĕнĕ – вăл вырăнтах вилнĕ, çавăн пекех салонра 3 пассажир суранланнă. Автобуспа Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕн ĕçченĕсем Шупашкара концерта кайма тухни паллă. Вĕсем унта çитеймен.